Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш чиркĕвĕ 20 çулта
 
Шăп 20 çул каялла – 1992 çулхи чӳкĕн 1-мĕшĕнче – Ульяновск хулинчи вырăс православи чиркĕвĕн Чĕмпĕрпе Мелекесс епархийĕн Таса Сывлăш Апостолсем çине аннă ячĕллĕ чиркӳ алăкĕсем уçăлнă. Халăхра ăна чăваш чиркĕвĕ теççĕ. Уçнă çĕре Прокл епископ (каярах владыка, халь Чĕмпĕрпе Çĕнĕ Спасск митрополичĕ) хăй хутшăннă, хĕрес хурса пил панă. Чăваш чиркĕвĕ уçăлнăранпах ун настоятелĕ пулса вăй хуракан Игнатий игумен хаçат редакцийĕнче хăнара пулчĕ.
 
— Игнатий атте, чăваш чиркĕвне çĕнĕрен уçнă çĕрте тăрăшнă çынсене аса илĕр-ха.
— Ку çурта чăвашсене 1991 çулхи пуш уйăхĕнче панă. Хатĕрленӳ-юсав ĕçĕсем пĕр çулталăка яхăн тăсăлнă. Çак тапхăрта чăвашсем нумай пулăшнă. Çынсем ырă шухăшпа Баратаевка, Вырыпаевка тата ытти ялсенчен нумай çӳренĕ. Сăваплă ĕçе пуçарнă хисеплĕ чăвашсене асăнса палăртса хăварас килет. Вĕсем: Михаил Васильевич Крлыков, Петр Михайлович Сидоров, Александр Гаврилович Пешне, Тамарăпа Валерий Спиридоновсем. Тавах сире, тăвансем. Эпĕ кунта чиркӳ уçăлнăранпах ĕçлетĕп. Турă тата ырă çынсем пулăшнипе ырă ĕç хута кайрĕ.
— Игнатий игумен, ăçти чăваш Эсир? Мĕнле майпа чиркӳ ĕçне парăннă?
— Эпĕ 1967 çулхи утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Йĕпреç районне кĕрекен Хурамал ялĕнче çуралнă. Атте Николай Григорьевич Григорьев – священник, Вăрмар чăвашĕ, анне Нина Григорьевна Етĕрне чăвашĕ пулнă. Çемьери ултă ачаран виççĕшĕ — Турă чурисем пулса тăтăмăр. Вăтам шкул эп Чулхула облаçĕнчи Каменка ялĕнче 1984 çулта пĕтертĕм. Çарта пултăм. Аттепе анне пехилĕпе Санкт-Петербургри тĕн семинарийĕнче, каярах академире пĕлӳ илтĕм. Чĕмпĕре Михаил Крлыков чĕннипе килтĕм. 1992 çулхи çурлан 28-мĕшĕнче дьякон, 29-мĕшĕнче священник ятне илтĕм. Чĕмпĕрпе Мелекесс епархийĕн епископĕ Прокл хăй пиллерĕ. 1999 çулта Игнатий ятпа манаха тухрăм.
— Чăваш чиркĕвне кĕлле чăваш ялĕсенчен çеç мар, инçетри хуласенчен те килеççĕ.
— Çапла. Кĕлĕсене эпир чăвашла çеç вуламастпăр паллах. Чиркĕве тĕрлĕ наци çыннисем килеççĕ. Шăматкун 16 сехетре пуçланать, вырсарникун ирхине – 8 сехетре. Тата уяв кунĕсенче те кĕлĕ ирттеретпĕр, ытти кунсенче молебен вулатăп. Типĕре виçĕ кун кĕлĕ тăватпăр: эрнекун, шăматкун, вырсарникун. Çынсем ыйтнипе çур çĕрте – 12 сехетре – ятарлă кĕлĕсем ирттеретпĕр. Ăна ылтăн кĕлĕ теççĕ. Унта инçе çула каякансем, операци тутарас умĕн, суд умĕн тата ытти йывăрлăхсем умĕн килеççĕ.Юлашки вăхăтра Чечня, Ингушети Республикисене çула тухма хатĕрленекен полици ĕçченĕсем чиркĕве тăтăш кĕреççĕ. Собор кĕллисем тăватпăр. Эрне варринче çынсене Турă юнне сыптарса, хваттерсене усал сывлăшран тасатса çӳретĕп, вилнĕ çынсем патĕнче кĕлĕ вулатăп.
— Игнатий игумен, чăваш чиркĕвне Пантелеймон турăшĕпе сипленме килекенсем чылай.
— Çапла, Афонти çветтуй Пантелеймон турăшĕпе сиплетпĕр эпир. Çынсем Турă çуртне хăйсен чунĕ, чир-чĕрĕ сываласса шанса килеççĕ. Турра ăша илмелле, чĕрĕлессине чун-чĕререн шанмалла. Ун чухне çеç усси пулать.
— Паян çынсем чиркĕве ачисемпе, мăнукĕсемпе çӳреççĕ.
— Чăвашсем – ĕçчен халăх. Анчах та пире пурне те чун çимĕçĕ кирлĕ. Прихут çыннисем йышланса пыраççĕ. Эпир кашнинех килти пек ăшă кăмăлпа йышăнма тăрăшатпăр. Ютран килнисене кĕлĕ хыççăн канма, апат тума пур условисем те пур пирĕн. Чăваш чиркĕвне килекен ачасем ӳсрĕç ĕнтĕ, хăшĕсем священниксем пулса тăчĕç, Чĕмпĕрпе Çĕнĕ Спасск митрополийĕн митрополичĕ Прокл патне пил илме çӳреççĕ. Эпир Раççейри ытти чиркӳсемпе тачă çыхăну тытатпăр, Тереньга районĕнчи Федькино ял çывăхĕнчи çăлкуç патне çӳретпĕр. Самар облаçĕнчи Клевлĕ районĕнчен чăваш священникĕ хамăр кайнă хыççăн хăй нумаях пулмасть пирĕн патра пулчĕ. Поломниксем Мускав, Воронеж, Йошкар-Ола, Шупашкар тата ытти хуласенчен сывалма тăтăш килеççĕ. Чăваш чиркĕвĕ çумĕнче ирхи служба хыççăн вырсарни шкулĕ ĕçлет. Ăна храма çӳрекен Татьяна Евгеньевна ертсе пырать. Шкулта ачасене Турă саккунне вĕрентеççĕ, кĕлĕ тунă вăхăтра хастар хутшăнма, чиркӳ пурнăçне явăçма хăнăхтараççĕ. Маттурсем ашшĕ-амăшĕн ырă пуçарăвĕпе çӳреме пуçлаççĕ. Ыркăмăллăх хăтланăвĕ тенĕрен эпир ача çурчĕсенчи тăлăхсене тĕне кĕртетпĕр, суккăрсен обществипе, хăлхасăр-чĕлхесĕр çынсемпе çыхăну тытатпăр, венчет тăватпăр. Пурнăç юхан шывĕн хумĕсем тăрăх шанăçпа ишетпĕр.
— Сирĕн малашнехи ĕмĕт-тĕллев…
— Халăх ыйтнипе Çĕнĕ Хулара Чăваш чиркĕвĕн архитектурипе чиркӳ тăвасшăн. Пӳлĕмсене ăнăçлă вырнаçтарнă. Çĕнĕ ĕçе пуçăнма Чĕмпĕрпе Çĕнĕ Спасск митрополичĕн пиллĕхĕ кирлĕ. Раççей Патриархĕ Кирилл паян çĕнĕ кĕлĕ çурчĕсем, чиркӳсем уçма хушать. Кăçал çулла епархи виçĕ пая пайланчĕ: Чĕмпĕр, Мелекесс, Барăш. Ман шутпа, малашне çынсен чиркӳ урлă пĕр-пĕринпе хутшăнмалла. Чăвашсем ман сăмахпа килĕшсен наци прихутне йĕркелеме шухăш пур, чăвашла юрлама, вулама вĕрентесшĕн. Тăван халăх йăлисене тытса, аталантарса пымалла. Чиркӳ 20 çул тултарнине типĕ вăхăтĕнче (Раштав типпи чӳкĕн 28-мĕшĕнче тытăнать) палăртасшăн. Халь тăршшĕпех юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Чăваш чиркĕвĕ пурне те хапăл. Кашниех çак телефон номерĕсемпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пултарать: 32-70-93, 70-05-61. Эпĕ чăваш чиркĕвĕнче Турă кăмăлĕпе йышăнатăп, никама та хăваламастăп. Шăматкун каçхи кĕлĕ хыççăн соборовани ирттеретпĕр. Кăмăл тăвакансем чиркӳ вулавăшĕнчен чăвашла çырнă Турă кĕнекисене илсе вулама пултараççĕ.
— Пирĕн хаçата вулакансене Эсир мĕн суннă пулăттăр?
— Май килнĕ таран Раштав типпине тытма сунасшăн. Типĕ тытни вăл хăш-пĕр япала çиме юраманни кăна мар, çак вăхăтра ырă та пархатарлă ĕçсем тума тăрăшмалла, йĕркесĕр хăтланусенчен, килпетсĕрлĕхрен пăрăнмалла. Теприсене усă тумалла, хăвăрăн туйăмăра ирĕке ямасăр, çирĕп тĕрĕслесе тăмалла. Ятлаçма, эрех ĕçме пăрахмалла. Турă саккунĕсемпе пурăнмалла. Турă пире ырлăх кăна патăр.
— Игнатий атте, тавах сире калаçушăн.
 
: 1036, Хаçат: 48 (1192), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: