Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçенте 1934 çулхи çу (май) уйăхĕн 17-мĕшĕнче çут тĕнчене килсе паянччен тĕпленсе пурăнакан Василий Иванович Мартышкинпа тĕл пулсан чи малтанах: «Пурнăç хакĕ мĕнре-ши?» - тесе ыйтрăм. Вăрçă ачи, Раççей Ĕç ветеранĕ, хут купăсçă, сăмах ăсти: “Çемьеллĕ пулса халăх умне тăма тивĕçлĕ ачасем пăхса çитĕнтернинче», - терĕ. Пуçламăш шкулта çеç пĕлӳ илнĕ çыншăн ку пĕр-пĕр ăсчах хуравĕ тейĕн. Унпа тĕплĕнрех калаçсан пурнăçăн чи Аслă шкулĕнчен ылтăн медальпе вĕренсе тухнă Шурсухалпа паллашнине ăнланса илтĕм.
 
- Çемье тенĕрен, Василий Иванович, Сирĕн аçăр-аннĕр çинчен тытăнар пулĕ. Ача-пăча мĕнле çитĕнесси ытларах вĕсенчен килет.
- Механизатор çемйинче çуралнă, анчах ӳссе çитиничченех аттен çирĕп аллипе сарлака хулпуççийĕ хӳттинче пулаймарăм. Вăл – Иван Фёдорович – Тимĕрçен тăрăхĕнчи «Тимерсянка» ятлă пĕрремĕш колхозăн малтанхи механизато-рĕсенчен пĕри пулнă. 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан броня майĕпе раштав уйăхĕччен колхозра ĕçлерĕ. Çулталăк вĕçĕнче ăна та вăрçа илсе кайрĕç. Аслă Нагаткина çити Александр тетепе (манран тăватă çул аслă) лашапа ăсатрăмăр. Эпĕ ăна урăх курман. Атте танк çинче механик-водитель пулса Курск пĕккинчи çапăçусенче 1943 çулта паттăрла пуçне хунă. Пире анне – Пелагея Васильевна – ура çине тăратнă. Ăна, паллах, тăватă ачана çын çине кăларма питĕ йывăр пулнă. Эпир, аслисем, Нина йăмăкпа Анатолий шăллăма хамăр тĕслĕхпе ĕçе хăнăхтарма тăрăшнă. Эпĕ çăванпа пуçламăш шкула çул сиктере-сиктере пĕтернĕ. Тăваттăмĕш класа 1946 çулта кăна вĕçленĕ. Пулас мăшăрăмпа – Лидия Александровна Разиновапа – çума-çумăн ларса, пĕр-пĕрне чышкаласа, пĕр-пĕринпе виртлешсе вĕреннĕ.
- Хурçă ут çине пĕрремĕш хут хăçан ларнă?
- Вăта Тимĕрçенте МТС (машинасемпе тракторсен станцийĕ) пурччĕ. Унта хĕллехи вăхăтра виçĕ уйăхлăх трактористсен курсĕсем йĕркелетчĕç. Вун çичче кайсан вĕренсе пĕтертĕм те мана кустăрмаллă трактор (ХТЗ) çине лартрĕç. Салтака кайиччен икĕ çул колхоз çĕрĕсене ĕçе кĕртрĕм.
- Салтак тивĕçне ăçта пурнăçларăр?
- И.В.Сталин вилнĕ 1953 çулта, авăн (сентябрь) уйăхĕнче, салтак ячĕ тухрĕ. Виçĕ çул та виçĕ уйăх Азербайджанпа Иран хушшинчи Совет Союзĕн чиккине хӳтĕлерĕмĕр. Сулхăнта аллă градус шăрăх çанталăк. Сăмсаран юн кайма чарăнмасть. Тусен тăрринче шап-шурă юр выртать… «Отличник пограничной службы» кăкăр паллине тивĕçрĕм. Çак наградăпа пенсие кайсан «Раççей Федерацийĕн Ĕç ветеранĕ» ятпа тивĕçтерчĕç.
- Çемье хăçан çавăрнă?b>
- Салтакран 1956 çулта Çĕнĕ çул тĕлне таврăнтăм. Каллех хамăн хурçă ут çине лартăм. Авланма кăштах тĕрекленмелле вĕт-ха. Пӳрт те начар: пĕчĕк те лутра, тăррине улăмпа витнĕ… Килте аннепе Нина пурăнаççĕ. Анатолий Скугареевкăна тракториста вĕренме кайнă. Мункунта маларах асăннă «йĕкĕлтешпе» туй турăмăр. Пурнăç çĕнĕ çăлкуç пек тапма тытăнчĕ.
- Вăрçă хыççăнхи пурнăç çăлкуç пек тапса тăнă пулсан та йывăрлăхĕ мăй таранах пулнă: пĕтĕмĕшпех арканнă çĕршыва ура çине тăратмалла, ял хуçалăхĕнче çĕнĕрен çĕр уçмалла пулнă Çемье те пысăкланса пынă. Çапла-и, Василий Иванович?
- Эпир мĕнле тертленнине çамрăк ăру курмалла ан пултăр. Шанчăкпа пурăннă. Кунран- кун пурнăç улшăнса, лайăхланса пынине туйса тар тăкнă. Туррăмăр пире пĕр хĕр те икĕ ывăл парнелерĕ. Асли – Людмила – Çинкĕл педучилищинчен вĕренсе тухрĕ, куçăмсăр майпа пединститут пĕтерчĕ, паян Чăнлă районĕнчи Анникав шкулĕн директорĕнче (Людмила Васильевна Семёнова) вăй хурать. Иван ывăлăм аслă пĕлӳ илсе Тимĕрçен ял тăрăхĕн администраци пуçлăхĕнче (Иван Васильевич Мартынов)тăрăшать. Унăн хушамачĕ урăхларах пулнипе ан тĕлĕнĕр. Вăл авлансан çак хушамата илчĕ.Сергей ывăлăм аслашшĕпе ашшĕн çулĕпе кайрĕ – В.И.Аппанов ертсе пыракан «Агроснаб-Сервис» пĕрлĕхре механизатор пулса вăй хурать. Пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Сăмах май, манăн пилĕк мăнук. Ачамсем те, мăнуксем те питĕ лайăх паллăсемпе вĕренчĕç-вĕренеççĕ. Аслă тата вăтам пĕлӳллĕ. Мăнукăмсем хушшинче студентсем те, шкулта вĕренекеннисем те пур. Мартышкинсен - Мартыновсен йăхĕ çирĕпленсе те сарăлса пырать. Шел, çак савăнăçпа манпа пĕрле мăшăрăм киленеймест. Вăл 2007 çулта çут тĕнчерен уйрăлчĕ.
- Апла Эсир пĕчченех кун кунлатăр.
- Мĕншĕн пĕчченех, ачамсем, мăнукăмсем тĕп килтен туха пĕлмеççĕ, пулăшсах тăраççĕ.
- Василий Иванович, сывпуллашнă май паянхи калаçăва мĕнле пĕтĕмлетнĕ пулăттăр?
- Чи малтанах – ытти çынсене кирлине тĕпе хурса ĕмĕр ĕмĕрлерĕм темелле. Мăшăрăмпа çур ĕмĕр пĕр-пĕрне сивĕ сăмах каламасăр, ачасене хамăр тĕслĕхпе çын çине кăларма пултарнипе мăнаçланатăп. Эпĕ тĕн çынни. Халĕрех кăна чиркĕве тухса çӳрейместĕп, анчах шухăшăмпа яланах Турăпа пĕрле. Пурнăç тӳнтерле майпа улшăнса пынăшăн пăшăрханатăп. Л.И.Брежнев 1966 çулта Совет Союзĕнчи коммунистсен партине ертсе пыма пуçласан пурнăç лайăхланса пыма тытăнчĕ. Вăл çак тапхăрта çĕршывпа хуçаланнă вăхăта пĕр ӳстермесĕр «коммунизмпа» танлаштарнă пулăттăм: колхозсем тĕрекленме тытăнчĕç, ĕç укçине уйăхсерен илме тытăнтăмăр, ахаль колхозниксем те санаторисенче, кану çурчĕсенче сывлăхĕсене тӳлевсĕрех, патшалăх шутĕнчен, çирĕплетме пултаратчĕç. Пĕр самантра тенĕ пек Совет Союзĕ, эпир тар тăкса тунă çутă пурнăç пушă хăмпă пек патлатса çурăлчĕ. Шел…
Эпир хамăр пурнăçа ирттернĕ темелле. Çамрăк ăрушăн пăшăрханатăп: ĕçкĕлĕх, наркомани… Капла, пенсине - киле килсех параççĕ, Турра шĕкĕр, ачамсен, мăнукăмсен пурнăçĕ пĕр тикĕссĕн иртсе пырать-ха. Мана пăрахмаççĕ, вĕсен хӳттинче хама шанчăклăн туятăп. Юлашки çулсенче «Канаш» хаçата çырăнса илме «манса каятăп». Тепĕр пенси укçипех çырăнма Сире сăмах паратăп. Аван хаçат. Сире ăнăçусем сунатăп.
- Тавтапуç, Василий Иванович, нумай-нумай çул сывă та телейлĕ пурăнăр.
 
 
Чăнлă районĕ,
Анат Тимĕрçен ялĕ.
 
: 637, Хаçат: 47 (1191), Категори: Вăрçă ачисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: