Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр «Ульяновская правда» хаçат редакцине облаçăн пурнăçне туллин çутатнăшăн, çын хушшине хыпар сарнăшăн «Ульяновск облаçĕ умĕнче палăрнăшăн» мухтав паллипе наградăланă.
Регион пуçлăхĕ редакци коллективне хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа 95 çул çитнĕ ятпа саламланă, тĕп редакторне Ирина Арановскаяна уйрăм парне – фотокамера – парнеленĕ. «Сирĕн хаçат сумлă çул-ӳсĕмне пăхмасăр куллен çамрăкланнине курма питĕ хавас,-тенĕ Сергей Морозов.-Тулашĕпе шалашĕ анчах улшăнать: дизайнĕ аванланать, материалсене парас ĕçре паянхи вăхăтпа шайлашакан мелсемпе усă куратăр, регионти услам ĕçĕпе пĕр чĕлхе тупма пĕлни паха. «Ульяновская правда» Интернета «пăхăнтарать». Çапла май информаци анлăшне сарать: ун сайтне кĕрсе тухакансем кăрлач (январь) уйăхĕнче 4000 çын пулнă пулсан юпа (октябрь) 10 пин çынна çитнĕ. Вĕсем хушшинче Ульяновск область çыннисем çеç мар, Пермь, Сарăту, Мускав, Самар çыннисем те. Малашне те хаçат массăллă информаци хатĕрĕсем хушшинче пур енĕпе те малта пырасса шанатăп».
Çăкăр пĕçерме тĕш-тырă пулатех
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр регион фондне тĕш-тырра кирлĕ чухлĕ кӳме хистекен йышăнусем тума ыйтнă. Облаçри ял хуçалăх министерствин специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, паян унта 16,1 пин тонна çĕнĕ тухăç кĕнĕ.
Сергей Морозов хушăвĕпе регионти апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕллевпе вырăнти çĕнĕ тухăç фондне 18 пин тоннăна çитермелле. Ульяновск область ял хуçалăхĕн министрĕ Александр Чепухин калашле, çакă çакăр пĕçерекен предприятисене çитес çулхи тыр-пулччен чĕртаварпа тивĕçтерме, лавкасенче çăкăр хакне пĕр шайра тытса тăма май парĕ. Чӳкĕн 14-мĕшĕ тĕлне регион фондне 6,7 пин тонна ыраш (ку палăртнин 112 проценчĕ) тата 9,4 пин тонна тулă (89 процент) çитнĕ. Ульяновск районĕ тĕш-тырра планран (156 процент) ирттерсе кӳнĕ. Плана тултаракансем: Карсун (116 процент), Вешкайма (115), Чартаклă (112), Николаевка (105) тата Кузоватово (102). Резерв фондне тĕшше кирлĕ таран çитереймен районсем: Мелекесс, Çĕнĕ Спасск, Кивĕ Майна, Чăнлă, Çĕнĕ Малăкла тата Майна.
 
: 884, Хаçат: 47 (1191), Категори: Кун хыççăн кун

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: