Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хĕвеланăç çĕршывĕсенче гражданла мăшăрлану тахçанах аталаннă. Халĕ çырăнмасăр пурăнасси пирĕн патăмăрта та анлă сарăлчĕ.
Нумайăшĕ ЗАГСа кайиччен маларах пĕрле пурăнмалли çинчен калаçать. Кун пек пĕр-пĕрне лайăхрах пĕлме пулать имĕш. Паллах, çакăн лайăх енĕ те пур. Сăмахран, документсăрах уйрăлма пулать. Тепĕр енчен – пурлăх пайланă чух чăрмавсем сиксе тухаççĕ. Килти хуçалăха иккĕн тытса пынине, пĕрле мĕн чухлĕ пурăннине тăванĕсен, кӳршĕ-аршăн ĕнентерме тивет. Пурлăха мăшăрсен хушшинче пĕр тан пайлама вара паспорт çинчи штампа пăхмаççĕ. Статистика палăртнă тăрăх, мăшăрлану свидетельствисĕр пурлăх пухичченех уйрăлнăран судпа питех çыхланмаççĕ. Каярах тĕрлĕ йывăрлăхпа тĕл пуласран пурлăх пирки нотариус патĕнче килĕшӳ тусан аван. Аталаннă çĕршывсенче халĕ çак мелпе усă кураççĕ. Анчах та пирĕн çĕршывра çамрăксем юридици ĕçĕсене ырласах каймаççĕ. Çакă пĕр-пĕрне шанманнине пĕлтерет теççĕ.
Паллах, аслă ăрури çынсем палăртнă пекех, паспортри штамп хĕрарăмшăн шанчăклă. Анчах та тепĕр арçынна штамп та тытса чараймасть. Кил-çуртра кашăк-тирĕк шакăртатсанах вăл алăк хупса тухса çухалать.
Гражданла мăшăрлану та ирĕклĕ пулаймасть. Мăшăрсем пĕри те, тепри те юратăва урăх çĕрте шыранине каçарма пултараймаççĕ. Хĕрарăмшăн вара пăшăрханмалли тупăнатех. «Хăмăт тăхăнтарман» арçын ытти чиперука куç хывасси те часах. Çемье пурнăçĕ тытăнсан хĕрарăм та улшăнать. Вăл хальхи пурнăçне уйăх çутинче савнипе уçăлса çӳренĕ вăхăтсемпе танлаштарма тытăнать. Хăй ирĕклĕ (паспортри штампсăр) пулнине шута илсе урăх арçын шырама пикенет.
Гражданла мăшăрланăва чиркӳ те йышăнмасть. Çавăнпа та асаннесемпе асаттесен йĕркине пăсма кирлĕ мар пулĕ. Çырăнса пĕр хушаматпах пурăннине нимĕн те çитмест.
 
: 660, Хаçат: 46 (1190), Категори: cемье

Комментарисем:

Шанчак (2013-04-15 22:14:29):
Халăхра "Гражданла мăшăрлану" тесе халĕ йăлана (модăна) кĕнĕ йĕркĕнпе çырăнмасăр пурăннине (сожительство) калаççĕ. Анчах та ку тĕрĕс мар. "Гражданла мăшăрлану" - сакунлă мăшăрланни. Вырăсла каласан, брак, брачный союз, оформленный в соответствующих органах государственной власти без участия церкви. Гражданский брак порождает юридические права и обязанности супругов. Хаçат-журналта, ман шутпа, тĕрĕс çырсан аванрах пулĕччĕ..

Tessie (2016-06-30 17:29:30):
WaitĔ I cannot fathom it being so stogdahtfrrwariĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: