Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Унăн ĕçĕсем кашни курава илемлетеççĕ
 
Ульяновск облаçĕнчи ӳнер тĕнчинче чăвашсем те сахал мар. Ентешĕмĕрсен хăйнеевĕрлĕ пултарулăхĕ Чĕмпĕр художникĕсен ятне-сумне çĕклет. 1952 çулта Ульяновскра çуралнă ентешĕмĕр Николай Иванович Паймушкин художник чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнче 60 çул тултарать. 1978 çулта вăл РСФСР Художниксен союзĕн Ульяновскри çамрăк художниксен уйрăмне, 1985 çулта — СССР Художниксен союзне кĕме тивĕçет. Вăл 250 картина авторĕ.
 
-Паймушкин хушаматлă ентешсем Чăнлă районĕнче пур. Сирĕн йăх-тымарăр çавăнтан тухман-и?
-Çапла. Манăн атте – Иван Петрович – Чăнлă районĕнчи Пухтелĕнче çуралнă. Вĕсем çиччĕн ӳснĕ. Атте вăрçă участникĕ. Анне – Ульяновск районĕнчи вырăс ялĕнчен – Семёновкăран. Вăрçăран таврăнсан атте Семёновкăна ĕне туянма кайнă, аннепе паллашнă. Пĕрлешсен Анат Террасăри Володарский ячĕллĕ завода ĕçлеме килнĕ. Çемье пурнăçне йывăç баракра тытăннă. Пĕрремĕш класа эпĕ 41-мĕш шкула кайрăм. Виçĕ çул çурăран 22-мĕш шкула вĕренме куçрăм. Çавăнпа чăвашла пĕлсех те каймастăп. Хăш-пĕр сăмахсене ăнланатăп.
-Ӳкерес туртăм хăçан палăрчĕ? Аçăр-аннĕртен куçман-и?
-Çук, атте-анне ӳкернине астумастăп. Пĕчĕкренех ӳкерчĕксен, картинасен копине тума юрататтăм. Çиччĕмĕш класра Федераци урамĕнчи ӳнер кружокне çӳреме тытăнтăм. Пĕр çул хушшинче икĕ класс программине иртрĕм. Пĕрремĕш учитель – П.В. Полянский.
Саккăрмĕш класс хыççăн Пенза хулинчи К.А. Савицкий ячĕллĕ ӳнер шкулне вĕренме кĕтĕм. Ку училище пирĕн çĕршыври чи лайăх ӳнер шкулĕсенчен пĕри. Пĕрремĕш курса «5» паллăсемпе пĕтертĕм.
-Пултарулăх ĕçне хăçан тытăнтăр?
-1972 çулта училище пĕтерсе Ульяновска таврăнтăм. Ӳнер мастерскойĕсенче тытăнчĕ те манăн пултарулăх биографийĕ. Эпĕ тавралăха ӳкерме юрататăп. Этюдник, рама çине çирĕплетнĕ пир илетĕп те çут çанталăкпа «паллашма» васкатăп. Пĕр вырăна çулталăкăн тĕрлĕ вăхăчĕсенче сăнарлатăп. Çулла вăл сип-симĕс курăкпа витĕнет. Кĕркунне—саррăн-хĕрлĕн «çунать». Хĕлле –шурă кавир айне пулать.
- Сирĕн ĕçĕрсенче питĕ илемлĕ вырăнсем: пурăпа витĕннĕ ту-сăрт, ĕмĕрхи пăрпа хупланнă тинĕссем, симĕс çарансем, юхан шывсем... Ăçти тавралăха сăнарлатăр?
-Çамрăкрах чух эпĕ пултарулăх командировкисене час-часах тухса çӳреттĕм. Патшалăх тӳлетчĕ ун чух. Чи малтан Инçет Хĕвелтухăçĕнче тата Çĕпĕрте пултăм. Ун хыççăн Магадан облаçĕпе Чукоткăна çитрĕм, Шмитд Мысĕ текен посёлокра, Врангель тăвĕ çинче, Охотское тинĕс хĕрринче этюдсем ӳкертĕм. Унтан манăн çул БАМ еннелле пулчĕ: Благовещенск, Тында хулисене, Бурея тата Чара ялĕсене. Тăваттăмĕш командировка – Таймыр, Красноярск, Норильск хулисене тата çывăхри Диксон порчĕпе Хатанга ялне. Тĕлĕнмелле вырăнсем ку тăрăхсенче. Çыннисем те тарават.
Пурăна киле эпир мăшăрпа Тереньга районĕнчи Тури Кукка (Сосновка) ялĕнче кивĕ çурт туянтăмăр. Эпĕ çак тавралăха тата Сăр районĕнчи вырăнсене çулталăкĕпех «тĕпчетĕп». Çут çанталăкăн кашни вăхăчĕ илемлĕ. Ытарайми самант куç тĕлне пулсан алă хăех киçтĕк патне туртăнать.
-Эсир пĕр-пĕр паллă художникăн пултарулăхне тĕпе хурса ĕçлеместĕр-и? Ахăртнех, Сирĕн кумир пур.
-Эпĕ нимĕнле художник пек те пулма тăрăшмастăп. Кашни художникăн хăйнеевĕрлĕхĕ пулмалла. Аркадий Пластовпа Франци художникĕ Альбер Марке умĕнче пуçăма таятăп.
-Сирĕн пек мастерскойшăн кашни художник ĕмĕтленет. Кам тивĕçтерчĕ çакăн пек пысăк пӳлĕмпе?
-1981 çулта мана РСФСР Художниксен союзĕн Ульяновскри уйрăмне йышăнчĕç. Паллах, унччен мĕнпур куравсене хутшăннă. Манăн ĕçсене союз ертӳçисем асăрханах ĕнтĕ. Вăл вăхăтра патшалăх союз членĕсене мастерскойсем уйăратчĕ. Телее, мана та Çĕнĕ хулара пачĕç. Çавăнтанпа çак пӳлĕм пултарулăх лаççи пулса тăчĕ.
-Кам е мĕн хавхалантарса, вăй парса пырать Сире ӳнер ĕçĕнче?
-Чи малтан манăн мăшăр – Людмила Викторовна. Вăл педагог. 40 çул ытла физика предметне вĕрентрĕ. Вăл мана ăнланни, вăхăтра ырă сăмахсемпе хавхалантарни – маншăн чи пахи. Люда мана икĕ хĕрпе икĕ ывăл парнелерĕ. Иванпа Вера ман йĕрпе кайрĕç темелле. Ачасем Мускавра пурăнаççĕ. Пирĕн виçĕ мăнук. Çемье пулăшнипех 2008 çулта пейзажсен пуххин кĕнекине кăлартăм. Кунта курава хутшăннă ĕçсене кĕртрĕм.
-Курав тенĕрен, Эсир ăçти куравсене хутшăннă?
-Чи сумлисем – «Молодость страны» (1982 çул, Мускав хули), «По родной стране» (1983, Красноярск), «Большая Волга 6» (1985, Шупашкар), «Молодость России» (1987, Мускав), «Большая Волга 7» (1991, Чулхула), Христос çуралнăранпа 2000 çул çитнĕ тĕле «Имени Твоему» (1995, Мускав), «Большая Волга 8» (1998, Чулхула), Пĕтĕм Раççей куравĕ (1999, Мускав), «Большая Волга 9» (2003, Чулхула), Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи. Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 60 çул çитнĕ тĕле «Победа» (2005, Мускав), «Образ Родины» (2006, Вологда), «Ялгат» (2007, Саранск), «Единение» (2007, Чулхула), «Большая Волга 10» (2008, Шупашкар-Самар). Иртнĕ çул Саранскри курава «Скоро весна» пейзажа тăратрăм. Кăçал «Пластовская осень» курава хутшăнтăм. Манăн ĕçсем пĕтĕм тĕнчери, Раççейри, регионри кашни курава тенĕ пекех хутшăнаççĕ. Ĕçсене Союзри комисси суйласа илет.
-Халĕ мĕнле ĕмĕтсемпе пурăнатăр?
- 60 çул тултарнă тĕле чӳкĕн 24-мĕшĕнче Ульяновскри А.Пластов галерейинче манăн ĕçсен куравĕ уçăлмалла. Ун валли картинăсене рамăна вырнаçтарса хатĕрлерĕм ĕнтĕ.
Юлашки икĕ çул хушши натюрмортсемпе ĕçлетĕп. Курав тĕлне натюрмортсен ярăмне хатĕрлерĕм. Кăçал кăмпа нумай пулчĕ. Карçинккари тĕрлĕ тĕспе илĕртекенсене сăнарламасăр тӳсме май çук. Садри чечексем те пир çине «лекесшĕн çунса лараççĕ». Ӳкер те ӳкер. Ĕçле те ĕçле…
- Сире 60 çул тултарнă ятпа чĕререн саламлатпăр. Ӳнер лаççин вучахĕ нихăçан та ан сӳнтĕр. Ăнăçусем Сире, Николай Иванович! Калаçушăн пысăк тав.
 
: 965, Хаçат: 47 (1191), Категори: Пирĕн интервью

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: