Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пётр Криков ачаранах выльăх-чĕрлĕхе юратнă, хур кĕтĕвĕ кĕтнĕ. Каярах çак туртăм ăна чуна килĕшекен професси илме пулăшнă. Кивĕ Улхаш каччи Ульяновскри ял хуçалăх институтне 1976 çулта пĕтернĕ хыççăн ветеринари врачĕ пулса тăрать. Çичĕ çул районти Крупская ячĕллĕ хуçалăхра вăй хурать.
Халĕ Пётр Витальевич Чăнлă районĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцири тĕп врач, çавăнпа пĕрлех районти эпизоотологи отрячĕн пуçлăхĕ. 2007 çулта вăл облаçра «Чи лайăх ветврач-эпизоотолог » ят çĕнсе илнĕ. Çак кунсенче П.В.Криков 60 çул тултарчĕ. Анчах юратнă профессийĕпе вăй хурас камăлĕ пысăк-ха унăн.
-Кунта эпĕ 1983 çултанпа ĕçлетĕп. Тĕп станцире пилĕк çын вăй хурать, ялсенче участок врачĕсем ĕçлеççĕ. Пурĕ пирĕн службăра 39 çын. Пирĕн тĕп тивĕç – ерекен чирсене хирĕç кĕрешесси. Уйрăмах лейкоз пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратать. Тăрсан-тăрсан урнă чир те сиксе тухкалать, ăна килти выльăхсене ертекенĕ — тилĕ. Телее, мур чирĕ çук халĕ, кăçал пĕр тĕслĕх те пулман. Пирĕн прививка тумалли план пур, çавăн тăрăх ялсенче выльăхсене укол тăватпăр. Малтанхипе танлаштарсан халăх та, хуçалăхсем те выльăх-чĕрлĕх сахалтарах усраççĕ, мĕншĕн тесен ялсенче çамрăксен шучĕ чакнă, ашăн хакĕ çук. Выльăх апачĕ вара йунĕ мар. Астăватăп, Крупская ячĕллĕ хуçалăхра малтан 25 пин кроликчĕ, 100 ытла лашаччĕ, сăвакан ĕнесем те питĕ нумайччĕ, - каласа парать Пётр Витальевич.
Вăл çаплах ялсенче нумай çул тăрăшакан ветеринари фельдшерĕсене те асăнса хăварчĕ: Н.В.Палькин (Пухтел), Н.В.Мерлушкин (Кĕçĕн Нагаткин), И.П.Сяськин (Кивĕ Улхаш), В.А.Благороднов (Карабаевка) тата ыттисем.
Районта тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Кроликсем те пур. Сăмахран, Креçникав ялĕнче Иван Пегов хур ĕрчетет. Тĕлĕнмелле, анчах чирлесен хурсене те, чăхăсене те укол тăваççĕ иккен. Вĕсене малтан хăваласа çитсе тытмалла вĕт-ха! Çапла пĕрерĕн-пĕрерĕн...
Пётр Витальевич çамрăклах вĕлле хурчĕсем тытнă. Аслă Нагаткина куçнă чухне вĕсене ашшĕ патне Кивĕ Улхаша леçсе панă. Каярах вара тунсăхласа çитсен тепĕр хут ĕрчетме пуçланă.
-Питĕ юрататăп ку ĕçе, анчах вăл вăхăта нумай илет. Вĕлле хурчĕсене пĕр куç илмесĕр пăхмалла. Вуннă ытла пулсан вара пăхма уйрăмах йывăр, - тет вăл.
Çынсене сыватакан тухтăрпа выльăх тухтăрĕ хушшинче мĕнле уйрăмлăх? Çын мĕн ыратнине тухтăра каласа параять, выльăх вара калаймасть. Çавăнпа та выльăха диагноз лартма йывăртарах, ăна нумай енлĕ тĕрĕслемелле. Васкавлă пулăшу пама каймашкăн вара кашни минутра хатĕр пулмалла. Ĕне йывăр пăрулать-и е кӳпĕннĕ-и, сысна чирленĕ-и, лаша чикен чикнипе аптранă-и – выльăх тухтăрĕ çурçĕрте те килĕнчен тухса каять. Алă айĕнче кирлĕ эмелсем яланах пур унăн. Аслă Нагаткин ялĕсĕр пуçне Пётр Витальевич Пилюгин, Креçникав, Хирти Анникав, Солнце, Садки ялĕсене пулăшупа тивĕçтерсе тăрать.
-Халĕ план тăрăх хуçалăхсенчи выльăхсенчен юн илме тытăнтăмăр. Ĕнесенче, пăрусенче лейкоз, бруцеллёз, туберкулёз шыратпăр, Çĕпĕр чирĕнчен вакцина тăватпăр. Сыснасем мур чирĕпе, Çĕпĕр чирĕпе, шыçă чирĕпе аптрама пултараççĕ. Çĕпĕр чирĕ лашасене те, сурăхсене те ерет. Унпа çын та чирлеме пултарать. Хăрушă япала вăл. Тата ĕне е пăру тирĕ айне çулла ăвăс кĕрсе ларать, хĕлĕпе çавăнта пурăнать. Ку вăхăтра выльăх япăхать, начар çиет, сĕтне чылай чакарать. Çак ăвăса вăхăтра тупса палăртмалла, кăларса илмелле. Çапла кашни ĕнене, пăрăва тĕрĕслемелле,- каласа парать Пётр Витальевич.
П.В.Криков кăçал та ««Чи лайăх ветврач-эпизоотолог » смотр-конкурса хутшăннă, 3-мĕш турта çĕнтерсе кубок илме тивĕçлĕ пулнă, анчах чире пула тĕп конкурса каяйман. Çапах та вăл хăйĕн тĕп тивĕçĕ выльăхсене чĕртесси, ерекен хăрушă чирсене хирĕç кĕрешесси тесе шутлать. Çак профессипе вăл шăпине çыхăнтарнă, çак ĕçе пĕтĕм пурнăçне панă.
 
: 988, Хаçат: 47 (1191), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: