Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Паллă прозаик, очеркист, кулăш ăсти Степан Степанович Аслан çуралнăранпа чӳк уйăхĕн 18-мĕшĕнче 95 çул çитет. ЧР патшалăх кĕнеке палатинче унăн 19 кĕнеки, 200 ытла калавĕсемпе очеркĕсем, повеçĕсемпе романĕсем, статйисем тата ун çинчен çырнă паха материалсем упранаççĕ.
С.С.Аслан 1917 çулта Канаш районĕнчи Тури Сурăм ялĕнче çуралнă. Шăхасанти колхоз çамрăкĕсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Колхоз почтальонĕнче, Канаш районĕнчи «Социализмшăн» хаçат редакцийĕнче вăй хунă. Çав хушăрах хăй тĕллĕн нумай вĕреннĕ, республикăра тухса тăракан хаçатсене çырса тăнă.
Литературăри ĕçне С.Аслан сăвăсенчен пуçланă. Каярахпа калавсемпе повеçсем хайлама тытăннă. Унăн малтанхи калавĕ «Сăмакка айăкки» 1937 çулта «Сунтал» журналта пичетленнĕ, ăна шкул ачисем вĕренекен «Тăван сăмах» кĕнекене те кĕртнĕ.
1938-1942 çулсенче çыравçă Совет çарĕнче пулнă. Совет салтакĕсемпе командирсен паттăрлăхне «Комков разведчик», «Засадăра», «Гварди капитанĕ Кириллов» очерксенче, «Аслати» повеçре çырса кăтартнă.
50-60-мĕш çулсенче Аслан пултарулăхĕ çӳлерех пусăма çĕкленнĕ. Умлă-хыçлă «Ахрат», «Алла-аллăн», «Хăват», «Сехмет» романĕсем кун çути курнă. Асăннă романсенче автор чăваш халăхĕн çур ĕмĕр тăршшĕнчи кун-çулне сăнласа панă – революцичченхи тата ун хыççăнхи.
Степан Аслан пултарулăхĕ пуян. Унăн калавĕсемпе повеçĕсем, очеркĕсемпе фельетонĕсем «Çул çинчи çутăсем», «Калавсем», «Хам айăплă», «Илемли», «Ял калавĕ» кĕнекесенче пичетленнĕ.
Çыравçă ачасене те манса кайман. «Пулла кайсан», «Павăл савăнăçĕ», «Маруçпа Валерик» хайлавĕсем çамрăк вулакансен асне нумайлăха кĕрсе юлнă.
Сăмах ăсти кулăшла калавсем те сахал мар шăрçаланă. Уйрăмах «Тӳнтер çуха», «Куçа-куçăн» кĕнекисем палăрнă. «Хăйне евĕрлĕ илĕртӳ пурччĕ унăн кулăшĕсенче. Кулăшла калавĕсен хакĕ паян та çухалман писателĕн», - çапла палăртнă чăвашсен паллă çыравçи Г.Ефимов.
С.С.Аслан 1980 çулта пирĕнтен уйрăлса кайнă. Вăл çырса хăварнă произведенисем вара халăхăмăра халĕ те çĕнĕ çитĕнӳсем тума хавхалантараççĕ.
 
: 1194, Хаçат: 47 (1191), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: