Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Пурнăç тĕллевне хамăрах палăртатпăр. Ун патнелле çывхармалли çулсене те вăй хурса шыратпăр. Тĕллевĕсем, паллах, нумай. Чи пысăк тĕллев пĕрре: чăн-чăн çын пуласси, çемьеллĕ, йĕркеллĕ, çăкăр-тăварлă пурăнасси. Апла пулсан пурнăç тĕллевĕ пурнăçра хăйĕнчех. Пурăннинчен хакли нимĕн те çук», - тет Людмила Владимировна Митрофанова, Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен ял администрацин тĕп бухгалтерĕ.
 
Л.В.Митрофанован ашшĕ-амăшĕ ялти ытти çынсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман: Владимир Макарович (ун пеккисене ылтăн алăллă теççĕ) сварщикра ĕçлесех тивĕçлĕ канăва кайнă. Аллинчи хут купăсĕнчен вара уйрăлман, ăна хăй çумнех хурса çывăрнă темелле; Любовь Васильевна колхозри ĕçсенчен те юлман, пилĕк ачине те тивĕçлĕн пăхса ӳстернĕ. Вăл паян кĕçĕн ачипе тата унăн çемйипе ĕмĕрне ирттерет. Людмилăн, çемьере асли пулнăран (1961 çулхи çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ), икĕ йăмăкĕпе (Татьяна, Раиса) икĕ шăллĕшĕн (Николай, Алексей) пур енчен те тĕслĕх пулмалла пулнă. Вăл хăй ĕçченлĕхĕпе, тараватлăхĕпе, сăпайлăхĕпе кĕçĕнреххисене хăй патне туртнă.
Людмила 1978 çулта Вăта Тимĕрçенте вунă класс пĕтерет те ялта вырнаçнă Ульяновск çĕвĕ фабрикин уйрăмĕнче шăпăрлансем валли кĕпе-йĕм çĕлет. Вăл хупăнсан фабрикăра хăйĕнче табельщицăра, бухгалтерта вăй хурать. Ку ĕçре ятарлă пĕлӳ кирлĕ иккенне лайăхрах ăнланса илсе пĕр çул ятарлă курссенче вĕренет. Пурнăç çулĕпе юнашар утма шанчăклă каччă тĕл пулсан çемье çавăрать. Мăшăрĕ – Владимир Семёнович Митрофанов – вăл вăхăтра ялта механизаторта ĕçленĕ. Ентешĕмĕрĕн хулари пурнăçа ялтипе улăштарма тӳр килет. Вăл çакăншăн кӳренмест, савăнать çеç.
Людмила Владимировна çемьеллĕ пурнăçпа пурăнма тытăнсан та хăй ĕçне малалла тăсать: колхоз диспетчерĕнче, бухгалтерта вăй хурапть. 1995 çултанпа ял администрацин тĕп бухгалтерĕ пулса тăрать. Паянхи пуçлăхпа – Иван Васильевич Мартыновпа – вунă çул ĕнтĕ пĕр-пĕрне ăнланса та пулăшса ĕçлеççĕ.
Митрофановсен икĕ ача: Александр (Архангельск облаçĕнчи Плесецкри космодромри космос çар чаçĕнче контрактлă хĕсметре тăрать) тата Сергей (Ульяновскри политехника университетĕнче машиностроени факультетне пĕтернĕ, ĕçлет).
- Паян ялта юратнă ĕç тупма хуларинчен те йывăр. Ял администрацийĕ халăхран пухнă налук укçипе çеç тытăнса тăрать. Ун калăпăшĕ те чакса пырать. Тупăш çук. Ял культурине, спорт аталанăвне кирлĕ шайра йĕркелесе пыма нимĕнле майсем те çук. Çавăнпа çамрăксем ялта юласшăн мар. Нимĕн тума та çук, пурăнмаллах, малалла талпăнмаллах. Яла пĕтерме памалла мар, - тесе пăшăрханать пурнăçĕнчи телейне ялтах тупнă Людмила Владимировна Митрофанова.
 
Чăнлă районĕ,
Анат Тимĕрçен ялĕ.
 
: 804, Хаçат: 48 (1192), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: