Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Н.И. Егоров профессорпа пирĕн таврари поэтсем пĕр пек шухăшлани çинчен вуласа пĕлтĕмĕр ĕнтĕ "Канаш" хаçатăн 39-мĕш номерĕнче. Çын шухăшĕ вăл чараксăр, вăл аслă Турă шухăшĕпе те тан пулма пултарать, анчах та шухăша пурнăçа кĕртмесен — вăл пушă шухăшах тăрса юлать.
Эпĕ поэт мар, çапах та мана профессорпа кăшт тавлашкалама ирĕк парсамăрччĕ..
Хаçат камшăн, мĕншĕн тухса тăрать? Эпĕ ăнланнă тăрăх, хаçата — халăх хаçатне — («Хыпар», «Канаш», «Сувар») ахаль çыншăн кăлараççĕ, çавăнпа та хаçатăн чĕлхи те ахаль çын чĕлхипе танлашмалла. Хаçат вăл хутпа, кăранташпа тата словарьпе вуламалли «çимĕç» мар. Вĕреннĕ, ăслă пысăк ятсемпе положени çĕнсе илнĕ çынсен ун çинчен манса каймалла мар. Ку çеç те мар, ун пирки хăйсен асăрхаттарса тăмалла. Ку вăл хисеплĕ профессора та пырса тивет. «Канаш» хаçатăн 34-мĕш номерĕнчи Н.И. Егоровăн «Йăлт пушатсах каймастпăр тĕнчене…» (Серте Мишши калашле, «пысăках мар очерк») статйинчи чăвашла-вырăсла словарьсĕр ăнланмалла мар сăмахсен пуххине çырса кăтартам-ха: «хухса пыратпăр», «хиврелетсе», «лĕпĕр сӳнсе ларчĕ», «шăлкăм çумăр лапра ăшне çапса ӳкерчĕ», «сĕмленнĕ», «талккăшĕпе», «тĕпел кукри», «лапра-çĕпре касси», «чĕп асси», «аппăн-тĕппĕн», «шăпăр шăтăкĕ», «вăйăран — вăкăр», «асра-тĕсре пил çине», «ламран лама», «пăхăт-пăхан». Чăваш чĕлхине студентсене вĕрентекен профессор кун пек ĕлĕкхи сăмахсене çеç пĕлмест пуль. Анчах та ку сăмахсен хăйсен вырăнĕ пулмалла. Сăмахран, наукăпа çыхăннă ĕçсенче, хăйпе тан калаçама пултаракан çынсемпе пуплешнĕ чух, тăван чĕлхене шĕкĕлчекен студентсене лекци вуланă чух. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Эволюци текен пулăм хуллен-хуллен чĕлхене самаях улăштарать. Эпир халĕ вырăсла калаçнă чух Пушкин пурăннă вăхăтри чĕлхепе усă курмастпăр вĕт. Чăваш чĕлхине тахçан пирĕн несĕлсем усă курнă сăмахсене кĕртсен юрăхлă-ши вара? Эпир «литературăллă чĕлхе» текелетпĕр те…Чĕлхене шкулта пӳтлĕ вĕрентмесен, кашни чăваш тĕрлĕ çĕрте çуралса ӳссе (вирьял, анатри) тĕрлĕ вырăнта пурăнса пĕр пек чĕлхепе калаçма е çырма пултараять-и-ха? Пултарать, анчах та уншăн нумай тăрăшса вĕренмелле! Ку пĕр енĕ.
Паллă профессор чăваш халăхне сума суманнине, унран кулма тăрăшнине, çитменнине, халăх çине йĕрĕнерех пăхнине ĕлĕкрех те вулама тӳр килнĕ мана. Кунта вăл çакна акă мĕнле вырăнсенче палăрса тăрать: «…Тата ытларах чакса кайрăмăр пуль тесе пăшăрханса пурăнаттăм та — тавах…. сакăр çул хушшинче икçĕр пин чăваша çеç çухатрăмăр», «…наци элити çук…Чăваш халь пуçсăр, чунсăр, хевтесĕр йыш…», «…нисашту та пĕтместпĕр…(чăваш чĕлхинче хытă сасăсем çуккишĕн хальхи ăру айăплă мар», «…Хĕрлĕ пылчăклă çырма тĕпĕнче ларакан «лапра-çĕпре» кассисем…», «…путишле япала…», «…хурлăхлă 1937 çул хыççăн наци культурипе ĕçлеме пачах пăрахнă…». Ман шухăшпа, çак сăмахсен пĕлтерĕшĕ çиелтех выртать, ăна «чăмласа парса çăттарса ямасан» та ăнланма йывăр мар. Ку — иккĕмĕшĕ.
Çамрăк ăрăва патриотла воспитани панă чух Рим империне аркатакансем пирĕн несĕлсем пулнине те, пирĕн мăн асаттесем пĕтĕм Еврази çеçен хирĕсене пин çул хушши хăйсен аллинче тытса тăнине те, пирĕн эрăчченхи 5-мĕш ĕмĕртен тытăнса пирĕн эрăри 5-мĕш ĕмĕрччен вĕсем Тухăçра Пысăк Ханган тăвĕсенчен тытăнса Анăçра Карпат тăвĕсем таран хуçаланнине те малти вырăна лартса мухтанса пырсан тĕрĕс пулать-и-ха? Паллах, çук!
Хамăр хăлăх историйĕ пирки. «Истори вăл — этемлĕх ăс-хакăлĕпе чун-хавалĕн аталану çул йĕрĕ. Пурнăç аталанăвĕ нимрен малтан ăс-хакăлпа чун хавалĕнчен килет», – тет автор. Çырни тăрăх, историпе пурнăç аталанăвĕ пĕр пек килсе тухать. «…Халăх ăс-хакăлĕ — этем историне аталантарса пыракан пĕртен-пĕр хăват…, - тет малалла Н. Егоров. - Этемлĕх пурнăçĕнче пулса иртекен япаласем пурте этем ăс-хакăлĕнчен тĕвĕленсе тухаççĕ». Çак сăмах купине вулакансенчен кам та пулин ăнланса çитерĕ-ши? Эх, мĕскĕн халăх, санпа хăçан пӳтлĕ чĕлхепе калаçма тытăнĕç-ши?!
Вĕçĕнче «Атьăр-ха чăваш тĕнчи йăлт пушанса юличчен халăхăмăра упраса хăварас тесе ырă ĕçсем пуçласа ярар»,- тенĕ сăмахсем кам валли пулнине тем пекех пĕлес килет. Пуçламăшĕнче «Çырав: пĕтĕмлетӳ» тени пур. Кунта çырава тĕпчени, тишкерни паллă мар. Чăваш халăхĕ мĕншĕн çакăн пек серепене кĕрсе ӳкнин сăлтавне ăнлантарса парас тенĕ туйăмсем те курăнмаççĕ. Апла тăк ăна анализ туман. Халăх культури мĕн иккенне уçса паман. Апла тăк ку статья – ахальтен çырнă япала.
 
: 845, Хаçат: 47 (1191), Категори: Харпaр шухaш

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: