Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ĕçпе пиçсе ӳснĕ, мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен тăван колхозра вăй хунă ентешĕмĕрсенчен пĕрисем Эврелĕнче – Тойгильдинсем. Иккĕшĕн те тĕрлĕ çулсенче илнĕ «Социализмла ăмăрту çĕнтерӳçи» кăкăр паллисем, «Ĕçре палăрнăшăн» тата «Ĕç ветеранĕ» медальсем пур.
Ольга Васильевна 20 çул дояркăра вăй хунă. Ĕçре пысăк кăтартусемшĕн вăл Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавăн II-мĕш тата III-мĕш степеньлĕ орденсене тивĕçнĕ. Унăн ячĕ «Орденоносцы Мелекесского района» кĕнекере пур. Мăшăрĕ Валерий Осипович 40 çул руль умĕнче çӳренĕ. Унăн кăкăрне В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ тĕле панă медаль илемлетет. Тойгильдинсем ку наградăсемпе мухтанма юратмаççĕ. Мĕнле илнĕ – çапла пуçтарса хунă.
-Пĕр çул ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕпе саламлама пире Ульяновка Мемцентра чĕнчĕç. Çынсем кăкăрĕсем çине мĕнпур медале çакса пынă. Эпĕ кăна медальсĕр ларатăп,- каласа парать Ольга Васильевна.
Колхоз ĕçне вăл 7-мĕш класс пĕтернĕ хыççăнах кӳлĕннĕ. Ялти каччăпах çемье чăмăртанă. Вунсаккăр та тултарман пулнă-ха вăл вăхăтра çемье пуçĕ. Часах ăна салтака илсе кайнă. Оля йывăр çын пулса юлнă. Тăватă çул Североморск хулинче морякра тăнă Валера. Вăл таврăннă тĕле Таня хĕрĕ калаçма вĕреннĕ. Унччен ашшĕне курманскер унран ютшăннă. Часах вĕсен тепĕр хĕр Света çуралать. Иккĕшĕ те ӳссе çемьеллĕ ĕнтĕ, Сапаккелĕнче пурăнаççĕ. Таня почтальонкăра, Света газ участокĕнче диспетчерта ĕçлеççĕ. Аслă мăнукĕ те качча кайнă.
Мăнук тенĕрен, вĕсем йăлтах вырăсла калаçаççĕ.
-Хамăн хĕрсем чăвашла виçĕ класс çеç вĕренейрĕç. Ачасен шучĕ чаксан шкулĕ те хупăнчĕ,- тет Олга Васильевна.
Халĕ ватăсем иккĕшĕ çеç пурăнаççĕ. Чăхсемсĕр пуçне урăх выльăх-чĕрлĕх усрамаççĕ. Çулĕсем те сахал мар ĕнтĕ вĕсен, сакăрвунна çывхарса пыраççĕ. Пахчара кĕрхи ĕçсене вĕçленĕ. Ольга Васильевна ал ĕçĕпе аппаланать. Çемье пуçĕ телевизор курса йăпанать.
 
 
Мелекесс районĕ.
 
: 942, Хаçат: 47 (1191), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: