Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чӳк уйăхĕн 22-мĕшĕнче Ульяновскри учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институтра облаçри нацисен чĕлхисене вĕрентекенсен анлă конференцийĕ иртрĕ. Унăн теми — «Этнокультурная образовательная среда как ресурс регионального развития». Конференцие Чăваш, Тутар тата Мордва Республикисенчи вĕренӳ министерствисен çыннисем, вĕренӳ институчĕсен преподавателĕсем, обществăлла юхăмсен ертӳçисем, конкурссенче палăрнă вĕрентӳçĕсем килсе çитнĕ.
Конференцие йĕркелекенсем: облаçри вĕренӳ министерстви, учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институт тата наципе культура автономийĕсем. Институт вăйĕпе конференци тĕлне вĕрентӳпе методика кĕнекине кăларнă. Редакци ушкăнне институтăн проректорĕ С.В. Данилов, наци вĕрентĕвĕн ыйтăвĕсен кафедрин методисчĕсем: В.А. Архипова тата Н.С.Нурмухамедова, облаçри вĕренӳ министерствин тĕп специалисчĕ Ф.Т. Улендеева хутшăннă.
Унта вĕрентӳçĕсем секци ĕçĕнче тунă докладсем те кĕнĕ.
Пĕрлехи лару
Пĕрлехи лару ĕçне облаçри вĕренӳ министрĕн çумĕ Оксана Лиллепо ертсе пычĕ.
Пухăннисен умĕнче облаçри вĕренӳ министерствин тĕп специалисчĕ Ф.Т. Улендеева, Ульяновскри учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институтăн проректорĕ С.В. Данилов, Тутарстанри вĕренӳ министерствин тĕп консультанчĕ Л.Р. Салихова, Чăваш Республикинчи вĕренӳ институчĕн чăваш филологи тата этнокультура вĕрентĕвĕн кафедрин ертӳçи Ю.М. Виноградов, Мордва халăхĕн регионсен хушшинчи обществăлла юхăмĕн ертӳçин çумĕ И.И. Карпов анлă докладсем турĕç.
Федосия Улендеева облаçри вырăс мар халăхсен ачисене нацисен чĕлхипе культурине вĕрентес ĕç мĕнле пыни çинчен каласа пачĕ.
-Пирĕн облаçра кашни наци çынни хăйне аван туять. Кашнин тăван чĕлхене вĕренме ирĕк пур. Тутар чĕлхине 191 шкулта — 6 пин ача, чăваш чĕлхине 137 шкулта — 2 717, мордва чĕлхине 64 шкулта — 1322, нимĕç чĕлхине тăван чĕлхе пек 3 шкулта — 199 ача вĕренет. Димитровградри 22 тата 91-мĕш, Ульяновскри 19, 55, 64, 20, 35, 56, 111, 233-мĕш шкулсене эпир тĕслĕхлисем теме пултаратпăр. Кунти ĕç опычĕпе паллашма облаçри шкулсенчен кăна мар, ытти регионсенчен те килеççĕ. Çĕнĕ хулари 64-мĕш шкулта эрмен, еврей, венгр тата ытти халăхсен çыннисем те пулса курнă.
Чĕлхепе культурăна вĕрентес ĕçре Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр пулăшăвне туятпăр. Кварталта пĕр хут кĕпĕрнаттăр пирĕн ыйтусене пăхса тухать, çивĕч ыйтусене татса пама пулăшать», - терĕ Федосия Тимофеевна. Унтан вăл чи пултаруллă вĕрентӳçĕсен ячĕсене асăнса хăварчĕ: Н. Сайгушева, С. Яковлева, Л. Ярославская, В. Киргизова, О. Михайлова, А. Саранцева, Н. Осипова, Е.Краснова, В. Прохорова, С. Марышева, Л. Иванова.
Тĕрлĕ регионсенчен килнĕ хăнасен доклачĕсене те итлеме кăмăллă пулчĕ. Чăваш Республикинчи вĕренӳ институчĕн чăваш филологийĕпе этнокультура кафедрин тата лабораторийĕн ертӳçи, филологи наукисен кандидачĕ Юрий Виноградов каланă тăрăх, конференцие вĕсем кафедрипех килнĕ. Вăл ӳсĕмсемпе умри тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ.
-Эпир кăçал пĕрремĕш хут чăваш чĕлхипе 11-мĕш классене экзамен тыттартăмăр. Ман шутпа, ытти регионсенче те 9-мĕш классене экзамен тыттарасчĕ. Шел, чĕмпĕрсем хăйсен пĕлĕвĕсене ӳстерме пирĕн патăмăрта тахçанах пулман. Самар тăрăхĕнчен те килмеççĕ, унта хамăр та кайман. Тутар Республикинчен вĕрентӳçĕсем пирĕн патăмăрта çулсерен пулаççĕ. Вĕсене тухса çӳреме майсем туса пани куçкĕретех.
Эпир учебниксемпе методика пособийĕсем çителĕклех кăларатпăр. Республикăра чĕлхене вĕрентес сехетсене чакарман: чĕлхемĕре вырăс шкулĕсенче 3 сехет вĕрентеççĕ,- терĕ вăл чĕмпĕрсене кĕнеке пуххи парнелесе.
Пухăннисемшĕн чи савăнăçлă самант — вĕрентӳçĕсене наградăлани. Облаçри культурăпа архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ О.В Гурин Унтăрти вăтам шкулта чăваш кружокне илсе пыракан Анна Саранцева вĕрентӳçе РФ культура министерствин Тав хутне парса чысларĕ. Ентешĕмĕрсенчен 1-мĕш степеньлĕ диплома — Л.Иванова (Тереньга районĕ, Скугареевка шкулĕ), 2-мĕш степеньлине — С.Мигукова (Чăнлă районĕ, Вăта Тимĕрçен), 3-мĕш степеньлине – Р. Волкова (Ульяновск районĕ, Симĕс Раща), "Учитель-ертӳçĕ" дипломне – Л.Куликова (Мелекесс районĕ, Филипповка), "Учитель-новатор" дипломне — М.Карпова (Çĕнĕ хула, 64-мĕш шкул), "Учитель-тĕпчевçĕ" дипломне — Н.Петрюкова (Мелекесс районĕ, Кивĕ Сахча) тивĕçрĕç.
Чĕлхемĕре вĕрентекенсен хушшинче иртнĕ конкурс çĕнтерӳçисене кăçал путёвкăсем парса чыс тунă:1-мĕш вырăн йышăннисене — Германи çĕршывне, иккĕмĕшсене — Мускава, виççĕмĕшсене — регионсен тĕп хулисене (Шупашкара, Хусана тата Саранска кайса курма). Германие пирĕн ентешсенчен Людмила Иванова вĕрентӳçĕ кайĕ.
Çавра сĕтел
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен секци ĕçĕн вăхăтне кĕскетнĕ пирки тухса калаçма Чăваш Енрен килнĕ хăнасем çеç пултарчĕç. Калаçăва Ульяновск облаçĕнчи вĕренӳ министерствин тĕп специалисчĕ Ф.Т.Улендеева илсе пычĕ.
ЧР вĕренӳ институтĕнчи чăваш филологийĕпе этнокультура кафедрин тата лабораторийĕн доценчĕ Н.Г.Ильина федерацин çĕнĕ стандарчĕ тăрăх чăваш литературине вĕрентесси çинчен каласа пачĕ, сапăрлăх (воспитани) тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Кунта çĕнни çакă: ачасене урокра ушкăнпа ĕçлеме вĕрентесси. Хальхи уроксенче 80 процентне вĕрентӳçĕ калаçать, 20-ĕшне çеç – ачасем. Малашне вара ку çурмалла пулĕ.
Раççей халăх вĕрентӳçи, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи Г.В.Абрамова Шупашкарти пĕр шкулта вăй хунипе пĕрлех кĕнекесем, пособисем çырать, ӳкерчĕклĕ словарьсем хатĕрлет. Çаплах вăл Раççейри тăван чĕлхене вĕрентекенсем хушшинчи конкурсра 2-мĕш вырăн йышăннă. Хăйĕн ĕçĕнче Галина Васильевна курăмлă япаласемпе, видеосюжетсемпе анлăн усă курать.
Филологи наукисен кандидачĕ А.В.Волкова лингвакультурологи тишкерĕвĕ пирки калаçрĕ. Ку çĕнĕ сулăм, ун енĕпе ĕçлесен этно паллăллă сăмахсен пĕлтерĕшне ăнланса илме пулать. Тĕслĕхрен, чăваш чĕлхинчи кивве тухнă «хас» сăмах кафтана, сăхмана пĕлтерет. Ăçтан тухнă-ха ку сăмах? Перс чĕлхинче «хас» сăмах пурçăна пĕлтерет. Апла пулсан чăвашсен несĕлĕсем перс халăхĕпе те суту-илӳ тунă, вĕсенчен пурçăн туянса кĕпе-йĕм çĕленĕ. Çапла сăмах историне тĕпчесе халăх историне пĕлме пулать.
М.Н. Печникова вĕрентӳçĕ (50-мĕш шкул) вара шкул «Тантăш» хаçатпа тачă çыхăну тытни çинчен каласа пачĕ. Вĕсем ку ĕçе программăна кĕртнĕ. Ачасем шкулта мĕн пулса иртнине, çулçӳреве кайса килнисене хаçата çырса тăраççĕ. Ку пире, канашçăсене, тӳрремĕнех пырса тивет, мĕншĕн тесен пирĕн облаçра Чӳрекел шкулĕ çеç (Майна районĕ) «Канаш» хаçатпа çыхăну тытать. Кунта РФ тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи Л.Ф.Ярославская ачасене хастарлăх кăтартма, пурнăçра ыттисемпе хутшăнма çине тăрса вĕрентни сисĕнет. Ытти шкулсенчи вĕрентӳçĕсенчен те çакнах кĕтетпĕр. Уйрăмах Чăнлă районĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсенчен.
Ю.М.Виноградов федераллă стандарт пирки ăнлантарса пачĕ. Ăна халĕ Мускавра çыраççĕ, ун тăрăх вара регионсенче программăсем тăваççĕ. Чăваш чĕлхине вĕрентмелли программăсемпе ЧР вĕренӳ институчĕн сайтĕнче паллашма май пур.
Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ В.А.Иванов хастар вĕрентӳçĕсене Тав çырăвĕсем, ĕçре кирлĕ пулакан кĕнекесем парса чысларĕ.
Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашлуçи (советникĕ), УОЧНКА пуçлăхĕ В.И.Сваев чăваш чĕлхи вĕрентӳçисене çакăн пек пуçтарса калаçни, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни питĕ аваннине палăртрĕ, çакă ĕçре пысăк пулăшу панине пĕлтерчĕ. Вăл вĕрентӳçĕсене: «Эсир ачасене ЧĂВАШ тăвакансем. Сирте хавхалану ан пĕттĕр», - терĕ. Çаплах нумай çул чыслă ĕçлекенсене Тав çырăвĕсем пачĕ.
 
: 861, Хаçат: 48 (1192), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: