Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çурла уйăхĕн варринче Çĕнĕ Ульяновскра пурăнакансем Хула кунне анлă паллă тунă. Унта тĕпленсе пурăнакан ентешсем те аякра тăман. Вырăнти наципе культура автономин ертӳçи Зоя Рейтер тăрăшнипе чăвашсем чун каниччен савăннă.
Зоя Михайловна уява Ульяновскри Чăваш культура центрĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Илем» ушкăн (ертӳçи А. Чурбанов) артисчĕсене чĕнсе илнĕ. Унăн аппăшĕ Раиса Куракина хăнасене сăйлама кăпăклă сăра вĕретсе тухнă. Уява йĕркелекенсене автономи ĕçтăвкомĕн хастарĕсем те пулăшнă: сăра ĕçтернĕ, килтен пĕçерсе килнĕ кукăль-пӳремеч таврашĕпе сăйланă.
Ленин лапамĕнче вырнаçтарнă сцена юрă-ташăпа кĕрлесе тăнă. Курма килнисем «Илем» юрă ушкăнне питĕ ăшшăн йышăннă, артистсем шăрантаракан кĕвĕ-çемĕпе ташша çаптарнă, уявра савăнма май туса панăшăн чĕререн тав тунă.
 
: 763, Хаçат: 36 (1128), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: