Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Каша ялĕн çыннисем Атăл шывĕ çинче пуян купсасен баржисене сĕтĕрекен чăваш бурлакĕсенчен йăхса кайнă.
Ун пирки манăн асатте — Капкух Яккăвĕ — махоркăпа чĕлĕм туртса калаçса ларнине халĕ те астăватăп-ха. Вăл 1861 çулхиччĕ. Атте — 1900 çулхи. Вăл каласа панă тăрăх, çак çынсем: Меняка Караулов, Ивашко Взрыстаев, Тимарко Айтушев, Ахбулетка Ивашково, Тайбулетка Иртуганов – пĕр ушкăнра пулнă. Тепĕр ушкăнра — Бихтермико Енбяков, Кошайко Досаев, Темячко Сукеев, Антипко Тинзибаев, Кайсарка Досаев. Çак çынсем 1648-1649 çулсенче малтан Сĕве хĕррине Кусар тĕмĕ çине вырнаçнă пулнă. Унта вĕсене Сӳнтĕк тутарĕсем пурăнма паман. Ытти ыр сунман çынсем те лăпкă пурăнма кансĕрленĕ. Кашасем язычество тĕнне пăхăнса пурăннă.
Сыхланса юлнă арçын ячĕсем: Уртемей, Эленчук, Сăрнай, Атай, Нютни, Нăйкий, Куний, Ухливан, Капкух, Улайка, Мачий, Пăккăр, Митта, Тяппа, Митуç, Сытул, Мăкăля, Хаморжин тата ытти те.
Хĕрарăм ячĕсенчен: Ваçухха, Паçукка, Аяляна, Каттян, Сăпахха, Маракка, Альтя, Маран, Мараç, Минкке, Улянкка, Кăлапкка, Нянюк, Метине, Тяккан, Çеççук, Кĕмĕлпи, Анаккай тата ытти те.
Каша ял çумĕнчи вырăнсене çынсен ячĕсене хунă: Элекка пахчи, Тӳкерек çырми, Чепчеки çырми, Тайруна кӳлли, Илюк пахчи, Ханкала, Пусак вăрманĕ, Путаш шывĕ, Татьяна кӳлли, Кусар тĕмĕ, Кăттиле çаранĕ, Уресми тĕмĕ, Лĕрккий çырми. 1924 çулта Каша çыннисем Илюк тете пахчинче Учӳк туса ваттисене вăкăр, така пусса пăтă пĕçернĕ, сăра ĕçнĕ. Савăт-сапине: чашăк, йывăç кашăк, тăм чӳлмек кашни хăйпе илсе пымалла пулнă.
Хирти ĕçсем вĕçленсен хĕрарăмсем пĕр-пĕрин патне ларма çӳренĕ. 7-8 хĕрарăм пуçтарăнса ал ĕç тунă: çăм авăрланă, чĕнтĕр çыхнă. Чей ĕçнĕ, калаçнă, юрланă. Эрех-сăрапа аппаланман.
Кашари йывăç шкул 1911 çулта çунса кайнă. Унăн хуралçи Алти Ваçилийĕ пулнă. Вăл киле кайнă вăхăтра шкула вут хыпса илнĕ. 1913 çулта хĕрлĕ кирпĕчрен çĕнĕ шкул туса лартнă. Шкулта Андрей Павлов вĕрентнĕ. Ун хыççăн – 1904-1913 çулсенче — Анна Григорьевна Григорьева. Вăл Чăваш Енрен пулнă. Чĕмпĕр чăваш шкулне пĕтернĕ.
1911-1916 çулсенче шкулта Иван Михайлович Чундеров вăй хунă. 1917-1922 çулсенче — Пелагея Петровна Иванова. Вĕрентӳçĕсен хушшинче Трофим Зоголь тата Маракка Егоровна Горшкова ячĕсем пур. Горшковăна И.Я. Яковлев хăй алă пусса свидетельство панă. Каша ялĕн ĕлĕкхи масарĕ сыхланса юлнă-ха. Унта халĕ масар карти те, хĕресĕсем те çук. Вил тăпри тĕмескисем çеç палăраççĕ. Хĕрессене вăрçă вăхăтĕнче хăш-пĕри касса килĕсене кăмака хутма тиесе кайнă. Хĕрес тĕпĕсем хăш-пĕр тĕлте халĕ те пулмалла. Каша çыннисем хăйсен йăх-тымарĕ выртнă тĕле Çимĕк кунĕсенче халĕ те асăнма çӳреççĕ. Кивĕ масара пуçлаканĕ кам пулнине пĕлместĕп, çĕнĕ масара чи малтан Михеле Матросова пытарнă.
Каша ялĕн кĕске историйĕ, тен, камшăн-тăр усăллă пулĕ тетĕп.
 
: 870, Хаçат: 47 (1191), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: