Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Час-часах эпир «шăнтăмăр, чирлерĕмĕр» тенине илтетпĕр. Уйрăмах вĕсем ултавлă кĕр кунĕнче тата хĕлле илтĕнеççĕ. Шăнса пăсăлнă хыççăн амаланнă чирсем вĕсем вырнаçнă анатомири вырăнĕнчен килет. Çӳлтен аялалла: сăмса, пыр (глотка), карланкă (гортань), тип пыр (трахея), бронх. Çавна май чирĕсем те кунашкаллисем пире пырса тивеççĕ: ринит, фарингит, ларингит, трахеит тата бронхит. Чирлесен асапланса сипличчен маларах сыхланмалли ĕçсене пурнăçлани аван.
Паян шăнса пăсăласран сыхлакан ятарлă ĕç-пуç пуххи пирки калаçăпăр. Анчах та унпа ялан усă курсан çех тăтăш чирленине çĕнме пулать. Çавăн пекех сывлав органĕсене çирĕплетмелле, тулаш сывлав ĕçĕ-хĕлне йĕркелемелле. Пĕрремĕш вырăнта организма пиçĕхтерни (закаливание) тăрать. Шăпах çакă çынна пĕчĕк температурăна лекнине тĕрĕс йышăнтарма хăнăхтарать, сывлав тытăмĕн ĕçĕ-хĕлне йĕркелет. Çакă вируслă инфекципе кĕрешме май парать. Организма пиçĕхтерме ачаранах пуçламалла. Профилактика шутне тата ачасене хĕллехи ерекен чирсем аталанас умĕн тăвакан ятарлă вакцина та кĕрет.
Чир-чĕртен сыхлакан ытти меслетсем шутне тата акă мĕн-мĕн кĕрет: çуран утни, чупни, ишни, ятарлă сиплев физкультури, тренажёрсем çинче ĕçлени, ерекен чирсенчен хӳтĕлекен эмелсем ĕçни.
Шăнса пăсăлнинчен сыхланă çĕрти питĕ пĕлтерĕшлĕ сиплев физкультури пирки уйрăм чарăнса тăрас килет. Çак хăнăхтарусем тăтăш чирленинчен пăрĕç. Малтанхи хăнăхтару çапларах пулĕ: çурăм çине выртмалла е пукан çине лармалла, алăсене кăкăр е хырăм çине хумалла та «хырăмпа» сывламалла. Тата тепĕр хăнăхтарăвĕ – çурăм çине выртса пĕр тикĕс сывламалла, сывланă чух алăсене çӳлелле çĕклемелле е тарăннăн сывласа илнĕ чух айккинелле уйăрса ямалла; алăсене аялалла антарнă чухне тарăннăн сывласа кăлармалла. Хăш-пĕр хăнăхтарусене ларса тума пулать. Пукан çине ларăр та сывлăр, тарăннăн сывласа илсе алăсене çӳлелле çĕклĕр те кĕлеткĕре унталла-кунталла пăрăр, сывласа кăларса алăсене аялалла антарăр. Кашни хăнăхтарăва саккăршар хут тăвăр.
Питĕ аван профилактика мелĕ С витамин нумай поливитаминсем ĕçни шутланать. Аскорбин кислоти пĕтĕм организма çирĕплетет. Ăна кунне пĕрер грамм – пĕр-ик хутчен ĕçме юрать. С витамин лимонра, апельсинра, грейпфрутра, мандаринра тата йӳçĕтнĕ купăстара нумай. Ыхрапа (чеснок) сухан шăнса пăсăласран сыхлакан пит кирлĕ, тупма çăмăл апат. Вĕсене тăтăш çиме тăрăшмалла. Уйрăмах паян йĕпе-сапара тата ыттисем çак ерекен чирсемпе чирлеме тытăннă тапхăрта. Сывă пулăр, хăвăра упрăр.
 
: 825, Хаçат: 47 (1191), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: