Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен «Канаш» хаçат редакцийĕ Чăваш Республикинчи массăллă информаци хатĕрĕсемпе тачă çыхăну тытать. Нумаях пулмасть редакцие Патăрьел районĕн «Авангард» хаçат редакцийĕн сотрудникĕсемпе хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕсем, район администрацийĕн представителĕсем пулса курчĕç.
-Хамăр туслă йышпа çул çӳреве тухса ытти регионсемпе паллашасси пирĕн йăлана кĕнĕ. Эпир Хусанта та, темиçе хут Чĕмпĕрте те, Шупашкарта та, хамăр республикăри нумай районта пулнă. Анчах сирĕн тăрăха пире ытларах туртать. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче темиçе хутчен пулсан та каллех çак сăваплă вырăна кĕрсе курас килет, - терĕ хаçатăн тĕп редакторĕ Святослав Перепёлкин.
Патăрьелсем «Канаш» хаçатăн тĕпелĕнче пĕрремĕш хут мар. Апла пулин те вĕсем çĕнĕ вырăнта, "МедиаЦентрта", пулса курман-ха. Çавăнпа та малтан облаçри хаçатсен ĕç вырăнĕсене курса çаврăнчĕç.
«Канаш» хаçат редакторĕ Николай Ларионов хăнасене вырăнти чăваш писателĕ-поэчĕсем юлашки вăхăтра кăларнă кĕнекесене, чăваш хаçачĕн уяв ячĕсемпе тухнă тĕслĕ номерĕсене парнелерĕ. Кун пек тĕлпулусем ытларах журналистсемшĕн кирлĕ пулнине палăртрĕ.
- Редакторсем пĕр-пĕрне пурте паллаççĕ, канашлусенче пĕрле пулаççĕ, журналистсем вара курнăçаймаççĕ, - терĕ вăл.
Патăрьелсем те парăмра юлмарĕç, чăваш сăра вĕретме маçтăр пулнине палăртса вĕсем пĕчĕк пичкепе сăра илсе килнĕ.
Чей ĕçсе хăналаннă хыççăн пурте пĕрле асăнмалăх сăн ӳкерттертĕмĕр. Авангардçăсен малашнехи çулĕ - Чĕмпĕр чăваш шкулĕ, чăваш чиркĕвĕ, краеведени музейĕ, Мемориал центрĕ тата Ульяновскри ытти паллă вырăнсем пулчĕç.
 
: 945, Хаçат: 48 (1192), Категори: Тĕлпулу

Комментарисем:

Bubbi (2016-06-30 17:22:55):
It's woefnrdul to have you on our sideĔ haha!

Tessica (2016-07-02 02:33:57):
Ya learn someihtng<Ӳa> new everydayĕ It's true I guess!

Mahalia (2016-07-02 08:51:06):
This site is like a clarossomĔ except I don't hate itĕ lol http,ӲӲddcjirxmĕcom [urlçhttp,ӲӲgpyvvdĕc om]gpyvvd[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲopdamci uaĕcom]opdamciua[Ӳlink]

Andralyn (2016-07-02 14:42:22):
We need more
inghists<Ӳa> like this in this threadĕ

Jaundalynn (2016-07-04 20:54:04):
That's a wise answer to a tricky qusteion http,ӲӲdwtrurljzĕco m [urlçhttp,ӲӲbqnhehlu wmĕcom]bqnhehluwm[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲmfycssj fĕcom]mfycssjf[Ӳlink]

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: