Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Очерк)
 
Эпĕ хаçатра ĕçлеме пăрахни чылай пулать ĕнтĕ. Тахçанах тивĕçлĕ канăва тухнă. Хăнăхнипе-и, тĕрлĕ çулхи палланă ентешсем час-часах тĕл пулса пурнăçри пăтăрмахсем çинчен каласа кăтартса кăмăлĕсене пусăрăнтараççĕ. Тепĕр чухне ку çеç те мар, хăйсен çăмăл мар шăписем çинчен хаçата çырса пĕлтерме тархаслаççĕ.
Нумаях пулмасть акă каç кӳлĕм киле таврăннă чух кивĕрех хура костюм тăхăннă, аллине пысăк мар хутаç тытнă лутра ӳт-пӳллĕ, çулланнă арçын кĕтсе илчĕ. Хамăрьял. Хушамачĕ Аюгов. Ухтер ачи. Ятне астусах каймастăп. Чăвашкассинчи тĕне кĕмен чăвашсем пурте тенĕ пек икĕ ятпа çӳреççĕ. Килтисем вĕсене авалхи ятпа чĕнеççĕ, хут çинчи ятне кам мĕнле пĕлет, çапла çыртарать. Кĕтмен хăна куннехинче вырăсла ятне астутарчĕ: Анатолий.
Палласса эпĕ ăна ачаранпах паллаттăм-ха. Сăнран пичĕ халĕ те улшăнсах кайман. Шутласан çулĕсем самаях пухăннă ĕнтĕ.
- Вăтăр пиллĕкмĕш çулхи, - терĕ çулне хăех аса илтерсе.
Эппин, 77 çула çитнĕ вăрçă ачи. Сăнĕпе çамрăкрах та курăнать-ха.
- Пире Мария Михайловна Бикмендеева вĕрентнĕ, - терĕ вăл малалла. – Паян эпĕ ун патĕнче пултăм. Нумайччен калаçса лартăмăр. Хаçата çырма сан пата вăл ячĕ. Акă хучĕ.
Çак сăмахсем хыççăн ентеш ятлă-сумлă ватă учительница, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ кĕскен çырнă хут таткине тыттарчĕ.
«Анатолий Фёдорович!
Ман пата ман ученик Анатолий Ухтиярович Аюгов килчĕ. Хăй çинчен хаçата çырса пĕлтересшĕн. Эпĕ ăна Сирĕнпе курса калаçма канаш патăм», - тесе çырать Мария Михайловна.
- Вăтăрмĕш çулсенче манăн аттене «кулак» тесе айăпланă, - каласа кăтартрĕ хăй çинчен ентешĕм. – Эпир пысăк çемьере ӳснĕ. Ир тăлăха юлнă. Анне вилсен атте тепĕр хут авланнă. Çапла вара пире амаçури анне пăхса ӳстернĕ. Атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă хыççăнах фронта тухса кайнă. 1942 çулхи март уйăхĕнче вăл хыпарсăр çухални çинчен хут килчĕ. Епле йывăр пулсан та ӳссе çынна тухрăмăр. Шел, çулсем хăйсеннех тăваççĕ. Тăвансенчен халĕ пĕччен тăрса юлтăм.
Арбузовка ялĕнче тĕпленсе пурăнатăп. Пилĕк çул каярах мăшăрăм çĕре кĕчĕ. Унпа ултă ача пăхса ӳстертĕмĕр: икĕ ывăл, тăватă хĕр. Асли, Юркка, Телешовкăна, ун хыççăнхи, Виктор, хам пурăнакан Арбузовкăнах уйрăлса тухрĕç. Аслă хĕр Лида Ульяновск çывăхĕнчи Арски ялĕнче пурăнать. Вăл унта качча кайса вырнаçрĕ. Тепĕр хĕр, Галя, кӳршĕри Телешовкăра медсестрара ĕçлет. Наташа Будённовка посёлокне кайса çемье çавăрчĕ. Кĕçĕн хĕр, Марина, сахăр заводĕнче ĕçлет. Унти общежитире пурăнать. Ачасен çитмен пурнăçне пенси укçипе саплаштаратăп. Вăт çапла. Халĕ акă аттен таса ятне тавăрассишĕн ĕç çӳрететĕп. Судсем тăрăх самаях чупрăм. Татах чĕнтереççĕ-ха…
Кĕтмен хăна хутаçĕнче шыраса судсенче пăхса тухнă хутсене кăтартрĕ. Эпĕ вĕсемпе паллашма килĕшрĕм. Пирĕн пĕтĕм обществăна аса илсе çаплах пăлхантарса калаçтаракан вăтăрмĕш çулсенчи хресченсен синкер шăпине тишкерсе хак пама. Çавна май, тен, чăнах та вулакансене манăн ентешĕн çăмăл мар кун-çулĕ те кăсăклантарĕ-и?
«Кулак» тени мĕн вăл? Мĕнле сăлтава пула ялсенчи хресченсем хире-хирĕçле икĕ ушкăна пайланса кайнă? Ку чухнехи çамрăксем ăна-кăна пĕлмессе те пултараççĕ вĕт-ха. Çавна май кăштах пичетре вуласа пĕлнине аса илтерни те вырăнлă пулассăн туйăнать.
1930 çулхи январĕн 30-мĕшĕнче ВКП(б) Тĕп Комитечĕ кулаксене тĕп тумалли мероприятисем çинчен постановлени йышăнать. Тĕреклĕ пурăнакан хресчен хуçалăхĕсене тустарасси çавăнтан пуçланса кайнă. Халĕ пĕрисем ăна – хресченсене хирĕç пуçланă вăрçă, теприсем – колхоза пĕрлешекенсене хирĕç кулаксем пуçарса янă террора путлантарса лартни теççĕ. Хресченсене пĕр хуçалăха пĕрлештересси чăннипех те кăткăс лару-тăрура пулса иртнĕ. Кулаксене виçĕ ушкăна уйăрнă: пĕрисем – Совет влаçне хирĕç уççăнах кĕрешекенсем пулнă, вĕсем чăнах та пăлхавсем хатĕрленĕ, активистсене вĕлернĕ, иккĕмĕшĕсем малтанхисен хутне кĕрсе вăрттăн сăтăрла ĕçсем тунă, виççĕмĕшсем – ытти тĕреклĕ хуçалăхсем. (Сăмахран, 1927 çулта кăна кулаксем коммунистсене, совет служащийĕсене, милици работникĕсене, учительсене 901 çынна вĕлернĕ. 1928 çулхи çичĕ уйăх хушшинче вара 1049 çыннăн пурнăçне татнă. Кун пек тĕслĕхсем пирĕн тăрăхра та пулнă.)
Террорист кулаксене хирĕç кĕрешме «тройкăсем» тунă, унта парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕсем, райĕçтăвком председателĕсем тата ГПУ уполномоченнăйĕсем кĕнĕ. Пăлхав йĕркелекенсене, çын вĕлерекенсене ГПУ органĕсене панă, иккĕмĕш ушкăнри кулаксене хуçалăхсене туртса илсе Çĕпĕр тăрăхне янă, виççĕмĕшсене çывăх вырăнсене куçарса вĕсен прависене туртса илнĕ, профсоюза та йышăнман. Çав вăхăтрах кулаксенчен налук пухман, çула çитнĕ ывăлĕсене çара илмен. 1933 çултанпа граждан прависене тавăрма пуçланă. Пирĕн районта та çавнашкал Кулак посёлокĕ пурччĕ. Асăннă постановленипе килĕшӳллĕн 1930-1932 çулсенче кулаксен шутне кĕртнĕ икĕ миллион çынна тата вĕсен çемйисене, пурĕ 400 пин çемьене (ку вăл çĕршыври халăх йышĕн икĕ проценчĕ шутланнă), тăван вырăнтан аякка ăсатнă.
Халĕ пĕлĕш хăварнă документсене пăхса тухăпăр. Ухтияр (чăвашла Ухтер) Туктарович Аюгов 1904 çулта çуралнă. Унăн ашшĕ 40 теçеттин çĕр, çил арманĕ, аптиркке тытса тăнă, икĕ тарçă тытса ĕçлеттернĕ. Хуçалăхĕнче пилĕк лаша, тăватă ĕне усранă. 1918 çулта Чапан пăлхавне хутшăннă. 1921 çулта çĕре кĕнĕ. Хăй хыççăн икĕ ывăлне - 17 çулхи Ухтерпе 20 çулхи Эхтюна тăлăха хăварнă. 1924 çулта Ухтер амăшĕпе шăллĕнчен уйрăлса тухнă. Ашшĕн харпăрлăхĕ ун çинче юлнă. Çапла вара вăл «кулак ачи» пулса тăнă. 1930 çулта колхоза кĕнĕ. Арманĕпе аптирккине, хăш-пĕр япалине туртса илнĕ. Ашшĕ хыççăн лартнă çуртне тĕкĕнмен. Часах пĕрлешӳллĕ хуçалăха сăтăр кӳнĕ тесе ăна колхозран кăларнă. (Пĕр лаша вĕлернĕ, тепĕрне сусăрлатнă тенĕ.) Судпа айăпламан. Туртса илнĕ прависене 1935 çулта каялла тавăрнă. Калиме мăшăрĕпе тăватă ывăл, пĕр хĕр пăхса ӳстернĕ. Чи кĕçĕнни, ман пата килни, Анатолий, 1935 çулта çуралнă. Мăшăрĕ 1988 çулта вилсе кайсан Ухтер тепĕр хут авланнă. Тăлăхсене амаçури амăшĕ Уçтине пăхса ӳстернĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Ухтере çийĕнчех çара илнĕ. 1942 çулхи март уйăхĕнче Смоленск таврашĕнче вăл хыпарсăр çухалнă.
Ӳссе çитсен Анатолий пиччĕшĕсемпе аппăшĕ пекех колхозра ĕçленĕ, кĕтӳ кĕтнĕ. Çитĕнерехпе Ростов облаçĕнчи Шахты хулине вербовкăпа кайнă, унта каменщик специальноçне алла илнĕ. Стройкăра пĕрле ĕçленĕ Пухтел хĕрне Клавдие юратса качча илнĕ. Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă хыççăн тăван ене таврăнать. Шăпах çав çулсенче Чăнлă рабочи посёлокĕнче сахăр завочĕ, çурт-йĕр тăвас ĕç сарăлса кайнă. Унта чăваш ачин ĕçчен алли шăпах вырăнлă пулнă. Вăл вара Телешовка ялĕнче хваттере вырнаçса стройкăра сахăр завочĕн корпусĕсене, çурт-йĕр купалать. Çемье хушăнса пынă май çывăхри Арбузовка ялĕнче çурт туса лартать.
Хаяр вăрçă çулĕсенче çухалнă ашшĕн вилтăприне шыраса тупать. Ăна Смолненск тăрăхĕнчи Соловьёво ялĕнчи масара пытарнă пулнă. Унта Юра ывăлĕпе кайса пĕрлехи палăк айне тăван ял тăприне хурать.
Чăвашкассине илес пулсан унта Совет влаçне хирĕç курайманла кĕрешнĕ кулаксем пулман та темелле. Икĕ çил арман хуçи çинчен аса илетчĕç ваттисем. Пĕри Ухтер арманĕ пулнă ĕнтĕ. Арманĕсем Аслă вăрçă хыççăн та ĕçлетчĕç-ха, ял халăхне пысăк усă кӳретчĕç. Арманçăра та ĕлĕкхи хуçисен тăхăмĕсемех тăрăшатчĕç. Колхоз правленийĕ «Илпек çуртне» вырнаçнăччĕ. Кил хуçипе çемйине ăсатнă тетчĕç. Пĕр ывăлĕ, Имет, колхозри тимĕрçĕ лаççинче тăрăшатчĕ. Ăна ялти чи вăйлă çын – ял паттăрĕ тетчĕç. Имет Смоленск облаçĕнчи Велиж хулине сыхланă чух паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Ун çинчен эпĕ «Йывăç велосипед» ятлă пĕчĕк поэма та çырса пичетленĕччĕ.
Çапла. Сăлтавсăр «кулак» ят илсе айăпланисенчен чылайăшĕ хăйсен таса ятне Тăван çĕршывшăн юн тăкса тавăрнă.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 1080, Хаçат: 47 (1191), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: