Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Эсир, журналистсем, тен, этемлĕхĕн аталанăвĕнчи хăвăр мĕнле вырăн йышăннине хак памастăр та. Анчах çак аталанура сирĕн тӳпе питĕ пысăк», – çак сăмахсемпе пуçларĕ РФ Тĕп Банкăн председателĕн советникĕ Павел Медведев Ульяновскра иртнĕ «Финансы и пресса» семинара.
«Практика предоставления банковских услуг населению: проблемы и перспективы» семинар ĕçне банк тытăмĕнче ĕçлекен Мускавран килсе çитнĕ пысăк пуçлăхсемпе экспертсем тата Ульяновск область правительствин членĕсем, банк тытăмĕнче вăй хуракансемпе облаçри хаçатсен журналисчĕсем хутшăнчĕç.
Семинар ĕçне область правительствин председателĕн çумĕ Татьяна Дейкун «Укрепление доверия населения к банкам – важный фактор общественного согласия, экономического и социального развития области» докладпа пуçларĕ.
-Облаçри çынсемпе укçа кивçен паракан организацисем, банксем хушшинчи çыхăну пысăк. Халăх банкран укçа кивçен илнипе эпир Атăлçи федераллă округра тăваттăмĕш вырăн йышăнатпăр. Пирĕнтен маларах пыракансем – Тутар, Чăваш Республикисем тата Пенза облаçĕ. Кăçал кăна организацисемпе çынсене банксем 30,5 миллиард тенкĕ кивçен панă. Çав шутран çынсен кивçенĕ – 5,6 миллиард тенкĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан 2 миллиард тенкĕ ытларах.
Халăх хушшинче ипотека, çурт-йĕр туянмалли тата потребитель кредичĕсем анлă сарăлнă. Тĕслĕхрен, автомобиле банкран кивçен укçа илсе туянакансен шучĕ кăçал самай ӳснĕ. Ульяновск облаçĕнче пĕр пин çын пуçне 210,5 автомобиль. Çакна пула область бюджетне машинашăн тӳлекен налук кăна 27,8 процент ытларах кĕнĕ. Çурт-йĕр туянма кăçал регионта 5,2 миллиард тенкĕ кредит илнĕ, Чăваш Республикинче – 4,6, Пенза облаçĕнче - 4,4.
Анчах пирĕн область çыннисем ĕçлесе илнĕ ытлашши укçана банксене хума васкамаççĕ. Пирĕн çынсен аллинче 11-18 миллион тенкĕ упранать. Экономика чĕлхипе вăл усăсăр выртать. Тутарстанра кăçалхи вунă уйăхра банксене çынсем 168 миллион та  105 пин, Самар облаçĕнче – 92 миллион та 681 пин, Пушкăртстанра – 37 миллион та 184 пин, Ульяновск облаçĕнче – 2 миллион та 292 пин тенкĕ хывнă. Çынсен аллинче упранакан укçана ĕçлеттерсе область экономикине аталанма ярасси – пирĕн малашнехи тĕллев, - терĕ Татьяна Александровна.
Ульяновск облаçĕнчи Раççей банкĕ патшалăх учрежденийĕн пуçлăхĕ Владимир Филимонов коммерци банкĕсемпе çынсем хушшинчи çыхăнăва йĕркелессипе еплерех ĕçлени пирки каласа пачĕ. Раççей банкĕ коммерци банкĕсен ĕçне тĕрĕслесе тăрать, кивçен паракансене хӳтĕлет. Енчен те банк хăй мĕн шантарнине организацисем е çынсем умĕнче пурнăçлаймасть пулсан вĕсен лицензине туртса илеççĕ. Ульяновск облаçĕнче ку çул «ПВ-Банк» акционерсен обществине лицензисĕр хăварнă.
Павел Медведева итлеме пурне те интереслĕ пулчĕ. ХХ ĕмĕрти 90-мĕш çулччен Мускав патшалăх университечĕн экономика факультетĕнче ĕçленĕскер «Повышение финансовой грамотности населения» темăна пурнăçпа çыхăнтарса ăнлантарчĕ.
-Пирĕн финанс культури пирки калаçмалла. Халăхăн ку хальлĕхе пĕчĕк. Тавтапуç Мавродие, вăл улталаман пулсан халăх банкпа финанс ыйтăвĕсенче халĕ те тĕттĕмре пурăннă пулĕччĕ. Çак культура ӳснипех халĕ çынсем 90-мĕш çултисем пек черет тăрса хăвăрт «пуйма» васкамаççĕ. Паллах, банк ĕçĕн вăрттăнлăхне кашни тĕпрен пĕлеймест. Ку кирлех те мар. Анчах банк умĕнче кивçене кĕрсе чаплăрах машина туяниччен эпĕ çынсене пин хут шутлама ыйтасшăн. Банкран кивçен илме май пурри пĕрисемшĕн телей, теприсемшĕн – ĕмĕрлĕхе кивçене кĕртекен нуша. Çапах та кредит – этемлĕх шухăшласа кăларнă чи ăнăçлă çĕнĕлĕх. Тĕслĕхрен, вырăс изобретателĕ Иван Ползунов 1763 çултах пăспа çӳрекен машина шухăшласа кăларнă, анчах кредит паман çĕршывра пурăннипе машинана сутлăх туса кăларассине хута ярайман. Акăлчан изобретателĕ Джеймс Уатт вара тепĕр 20 çултан кăна çавăн пек машина шухăшласа кăларать, анчах кредит паракан çĕршывра пурăннипе проектне пурнăçласа чи пуян çын пулса тăрать.
Кивçен илмелле-и е çук-и – йывăр ыйту. Хваттере кивçен укçапа туяниччен сирĕн малтанхи тӳлев валли тата çур çул тӳлемелĕх енчĕкре укçа пулмаллах. Унсăрăн нимсĕр юлма пултаратăр. Кивçене çур çул тӳлесен вара малашнехи çулсене чăтса ирттерме пулать, - ăнлантарчĕ профессор.
Çак кунсенче РФ Патшалăх Думи «О банкротстве физических лиц» саккун йышăннă. Банкран кивçен илекене панкрута кăларни е тухни – пăнчă лартмалли пĕр мел. Кивçене каялла тавăрса парайман çынсен шучĕ сахал мар. Пĕрисем тăрук йывăр чирлесе ӳкеççĕ, ĕçлейми пулса килĕнче лараççĕ. Банк умĕнчи кивçене вăл вилнĕ хыççăн ачисем çине куçарни – çынлăхсăр тесе шутлать Павел Алексеевич. Çав вăхăтрах банксене улталаса укçа илсе ăна каялла тавăрса памасан та юрать текенсем пулмалла мар. Çĕнĕ саккун çынлăха хӳтĕлет, унпа килĕшӳллĕн çынна (енчен те унăн пурăнмалли вырăн урăх пулмасан) банк умĕнчи кивçеншĕн килтен хăваласа кăларса яма юрамасть.
Раççейри вкладсене страхлакан агентствăн тĕп директорĕн çумĕ Андрей Мельников банка хывнă укçана страхламалли пирки ăнлантарчĕ. Раççейре банкри укçана страхласси 2002 çулта кăна пуçланнă-ха. Ют çĕршывсенче ку ĕç тахçанах пырать. Çавăнпа унта пирĕн çĕршыври 90-мĕш çулсенчи пек банкри укçине илеймесĕр «çунса каякан» çынсем çук. Анчах Раççейре банка хывнă укçана страхлама килĕшнĕ 100 банк кăна, Ульяновск облаçĕнче – 3.
Раççей Сбербанкĕн Атăлçи банкĕн председателĕ Дмитрий Курдюков Сбербанк ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ, çуртсен сăн-сăпачĕ, клиентсен ыйтăвне тивĕçтерессипе тата хăтлăхĕпе хальлĕхе вĕсене çитекен çук.
«Агентство по ипотечному жилищному кредитованию» организацийĕн тĕп директорĕн çумĕ Андрей Семенюк, Раççей Сбербанкĕн Ульяновск уйрăмĕн управляющийĕ Вячеслав Безруков, «Венец» банкăн правлени председателĕ Владимир Ендовицкий те пухăннисем умне докладпа тухрĕç.
Семинар ĕçне хутшăнакансене Раççей Сбербанкĕн Ульяновскри филиалне экскурсие илсе кайрĕç.
 
 
: 1034, Хаçат: 48 (1192), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: