Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тыр-пул туса илессипе Чăнлă районĕ облаçри малашлăхлă районсенчен пĕри. Районти ял хуçалăх управленийĕ авăнăн 2-мĕшĕнче панă даннăйсемпе, чăнлăсем вырмана пĕтернĕпе пĕрех. Патшалăх пӳлмине палăртнинчен (95 пин тонна) самай ытларах – 103 пин те 700 тонна ытла тырă хунă. Каласа хăвармалла, пĕлтĕрхи типĕ çанталăка шутламасан районта кун пек пысăк тухăç 2006 çултанпа илеççĕ.
Кăçал Чăнлă районĕнче пурĕ 43227 гектар çинче тĕш-тырă акса хăварнă: кĕрхи тулă – 8032, çурхи тулă – 21124, кĕрхи ыраш – 1704, урпа – 8886, сĕлĕ – 1987, пăрçа – 887, вика – 117, хура тул – 310, вир – 30, куккурус – 150, рапс – 580. Хальлĕхе 39 808 гектарне вырса çапнă. Ку мĕнпур лаптăкăн 92 проценчĕ. Урпапа кĕрхи тулă тата кĕрхи ыраш, сĕлĕ, пăрçа, хура тул, вир, куккурус (вăррине илме), рапс лаптăкĕсене веçех вырса çапса кĕртнĕ. Тулă гектартан 29,2 центнер, урпа - 27,8, кĕрхи ыраш – 24,6, сĕлĕ – 24,9, пăрçа – 18, хура тул – 10,1, рапс – 10,5 центнер илнĕ. Культурăсем çине пайламасăр илсен – вăтам тухăç районĕпе гектартан 26,1 центнер. Чăнлă район хуçалăхĕсенче 3250 гектар çурхи тулă тата 16 гектар вика вырмалли юлнă.
“Агрофирма Большенагаткинская” (10741 тонна), “Волга” (5252), “Новоникулинская” (5023), “Прогресс” (5000), “Родники” (4376), “Новотимерсянский” (4277), “Новая жизнь” (3634) хуçалăхсем чи пысăк тухăç илекенсем. “Новая жизнь”, “Победа”, “Агро-Кундюковское”, “Новотимерсянское”, “Дружба”, “Родники”, “Стимул”, “Агрофирма Большенагаткинская”, “Луч”, “Свияжское”, “Северное”, “Прогресс”, “Анненковский” хуçалăхсем вырмана пĕтернĕ.
Вырмара тăрăшса ĕçленĕ комбайнёрсене те палăртса хăвармалла. “Агрофирма Большенагаткинская” комбайнёрĕ Виктор Петрович Сидоров 556 гектар вырса 2390 тонна тырă çапнă. Районта ăна çитекен çук. Иккĕмĕш вырăнта – “Новотимерсянский” хуçалăхри Равиль Мидхатович Зарипов – 1812 тонна , “Родники” хуçалăхри Олег Александрович Столяров 1540 тонна, “Анненковский” хуçалăхри Евгений Михайлович Бутров – 1422 тонна, “Прогресс” хуçалăхри Владимир Васильевич Шурбин - 1300 тонна, “Агро-Кундюковское” хуçалăхри Андрей Анатольевич Скворцов – 1249 тонна тыр-пул çапнă.
Ял хуçалăх управленийĕн консультанчĕ Любовь Михайловна Дубенец каласа панă тăрăх, тырă туса илес ĕçре фермер хуçалăхĕсем те тăрăшса ĕçлеççĕ. Уйрăмах Вячеслав Васильевич Салюкин, Николай Григорьевич Ивандеев, Пётрпа Сергей Валентинович Красновсем, Пётр Николаевич Долгов, Павел Анатольевич Узиков фермерсене палăртмалла.
Кĕрхи çĕртме ĕçĕ те районта хĕрсех пырать. Планпа 17550 гектар çĕре сухаласа акса хăвармалла. Хальхи вăхăта 4084 гектарне сухаланă, 1189 гектарĕ çинче кĕрхи ыраш, 2895 гектар кĕрхи тулă акнă. Ку мĕнпур планăн 23 проценчĕпе танлашать.
Чăнлă районĕ кăçал сахăр чĕкĕнтĕрне те пĕлтĕрхинчен чылай нумайрах туса илмелле. Лаптăкĕпе те нумайрах акнă: пĕлтĕр – 7621 гектар, кăçал 13200 гектар. Тухăçĕ те унчченхинчен аванрах пуласса шанаççĕ.
Район хуçалăхĕсем çаплах купăста, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, кишĕр, çĕр улми лартса çитĕнтереççĕ, кăçал вĕсен тухăçĕ те савăнтармалла.
 
: 1186, Хаçат: 36 (1128), Категори: Тырçи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: