Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Çĕршыва çирĕм çичĕ çул сыхланă. Тивĕçлĕ канăва кайнăранпа мирлĕ пурнăçра çирĕм сакăр çул вăй хурать. «СССР Хĕç-пăшаллă вăйĕсенче Тăван çĕршывшăн питĕ лайăх вăй хунăшăн» медальсене (1,2,3 степеньсем) тата çĕршывăн ултă пысăк наградине тивĕçнĕ Морозкин майор – СССР Хĕç-пăшаллă вăйĕсен ветеранĕ – юлашки виçĕ çул Ульяновскри «Земляничная поляна» ача пахчин туприне сыхлать.
 
Ăрăмçă
Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи Чакăлтăм ялĕнче тĕпленсе пурăнакан Евдокия Андреевнапа Маркел Степанович Морозкинсен 1937 çулхи чӳк (ноябрь) уйăхĕн 30-мĕшĕнче пĕрремĕш ачи – Маркел – çуралсанах (ун хыççăн Манвелпа Винуля çут тĕнчене килеççĕ) кил хуçи: «Ку ача çар çынни пулать!» - тесе палăртса хурать.
Сăмах май, Маркел Морозкин Аслă вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех çĕршыва сыхлама тухса каять. Калинин тата Новгород облаçĕсен сăртлăхĕнчи Селигер кӳллĕн тавралăхĕнче вырнаçнă Пĕрремĕш ударлă çар йĕлтĕрçисен батольонĕн штаб çыруçи тăшманпа çапăçса Отечественнăй вăрçă тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсене, тĕрлĕ медальсене тивĕçсе 1942 çулхи ака (апрель) уйăхĕнче тăван ялне хăрах алăпа таврăнать. Вăрçă хыççăн арканса юлнă ял хуçалăхне ура çине тăратнă вăхăтра колхоза ертсе пырать, ял Совечĕн председателĕнче, сысна фермин заведующийĕнче вăй хурать. Мăшăрĕ те ял хĕрарăмĕсемшĕн тĕслĕх пулса тивĕçлĕ канăва кайичченех Кивĕ Пăрăнтăкри тата Кăнна Кушкинчи çу завочĕсене лашапа сĕт турттарать.
Ăрăмçă ашшĕ пĕрремĕш ачин пуласлăхне малтанах палăртса хуни чăннипех пурнăçланать…
 
Çар çынни тĕк – çар çынни…
Вăтам паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракан Маркел Морозкин 1949-1955 çулсенче Чакăлтăмра пуçламăш, Кивĕ Пăрăнтăкра вăтам пĕлӳ илет. Çар çынни – офицер – пулас туртăм çамрăк чĕринчен тухмасть. Палăртса хăвармалла, вăл çак çулсенче И.Я.Яковлев çинчен нимĕн те илтмест. Паян ентешĕмĕре уйрăмах чăваш халăхне çутта кăларас ĕçре пĕтĕм тĕнче историне кĕрсе юлнă Патриархăмăр вĕреннĕ шкулта ун ячĕпе нимĕнле ĕç те илсе пыманни тĕлĕнтерет.
Каччă вăтам шкул пĕтерсенех колхоз лашисене пăхать.
1956 çулхи çурла (август) уйăхĕнче салтак ячĕ тухать. Ăна арçын шăпи Сахалин облаçĕн Корсаков районĕнчи Соловьёвкăра вырнаçнă Верховнăй командованин артиллери бригадине çитерет: 152 миллиметр калибрлă гаубицăсен батарейĕнче пĕр çул взвод управленийĕн сăнавçă-разведчикĕ пулать. Каччă шкул çулĕсенчех ĕмĕтленнĕ тĕллевне пурнăçлас шухăшпа 1957-1960 çулсенче Хабаровскри артиллери училищинче çар пĕлĕвĕ илет. Питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă лейтенанта Балтика çар округĕнчи Калининградра вырнаçнă артиллери взвочĕн командирне çирĕплетеççĕ.
1962 çулта çамрăк офицера пĕрремĕш хут çар отпускне яраççĕ. Морозкин лейтенант Чакăлтăма таврăнать.
 
Ах, юрату, юрату…
Ку туйăмпа пикесем «хытăрах чирленипе» çамрăк офицерăн пулас мăшăрĕ, савнийĕ – Валентина Прохоровна Михайлова - çинче чарăнса тăни вырăнлă. Хăйне сăмах парар-ха.
- Эпир Маркелпа 1959 çултах паллашнă. Эпĕ Тутарстанри Пăва районне кĕрекен Кивĕ Мертлĕре 1939 çулхи ака (апрель) уйăхĕн 17-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. 1946-1956 çулсенче ялта, Элшелĕнче, Кивĕ Пăрăнтăкра 4,7,10 класс пĕтертĕм. Виçĕ çул колхозра вăй хунă хыççăн – 1959 çулта – Хусанти саккăрмĕш техника училищинче повара вĕренме кĕтĕм. Манăн анне те апат-çимĕç пĕçерме питĕ маçтăрччĕ. Училищĕне 1961 çулта питĕ лайăх паллăсемпе пĕтертĕм те иккĕмĕш категориллĕ специалист пулса тăтăм. Пĕр çул Хусантах хамăн маçтăрлăха туптарăм. Маркел 1962 çулта отпуска таврăнчĕ те – хамăр юратăва саккунлатма шутларăмăр. Çапла майпа офицер мăшăрĕ пулса тăтăм. Пирĕн вăхăтра офицер арăмĕ пулма нумай пике ĕмĕтленнĕ. Анчах пĕр-пĕрне юратса. Ахальтен пурнăç çулĕпе хăв суйласа илнĕ çынпа алла-аллăн тытăнса утма май çук, - каласа парать Валентина Прохоровна.
Морозкинсен пурнăçĕн тĕп тапхăрĕсем
Тин çеç чăмăртаннă çемьере 1963 çулта пĕрремĕш ача – Лариса – çуралать.
1965 çулта Маркел Морозкин Пензăри аслă çар пĕлĕвĕ паракан артиллери инженерĕсен училищине вĕренме кĕрет. Вĕренсе пĕтериччен çемьере 1966 çулта ывăл – Игорь – çуралать. 1970 çулта артиллери çарĕн инженер-механикне аслă лейтенантран капитана куçарса Забайкалье çар округне яраççĕ. Улан-Удэпе Китай хушшинчи чикĕ таврашĕнче вырнаçнă Кяхта хулинче пилĕк çул танк полкĕн артиллери хĕç-пăшалĕн начальникĕ пулать. 1975 çулта Морозкинсем Германие - Эльба юхан шывĕ хĕрринче вырнаçнă Риза хулинчи совет çарĕсен ушкăнĕн танк полкне – куçаççĕ. Унччен пĕр çул маларах майор званине тивĕçнĕ ентешĕмĕр кунта хăй должноçĕнчех хĕсметре тăрать. 1980 çулта Морозкинсене пурнăç шăпи Киев çар округне илсе çитерет. Майор Черкесск облаçĕнчи Смела хулинче вырнаçнă танк полкĕнче должноçпа çирĕплетнĕ тивĕçне пурнăçлама тытăнать.Çак тапхăрсенче Валентина Прохоровна çар столовăйĕсенче вăй хурса салтаксемпе офицерсене апат-çимĕç пĕçерсе тăрантарать.
1984 çултанпа Морозкин майор - çар пенсионерĕ, саппасри офицер тата СССР Хĕç-пăшаллă вăйĕсен ветеранĕ.
Тăван тăрăхри пурнăç
1985 çулта çемье Ульяновска куçса килет.
Çук, ĕçсĕр лараймасть майор, тӳрех ĕçе пуçăнать: хими заводĕнче – кадрсен пайĕн ĕçченĕ, 1433-мĕш автоколоннăра – çынсене пĕр-пĕр ĕçе анлăн явăçтаракан, автозаводра – техника тĕрĕслев уйрăмĕн маçтăрĕ, механика заводĕнче (20 çул!) – çар хуралĕн ушкăнĕнче, юлашки виçĕ çулта (паянччен) – «Земляничная поляна» ача-пахчин хуралĕнче. Пурĕ 28 çул!
Улмисем йывăççинчен аякка ӳкмеççĕ
Лариса Украинăра педагогика институтне пĕтернĕ те паян Ульяновскри лингвистика гимназийĕнче 27-мĕш çул пуçламăш классене вĕрентет.
Унăн пĕрремĕш хĕрĕ – Оля – амăш ĕçлекен гимназирен питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă та Финляндире аслă пĕлӳ илет. Тепĕр хĕрĕ – Анна – асăннă гимназирен питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухать. Ульяновскри политехника институтĕнче лингвистика факультетне пĕтерет. Вăл – вĕренме пулăшса пыраканра (репетитор) вăй хурать. Унăн Лиза ятлă хĕрпĕрчи çитĕнет.
Игорь ашшĕ ĕçне малалла тăсса Украинăри Сумы хулинче çар артиллери училищинче аслă пĕлӳ илет. Камчаткăра 20 çул çар хĕсметĕнче тăрать. Вăл та саппасри майор. Унăн хĕрĕ – Нина – университетра финанс тытăмĕн ĕçченĕ пулма хатĕрленет.
Морозкинсем хăйсен пурнăçне ăшăтса илем кӳрекенсемпе - ачисемпе, мăнукĕсемпе – чăннипех те мухтанма пултараççĕ.
Хыçсăмах
Морозкинсем: «Хамăр мĕнле, ачамăрсем те çаплах пуль», - теççĕ.
Валентина Прохоровна:
- Çар çыннин мăшăрĕ пулса, ун хыççăн декабристсен арăмĕсем евĕр «йĕппи ăçта – çиппи çавăнта» тенĕ пек чикансен пурнăçĕпе пурăнса ĕмĕре ирттерме питĕ йывăр. Çак йывăрлăхсене пĕр-пĕрне чĕререн юратни, шанни, чăтни çеç çĕнтерме пултарать. Пирĕн пурнăçра çавăн пек пулса тухрĕ те. Мăшăрăмпа 50 çул пĕрле пурнăç сукмакĕпе утатпăр. Ыран вăл 75 çул тултарать. Малашне те сывлăхпа, телейлĕ пурнăçпа кун кунласчĕ. Çапла пултăр тесе Турăран ыйтатăп, Ăна тав тăватăп.
Маркел Маркелович:
- Эпĕ паян та хама чăн-чăн коммунист тесе шутлатăп. Совет Союзĕн правительствине, коммунистсен партине мана вĕрентсе çĕршыва юрăхлă çын пулма майсем туса панăшăн чĕререн тав тăватăп. Паянхи Раççей Çарĕ те тĕнче шайĕнче улăпла курăнса тăнăшăн питĕ савăнатăп. Çак пулăмра пирĕн вăхăтри çарсен вăй-хăвачĕпе тĕрекĕн пайĕ те пулнипе мăнаçланатăп.
 
Ульяновск хули.
 
: 940, Хаçат: 48 (1192), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: