Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Европăри çăмăл атлетикăн ассоциацийĕн Бухарестра иртнĕ ларăвĕ 2014 тата 2015 çулта çăмăл атлетика енĕпе Европăри командăсен чемпионатне ирттерме тивĕç хуласене палăртнă.
Европа ăмăртăвне ирттерме кăмăл тунисен йышĕнче 9 хула пулнă. Германири Брауншвейг ыттисенчен пур енĕпе те вăйлăрах пулнă, ăмăртăва 2014 çулта ирттерме çĕнсе илнĕ. Шупашкар та унран кая маррине кăтартса панă. 2015 çулта çăмăл атлетика енĕпе Европăри командăсен чемпионатне ирттерме тивĕç пулнă.
Республика умĕнчи паянхи тĕллев — чемпионата хатĕрленесси. Европăн çăмăл атлетика пĕрлешĕвĕн членĕсем пĕр саслăн пулса Шупашкар хули чемпионат ирттерме тивĕçлине пĕлтернĕ пулин те тумалли сахал мар-ха. Çитменлĕхсенчен пĕри — хулан Европăпа тӳрремĕн çыхăну çукки. Шупашкар аэропорчĕ ыттисенчен кая мар пулин те çак ыйтăва татса пама çăмăлах мар. Çавăнпа 2015 çулта Мускавпа Хусана çӳрекен автобуссен хушма маршручĕсене йĕркелеме палăртаççĕ. Тепĕр чăрмав — спортсменсемпе курма килекенсене вырнаçтарма Хăна çурчĕсем сахалли. Малтан палăртнă тăрăх, ăмăрту ирттернĕ чухне чылай çын пулĕ: çăмăл атлетсен йышĕнчех кашни ушкăнра 25 хĕрарăмпа 25 арçын пулмалла, журналистсемех 500 яхăн. Ку енĕпе халех ĕçлеме тытăннă: хулара çĕнĕ пысăк çурт çĕкленет. Çăмăл атлетика пĕрлешĕвĕн членĕсем çулла Шупашкарпа паллашма килсен стадионсене ырланă пулин те хула пуçлăхĕсем вĕсене хăтлăрах тума шантараççĕ.
Чемпионата хатĕрленсе хулара мĕнлерех спорт керменĕсем тумаллине палăртнă. Çак ĕç пуçланнă теме те юрать: Афанасьев урамĕнче маунтинбайк центрне тума пикеннĕ, çитес вăхăтра физкультурăпа спорт комплексĕн строительстви пуçланмалла. Пăр керменĕ те çитес çулта спорта юратакансене йышăнĕ, «Атăл» стадиона çĕнетĕç.
Чемпионатăн хăйĕн логотипĕпе талисманĕ те пулĕ, вĕсене конкурс ирттерсе çирĕплетĕç.
 
: 747, Хаçат: 47 (1191), Категори: спорт

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: