Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Чӳк уйăхĕн юлашки вырсарникунĕ – Анне кунĕ. Çак чаплă уяв умĕн Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр облаçри чи тивĕçлĕ çемьесене хисеплĕ паллăсемпе, медальсемпе тата Тав çырăвĕсемпе чысланă.
-Анне кунĕ – чи ăшă та çутă уявсенчен пĕри. Пирĕн облаçра нумай ачаллă 5 пин те 500 çемье. Вĕсенче 18 пин те 500 ача ӳсет. Çак çемьесене пулăшу парассине малашне ӳстерсех пырăпăр. Планра – тăваттăмĕш ача çуратакансене хваттер туянма пĕр миллион тенкĕ уйăрса парасси. 2012 çулта ачаллă çемьесене пулăшма область правительстви 400 миллион тенкĕ ытла тăкакланă пулсан 2013 çулта çак тĕллевсене 500 миллион тенкĕ ытла уйăрнă, - тенĕ кĕпĕрнаттăр.
Регионта çемьесемпе амăшĕ пулнă хĕрарăмсене социаллă пулăшу чылай параççĕ. Кашни ача çуралмассерен укçа хушăнать – аллă пинрен тытăнса çичçĕр пин таран. Программа ĕçлеме тытăннăранпа 8419 çемье сертификат илнĕ.
2011 çултанпа нумай ачаллă çемьесене çурт тума çĕр уйăраççĕ. Хальлĕхе 500 ытла çемье çĕре хăй пурлăхне куçарнă, 600 çемье черетре тăрать.
Сергей Морозов I тата III пусăмлă «Материнская слава» Хисеп паллипе вунă амăшне, «За веру и добродетель» паллăпа Сăр районĕнчи Тамара Шишкаревана, Ульяновск облаçĕн Хисеп медалĕпе Натальйăпа Николай Руссковсене наградăланă. Çичĕ çынна кĕпĕрнаттăрăн Тав çырăвĕпе паллă тунă.
Потребительсен карçинкки улшăннă
Патшалăх Думинче «О потребительской корзине в целом по РФ» саккун йышăннă. Вăл 2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче ĕçе кĕрĕ. Потребительсен карçинккине пилĕк çула çирĕплетнĕ. Ку хутĕнче улшăнусем пур.
Унччен карçинккара çулталăкра пĕр çынна миçе кĕпе-йĕм кирлине кăтартнă пулсан халĕ вĕсен шутне пурăнмалли апат-çимĕçĕн минимумĕпе шайлаштарнă. Вăл карçинккан 50 процентне йышăнать.
Чи кирлĕ апат-çимĕç пуххинче те çĕнĕлĕхсем пур. Çупа тата углеводпа пуян çимĕçсен (çăкăр, çĕр улми, çу тата маргарин) калăпăшне чакарнă.
Малашне ĕçлеме пултаракан çыннăн кулленхи карçинккине 360 г çăкăр (вăл шутра кĕрпесем те), 270 г çĕр улми, 165 г улма-çырла, 300 г пахча çимĕç, 160 г аш тата 50 г пулă кĕрет. Вăй питти çынсен карçинкки 3,2 процент ӳснĕ, халĕ вăл 7108 тенкĕ. Пенсионерсен — 5447 тенкĕ (8 процент ӳснĕ). Ачасен – 6407 тенкĕ (4,1 процент ӳснĕ).
Налукран хăтарĕç
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр сĕнĕвĕпе РФ Патшалăх Думи РФ налук кодексне улшăну кĕртнĕ. Унпа килĕшӳллĕн çĕр илнĕ нумай ачаллă çемьесене малашне çĕр налукĕнчен хăтараççĕ.
Хальхи саккунпа вара тӳлевсĕр çĕр илнĕ граждансен патшалăха 13 процент налук тӳлемелле. Çак сумма хăш-пĕр тĕлте самаях пысăк пулма пултарать. Нумай ачаллă çемьесене социаллă пулăшу парас тĕллевпе Сергей Морозов Патшалăх Думине налук саккунне улшăнусем кĕртме ыйтса çыру янă. Чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче депутатсем пĕр шухăшлă пулса саккунри улшăнăва çирĕплетнĕ.
 
: 953, Хаçат: 48 (1192), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: