Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Ульяновск облаçĕнче пурăнакансене пахалăхсăр çурт-йĕрпе коммуналлă тивĕçтерӳсенчен хӳтĕлессине вăйлатма хушнă.
Кĕпĕрнаттăр сăмахĕпе, юлашки вăхăтра граждансенчен çурт-йĕрпе коммуналлă тивĕçтерӳсемшĕн ытлашши укçа илеççĕ.
-Управляющи компанисем – чаплă юристсемпе, бухгалтерсемпе ĕçлекен вăйлă организацисем. Йывăрлăха лекнĕ граждансене вĕсемпе куçа-куçăн хăварни тĕрĕс мар. Ахаль çынсене те профессионалсем хӳтĕлемелле, - тенĕ Сергей Морозов.
Регион пуçлăхĕ хушăвĕпе правительство правăна сыхлакан органсемпе калаçу ирттернĕ. Çурт-йĕрпе коммуналлă тивĕçтерӳсемпе çыхăннă тавлашуллă ыйтусене хăвăртрах татса парасси, тивĕçтерӳсемшĕн граждансенчен ытларах укçа илекенсене тăхтаса тăмасăр явап тыттарасси пирки калаçса татăлнă.
Çичĕ пин ытла ача çут тĕнчене килнĕ
Хула администрацийĕн ЗАГС управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, ку çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа чӳкĕн 15-мĕшĕ таран Ульяновскра 7089 ача çуралнă. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 567 нумайрах.
Ульяновск администрацийĕн ЗАГС управленийĕн пуçлăхĕ Нина Пронина калашле, хулари демографи лару-тăрăвĕ аванланнă.
Ку тапхăр хушшинче çуралсанах вилекенсен кăтартăвĕ 11 процент таран чакнă. Çак тĕллевпе ача кĕтекен амăшсене тата пепкисене тухтăрсем сăнаса тăраççĕ, ача çуратакан çуртсенче йăх-ăру чирĕсем пуррипе çуккине тĕпчесе пĕлеççĕ.
Унсăр пуçне Ульяновскра ача кĕтекен амăшсемпе ачаллă çемьесене хушма социаллă пулăшу кӳреççĕ. Хула администрацийĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсемпе программăсене пурнăçа кĕртессипе ĕçлекен управлении сайчĕ: http:www.zаbotа.ru – «Документсем» пайра.
Çул тасатмалли техника туяннă
Правительствăн канашлăвĕнче регионти промышленноçпа транспорт министрĕ Дмитрий Вавилин хĕллехи вăхăтра облаçри хуласемпе ялсен урамĕсенче юр тасатма çĕнĕ техника туянни пирки пĕлтернĕ.
Муниципалитетсене техника туянма правительство кăçал 290 миллион тенкĕ, региона кирлĕ ятарлă техника туянма 296 миллион тенкĕ уйăрнă. Çак суммăран 95 проценчĕ – Çул фончĕн укçи, 5 проценчĕ – «Ульяновскавтодорăн».
Культура учрежденийĕсене йĕркене кĕртеççĕ
«Культура Ульяновской области» ятарлă программăна пурнăçласа кăçал регионти культура учрежденийĕсене юсаса йĕркене кĕртме 115 миллион тенкĕ тăкакланă.
Правительство уйăрнă укçапа пурĕ 40 культура учрежденине юсанă, вĕсенчен 18-шĕ - облаçри муниципаллă пĕрлĕхсенчи. Йĕркене кĕртнисен шутĕнче Ленин ячĕллĕ наука вулавăшĕ, Гончаров музей-çурчĕ, «Губернаторский» Культура керменĕ, Ульяновск районĕнчи Теччĕ, Кивĕ Майна районĕнчи Красная Речка ялĕсенчи, Çинкĕл районĕнчи Силикатный посёлокĕнчи Культура çурчĕсем.
Чӳкĕн 25-мĕшĕ – Амăш кунĕ
Амăш кунĕ – аннесене чысласа ирттерекен Пĕтĕм тĕнчери уяв.
Тĕрлĕ çĕршывсенче çак куна тĕрлĕ вăхăтра паллă тăваççĕ. Пĕтĕмĕшле вара Çĕр чăмăрĕ çинче Амăш кунĕ çу (май) уйăхĕн иккĕмĕш вырсарни кунĕпе тӳр килет. Раççейре Амăш кунне чӳкĕн (ноябрь) юлашки вырсарни кунĕнче палăртаççĕ, Беларуçра – юпан (октябрь) 14-мĕшĕнче, Украинăра – çу уйăхĕн иккĕмĕш вырсарни кунĕнче, Германире 2012 çулта çăвăн 13-мĕшĕнче.
Раççейре Амăш кунне уявлас йăлана 1998 çулта çирĕплетнĕ. Çак илемлĕ уява йĕркелесе ирттерме сĕнекенĕ – РФ Патшалăх Думин хĕрарăмсен, çемьесен, çамрăксен ĕçĕсене илсе пыракан комитет. Уяв тĕллевĕ – çемьери ырă йăла-йĕркене çирĕплетесси, хĕрарăма тимлеме тата упрама вĕренесси, пурнăçри чи хаклă çыннăн – Амăшĕн — пĕлтерĕшне палăртасси.
 
: 1002, Хаçат: 47 (1191), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: