Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçен ялĕнче пурăнакан Раиса Емельянован хĕр чухне икĕ хушамат, икĕ ашшĕ ячĕ пулнă. Çавна май ашшĕпе амăшĕ те икшер. Раиса Семёнова 1941 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă.
«Атте, Василий Павлович, бухгалтерта ĕçленĕ, ăна суя евитпе 1941 çулта тытса кайнă, вăл 1942 çулта Куйбышев çĕрĕ çинче чирлесе вилнĕ. Çакăн çинчен калакан хучĕ пур,-каласа парать Раиса Васильевна.- Атте çемйинчи ултă ачаран пурте вĕрентекен пулнă. Питĕ пуçлă çынсем. Вăл шучĕпе хыçалтан иккĕмĕш, ун хыççăнхи — хĕр. Тăванăм авлансан çамрăк çемье тĕп килте ашшĕпе тата амăшĕпе пурăнма пуçлать. Вĕсен пĕр-пĕрин хыççăн ултă ача çуралать: пилĕк хĕр те пĕр ывăл. Анне, Евдокия Николаевна, манпа йывăр чухне хĕлле аттене тытса кайнă. Çитменнине, çурчĕ çунса кайнă. Ниçта кайса кĕме май çук хурлăх. Шăп çав вăхăталла пурте пĕр харăс капланса килет. Мана, ялти пĕр ачасăр çемьене, Елизавета Александровнапа Степан Васильевич Турухинсене, усрава параççĕ. Эп ун чухне виççĕ тултарайман пулнă-ха. Асра çак япала юлнă: ĕлĕк вырăн çинчи тӳшек-минтере, утияла чĕркесе пуçелĕкне купаласа хуратчĕç. Хальхи пек витсе хуман. Килнĕ çынсене ларма вырăн пултăр тенĕ пуль. Эп киле кĕрсенех вырăн çине улăхса минтерсене урайне ывăтма пуçланă. «Киле каяс килет, илсе кайăр мана анне патне!»-тесе макăрнă пулать. Кайран лăплантарнă вара. Елизавета Александровна, ман иккĕмĕш анне каланă тăрăх, эпĕ пиçнĕ çĕр улми те çиме пĕлмен тет килсенех. Тутлисене паратчĕç. Лере апат-çимĕçрен хĕсĕк пулнă курăнать. Атте, Степан Турухин, вăрçăран таврăнчĕ. Ачасăр тĕмсĕлнĕ çемьере мана пит юрататчĕç. Эпĕ вĕсене анне-атте тесе чĕннĕ. Шкула та Турухина Раиса Степановна пулса кайнă. 1957-1958 вĕренӳ çулĕнче 10 класс пĕтеретпĕр, хайхи пире, ачасене, çурални çинчен калакан хут таткине илсе килме хушрĕç. Килте аннепе шыратпăр, ниçта та çук. Семёновсем патне каймалла пулчĕ. Вара каллех Семёнова Раиса Васильевна пулса тăтăм. Ун чухне усрава илнĕ чух хут-мĕн çыртарма чухламан пуль çав. Хама çуратнă хĕрарăм патне шав çӳреттĕм. Анне, Евдокия Николаевна, 99 çул пурăнчĕ, вăрăм ĕмĕрлĕ пулчĕ. Пĕррехинче «ыр сунакан» ял çынни мана аннӳне ан каçар, вăл сана юлхавран ют çынна панă, хăй пăхман тет. Эпĕ вара: «Эппин çапла кирлĕ пулнă, унсăрăн эп, тен, выçăпа вилнĕ пулăттăм»,-терĕм. Пăрăнса утрĕ. Шкул хыççăн Жадовкăри ял хуçалăх техникумĕнче пахчаçа вĕрентĕм. 1960 çулта хамăр ял ачине Геннадий Емельянова качча кайрăм.Пирĕн йăх-ăрура вĕреннĕ çынсем нумай. Упăшкан ашшĕ те, аслашшĕ те аслă пĕлĕвĕпе, тавракурăмĕпе уйрăлса тăнă. Геннадий Егорович та çав техникумрах агронома вĕреннĕ. Ялти хисеплĕ ĕçченччĕ вăл, хуçалăхри управляющи тивĕçĕсене пурнăçларĕ, агрономра, тĕп агрономра вăй хучĕ. Пĕрремĕш пепке, Галя, çуралсан эп те тăван хуçалăха ĕçе çӳреме пуçларăм. Мăшăрăм мана ку хĕрарăм ĕçĕ мар тесе Çинкĕлти педагогика училищине вĕрентӳçе вĕренме ячĕ. Хăй çулталăкри ачапа юлчĕ. «Тăваттă-пиллĕкпе» вĕренсе тухрăм. Тавах Геннадий Егоровича, юратнă упăшкана, телей парнеленĕшĕн. Виçĕ ачана аслă çул çине тăратрăмăр».
Икĕ çул аслă пионервожатăйра тăрăшнă хыççăн Раиса Васильевна пуçламăш класс ачисене илет, çичĕ выпуск тăвать.
Шкулта виçĕ теçетке çул ытла тăрăшса каласа памалли чылай пухăннă халăх çут ĕçĕн отличникĕн, пултаруллă хĕрарăм вĕрентӳçĕн. Пурнăçĕ пуян та хăйнеевĕр ун. Анчах та пуринчен интересли — Раиса Емельянова кашни вĕренӳ çулĕнче хăй тата ачасен аллипе çырса кĕнекесем кăларса пыни. «Шкул ачине – асăнмалăх» ятпа кашни класпа хăй аллипе тунă кĕнеке хатĕрленĕ вăл. Вĕсенче – шкул ачисен списокĕ, вĕсем çырнă тĕрĕслев ĕçĕсем, ӳкерчĕкĕсем, октябрёноксем куллен мĕн тунине, мĕнле кĕнеке вуланине çырса пыни, ӳссен кам пулассине пĕлтерекен çыру ĕçĕсем. 1986-87 çулхи вĕренӳ тапхăрĕ вĕçленсен пуçламăш класс ачисене математикăпа тата вырăс чĕлхипе экзамен партарнă. Çак тĕрĕслев ĕçĕсем те архивра тирпейлĕн упранаççĕ.
– Кашни тĕлпулăва çак кĕнеке-альбомсене илсе каятăп,-тет Раиса Васильевна.-Эх, савăнаççĕ вара. Тыта-тыта вуласа пăхаççĕ. Кунта вĕсен пуçламăш класс тапхăрĕнчи пурнăçĕ сăнарланнă-çке. Епле кăсăкланмăн? Ку шкул историйĕ те, ачасен аталанăвĕ те, ӳсĕмĕ те. «Хамăрăн пĕчĕккĕ чухнехисене пĕлес тесен Раиса Васильевна патне каймалла, унăн кĕнеке пур»,- теççĕ. Эпĕ ăна мĕнле хатĕрлемелли çинчен 1970-мĕш çулсенче «Начальная школа» журналта вуласа пĕлтĕм. Тирпейлĕн пухма пуçларăм. 1974-75 вĕренӳ çулĕнче 1-мĕш класра вĕренекенсенчен пуçларăм, маттурсем сăвăсем шырарĕç, вĕсене сăнарлакан ӳкерчĕксем тупрĕç. Классенче 34, 32-шер ача пулнă. Чи сахалли 19. Ĕçлеме пуçласанах Вăта Тимĕрçен шкулĕнче пĕр çулхисем виçшер класчĕ. Ачасем хастарччĕ, вĕренме хаваспах çӳретчĕç. Шкул вырăс чĕлхипе вĕрентмелли шайлă пулнă. Чăваш чĕлхи урокĕсене çеç тăван чĕлхепе илсе пыраттăмăр. Çакă ачасене чăвашла юрлама-ташлама, сăвă калама чăрмантарман. Урок тулашĕнчи мероприятисенче чăвашла калаçнă.
 
: 922, Хаçат: 47 (1191), Категори: Шăпа

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: