Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри «1 Мая» Культура керменĕнче чăвашсен пысăк уявĕ - Кĕр сăри иртрĕ. Ăна Ульяновск хулин культура управленийĕ, «Единая Россия» партин Ульяновск облаçĕн политканашĕ, Анат Террасăри округ депутачĕ Николай Лазарев тата «Еткер» телекăларăм йĕркелерĕç. Сцена çинчен программăна Олег Мустаев ертсе пычĕ.
Ульяновск хула Думин депутачĕн Николай Лазаревăн округĕнче чăвашсем валли пысăк мероприяти пĕрре кăна ирттермен. Малашне Кĕр сăри уявне кашни çулах йĕркелеме шантарчĕ депутат.
Уява кăпăклă сăра вĕретсе килекенсен шучĕ çулсерен ӳссе пырать. Кăçал Галина Галкина (Ишевкке посёлокĕ), Ирина Аксёнова (Çĕнĕ хула), Силиса Мустаева (Ульяновск хули), Валентина Крылова (Ульяновск районĕ, Михайловка ялĕ), Елена Лянкина (Чăнлă районĕ, Садки ялĕ), Ирина Улюшева (Ульяновск районĕ, Отрада ялĕ), Тамара Головина (Аслă Нагаткин) тутлă сăрисемпе кăна мар, чăваш апат-çимĕçĕпе – тĕрлĕрен куклипе, пӳремечпе, чăкăтпа, тăварлă çупа, пылпа, икерчĕпе, шăрттанпа, кĕрхи çуллă хур ашĕпе пухăннисене сăйларĕç. Тутлă çимĕçе, техĕмлĕ сăрана хаклă хăнасем те хаваспах тутанчĕç. Уяв халăхне фойере Валентина Тараватăн «Шанăç» ансамблĕ юррисемпе савăнтарчĕ. Пётр Яковлев купăсне тăсса ярсан вара ташламасăр чăтса тăракансем сайра пулчĕç.
Уява йĕркелекенсем хатĕрленĕ парнесене кашни конкурсант тивĕçрĕ. Сăра пахалăхне пухăннă çынсенчен суйланă (хăйсен ирĕкĕпе тухнă) жюри хакларĕ. Пĕрремĕш вырăна Валентина Крыловапа Елена Лянкина тивĕçрĕç, вĕсене кĕске хумлă кăмакасем, иккĕмĕш вырăн илнисене – Ирина Улюшевапа Силиса Мустаевана - сĕткен пăчăртаса кăлармалли машина, виççĕмĕш вырăншăн Галина Галкинапа Тамара Головинана электрочейник парнелерĕç. Ирина Аксёнова ятарлă приза – конвертпа укçа - тивĕçрĕ. Ульяновск хула Думи Галина Галкинана çакăн пек уявĕсене хастар хутшăннăшăн Тав çырăвĕпе палăртрĕ.
Чăвашсене уяв ячĕпе саламлама Ульяновск хула пуçлăхĕн Марина Беспалован çумĕсем Сергей Панчин тата Игорь Буланов килсе çитрĕç. Вĕсем чăвашсен çĕнĕ тыр-пултан пĕçернĕ çăкăрне, кăпăклă сăрине тутанса пăхрĕç, кунта киличчен Интернетра Кĕр сăри пирки тĕплĕн вуласа пĕлнине, çакăн пек ĕçчен те тараватлă, савăнма пĕлекен халăха чунтан хисепленине те пытармарĕç.
Кĕрхи сăра уявĕ Чăваш Республикипе Ульяновск хушшинчи культура çыхăнăвне те çирĕплетет. Çакна палăртакан пĕр пулăм – ЧР культурăпа архив ĕçĕсен министерстви Марина Беспалована янă Тав хучĕ. Шупашкарти Çеçпĕл Мишши фончĕн пуçлăхĕ Валери Туркай тата Николай Григорьев усламçă Марина Беспалована тухьяпа ама (кăкăр умне çакмалли) тата чăваш тĕррипе илемлетнĕ пысăк тутăр парнеленĕ. Ăна Сергей Панчин урлă парса ячĕç.
Шупашкартан килнĕ эстрада юрăçисен – Владимир Леонтьевăн, Алёна Алексееван, Надежда Юрпин, Альбина Пăрчăканăн тата «Голливуд» ташă ушкăнĕн анлă концерчĕпе уяв малалла тăсăлчĕ. Ĕçрĕ-çирĕ, юрларĕ-ташларĕ, чун каниччен нумайччен савăнчĕ чăваш хăйĕн авалхи уявĕнче.
 
: 1079, Хаçат: 47 (1191), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: