Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
XVI ĕмĕр варринче чăвашсем Самар Кукри таврашне – Анлă Жигули тăвĕсенен авкаланса иртнĕ тăрăха – пĕчĕккĕн куçса тĕпленнĕ. Тепĕр çĕр çултан кунта вырăссемпе тата мăкшăсемпе пĕрле йăхташăмăрсем йышлăн пурăннă. Чăваш ялĕсем халĕ Самар облаçĕн хĕвел анăç районĕсенче вырнаçнă. Çамрăк Илья Репин хăйĕн «Атăл çинчи бурлаксем» картини валли шăпах çав вырăнсенче этюдсем ӳкернĕ.
Хĕрарăмсен уяв тумĕ хăйĕн мăнаçлăхĕпе, ытарайми илемĕпе палăрса тăнă. Кĕпене ун чухне шурă пиртен çĕленĕ, хăмач тытса тата тĕрлесе капăрлатнă. Кĕлетке çине çӳлтен аялалла хутлă-хутлă темĕн тĕрлĕ капăрлăх çакнă. Пуç çине — йĕрки-йĕрки кĕмĕл тенкĕпе, шултра тата вĕтĕ шăрçа ярăмĕсемпе илемлетнĕ чаплă х у ш п у. Тĕрлĕ тапхăрта Самар Кукри чăвашĕсен хĕрарăм кĕписем темиçе тĕрлĕ пулнă. XVII-XIX ĕмĕрсенче кăкăр умне, çаннисемпе аркисене талккăшпех тĕрленĕ. Хăмачлă кĕпене чылай каярах — XIX ĕмĕр вĕçнелле — тăхăнма пуçланă. Ăна пуринчен ытла хăмач-хăюпа илемлетнĕ. Пур майлă кĕпесен те тĕп тĕшши, чăн илемĕ — кăкăр умĕ, кĕскĕ тĕррипе эрешленĕ пайĕ. Ĕлĕкхи кĕпе умĕн икĕ айккипе ромб евĕрлĕ тĕрĕсем уççăн палăрса тăраççĕ. Вĕсен тавра выртакан хăйне евĕрлĕ «чалăш тĕрĕ» пĕтĕм эреше курăмлă тăвать. Тĕррисене хура кĕрен е хăмăртарах хĕрлĕ çăм çиппе тунă. Çиппи хулăн пирки эрешĕ çăтă пулнă, кăштах çĕкленсе тăнă. Улăм тĕслĕ сарăпа симĕс тĕссем хушни тĕрĕ сăн-сăпатне килĕшӳллĕн çутатса пуянлатнă. Кĕпесен çаннисене тăршшĕпех тĕрлесе антарнă. Çав эреше «çеçкеллĕ Ама йывăç» тесе ят пама пулать, вĕсем çаннăн пысăк пайне чĕнтĕр евĕр витсе тăраççĕ. Унта авалхи йăла-йĕрке паллисем палăраççĕ.
Тĕрĕсемпе пĕрлех х ă ю п а усă курнă. Хăюсем кĕпе тăрăх анакан çĕвĕсене хупланă. XIX ĕмĕр вĕçнелле, фабрикăсем пусма-тавар туса кăларма тытăнсан, тумсене пусма татăк-кĕсĕкĕпе капăрлатас йăла тĕрĕ эрешĕпе тупăша пуçланă. Уйрăмах чаплă кĕпесен çӳлти пайне тата çаннисене пĕтĕмпех хăмач сарнă. Ун çине çинçе ылтăн çип хурса авалхи тĕрĕсем хунă. Çи-пуç çинче тĕрлĕрен йĕсме, шараç, шăкăр-макăр çиçсе тăнă. Кăткăс тĕрĕсемпе аппаланас вырăнне аркă вĕçне пурçăн хăюсем тытнă.
Арăмсен уяв тумĕ шутне тĕрĕллĕ шур кĕпе, сурпанпа хушпу, мăя, кăкăр çине çакмалли капăрсем, сурпан çакки, саппун, пиçиххисемпе тĕрлĕрен çум çаккисем кĕнĕ.
Качча кайнă хĕрарăмсен пуçĕпе мăйне шурă сурпан хупланă. Унăн вĕçĕсене витĕр курăнакан каснă шăтăкла тĕрĕпе, хăмач йăрăмĕпе тата хĕрлĕ-шурă çипсенчен явнă чĕнтĕрпе сăн кĕртнĕ. Вăхăт иртнĕçем сурпансем те улшăннă. Вĕсен вĕçĕсене пурçăн хăюсемпе илемлетнĕ.
Пуç çинче х у ш п у касăк конус евĕрлĕ çĕкленсе ларнă. Унăн тăрри сарăларах тăтăр тесе хушпу ăшне икĕ татăк хулăн сăран кĕртсе хунă.
Ахаль чухне пуçа с у р п а н т у т р и çыхнă. Капăр хушпу йăларан тухса пынă май сурпан тутрин пĕлтерĕшĕ ӳссе пынă.
Ытти çĕрти пекех, сурпан сырăннă арăмсен сурпан çаккипе çӳремелле пулнă. Пиçиххи яраписене хурт пуççипе тата шăрçапа илемлетсе хайланă.
Хĕрсен тухйисене вĕт шăрçапа, шăрçа шереписемпе, ылтăн тĕслĕ çутанккасемпе капăрлатнă. Тухья кăшкарĕ анат енчи чăвашсен евĕрлĕ: тӳпи шĕвĕрккесĕр пулнă, капашĕ — калпак пек.
XX ĕмĕр варрисенче авалхи тум хăш-пĕр çынра кăна упранма пултарнă. Хӳхĕм пуç тумĕсем сахалланса юлнă, капăрлăхра кĕмĕл тавраш çухалнăпа пĕрех. Çапах та Жигули тăвĕсен таврашĕнчи чăвашсен тумĕ пуçĕпех манăçман-ха.
 
: 853, Хаçат: 48 (1192), Категори: Чăваш тумĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: