Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Шупашкарти патшалăх филармони залĕнче «Тăвансемĕр пĕрле чухне, ай, юрлар-и юррине» курмаюрăсен пуххин хăтлавĕ иртрĕ. «САЛАМ» тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн илемлĕх ертӳçи Владимир Карсаков кĕскен хăтлав историйĕпе паллаштарчĕ.
- Ку проекта ЧР культурăпа архив ĕçĕсен министерствине тăратма Чĕмпĕрте пурăнакан ентеш Дмитрий Кузьмин ("Краткая чувашская региональная энциклопедия" кĕнекен авторĕ) сĕнчĕ. Çапла эпир 100 пин тенкĕ грант çĕнсе илтĕмĕр. Проект тăрăх, курмаюрăсен пуххине 100 халăх юрри кĕмелле. Вăл тăватă çула тăсăлмалла. Пĕрремĕш пухине мĕнпурĕ 25 юрă кĕртрĕмĕр. Проекта хутшăнма чăвашсен паллă юрăçисем: Владимир Чекушкин, Тамара Гурьева, Иван Христофоров, Людмила Семёнова, Августина Уляндина, Василий Раймов, пĕртăван Малинасем, Сергей Кувшинов, Типшĕм Сашук, Альбина Пăрчăкан тата ытти çамрăк юрăçсем – кăмăл турĕç. Çаплах курмаюрăсен пуххинче тĕрлĕ районсенче чăмăртаннă «Эткер, «Шуçăм, «Кăмăл» фольклор ушкăнĕсен юррисем тата Чĕмпĕрте пурăнакан Нина тата Анатолий Еграшкинсен «Улăх тăрăх утар-и» юрри пур. Пирĕн операторсем кашни артистпа, ушкăнпа курмаклип ӳкерчĕç. Паян пĕрремĕш дискăн хăтлавне ирттеретпĕр. Кăçалхи раштав тата çитес çулăн пуш уйăхĕсенче Шупашкарти сценăсем çинче тата икĕ хăтлав пулмалла».
Филармони сцени çине пысăк экран вырнаçтарнă. Концерта пынисем артистсен юррисемпе пĕрлех вĕсен клипĕсене курса киленчĕç.
 
 
: 973, Хаçат: 47 (1191), Категори: Чaваш тeнчи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: