Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Ирçелĕнче 1898 çулта çуралнă Александр Михайлович Крыш çырса хăварнинчен)
 
Эпĕ колхоза 1935 çулта кĕнĕ. Конюхра ĕçлеме тытăнтăм. 1940 çулта пахчари, шурти лашасене пăхма пачĕç. Лашасем ватăччĕ, пурĕ улттăн. Мĕнле пăхса пурăнăп çак ватă лашасене тесе кулянса ӳкрĕм. Çиме çемçе кирлĕ, тырă та кирлĕ. Колхозăн вара тырă мар, улăм та сахал, çук çитермелли. Аран улăм тупкаласа çитереттĕм.
Март уйăхĕнче çиме пĕтрĕ. Бригадир Михаил Александрович Анчиковччĕ. Ан вилччĕр тесе лашасене чĕкĕнтĕр вăрри çитертĕм, тырра сăвăрнă хыççăн юлнă сăсăлне параттăм. Кишĕр лартмалли пурччĕ, вăйлă çĕрме пуçланăччĕ. Лартма юрăхлисене суйласа илсе ыттине, çĕрме пуçланисене, лашасене çуса çитереттĕм.
Юр кайса пĕтсен курăк туха пуçларĕ. Вăл тухиччен ĕçе икĕ лаша юрăхлă юлчĕ, вăрмана каякан пулчĕç. Чăнлă тăрăх та курăк кая пуçларĕ, унти ӳсиччен шурти, çеремри кив курăка çитерсе пурăнтăм, кайран – Чăнлă тăрăх. Лашасен курăк çимелле, çавăнпа ват лашасене хăваласа каяттăм. Хытах утмастчĕç, хăйсен майĕпе пыратчĕç. Хăвса каяттăм, хăвса килеттĕм, утланма хĕрхенеттĕм вĕсене. Вара çавăнпа çĕрле те лашасем патĕнче выртаттăм. Урăх конюхсем пымасан çĕрĕпе сыхласа тăнă. Ирпе витене хăвса кайса параттăм, çавăнта каçчен тăратчĕç. Хĕвел анас енне кайсан çерем çине илсе каяттăм, çуран çӳреттĕм. Çапла çӳресе лашасем аванланчĕç. Пĕр лаша начарччĕ, хăй тĕллĕн тăрайми те пулчĕ, йăтса тăрататтăм. Çав ултă лаша хушшинче икĕ лаши мăнтăрччĕ, çавăнпа вĕсемпе йывăç кӳретчĕç. Вăрăсем те кун пек мăнтăр лашасене ăçтан тупнă тесе тĕлĕнсе калатчĕç тет. Унтан пахча сухалама тытăнчĕç. Ĕç хыççăн вĕсене ялан Чăнлă лапĕ тăрăхне илсе каяттăм. Хам кашкăрсенчен хăраттăм пулсан та çĕрĕпе лашасемпе пулаттăм.
Пур çĕрте те лаша вăйĕ кирлĕ, çавăнпа вĕсене тăрăшса пăхаттăм. Тăрайман лашана мĕнле вăй илтермелле-ши тесе кулянаттăм. Кайран вăл та вăй илчĕ.
 
Лаша çухатни
Чăнлă лапĕ тăрăх тырă акнăччĕ: пĕр енче – сĕлĕ, тепĕр енче – ыраш. Вĕсен хушшинчи çерем пит аванччĕ. Унти курăка лашасене çитереттĕм, çавăнпа вĕсем мăнтăрлана пуçларĕç.
Пĕрре эпĕ икĕ лашана çухатрăм. Мĕн тумалла, ирпе ĕçе каймалла вĕт вĕсемпе. Тăваттăшне хăвса антăм, бригадир тата икĕ лаши ăçта тет. Эп ăна: «Ан кала-ха, хам та шыраса тупаймарăм. Халех шырама каятăп»,- тетĕп. Михаил Александрович Анчиков пĕр лашине утланса кай тет. Эп çуранах каятăп терĕм. Кусемпе сухала, эп васкатăп терĕм. Манăн сывлăм типиччен йĕр тупмалла. Тырă урлă ăçталла кайни паллă пулмалла терĕм. Унтан эпĕ Чăнлă лапĕ тăрăх посёлок еннелле пăхса хăпартăм. Лашасем çинĕ тĕле çитрĕм. Çав вырăна пăхкаласа тăтăм, сĕлĕ ани урлă кайнă йĕр куç тĕлне пулчĕ. Çав йĕрпе кайрăм: чупнă çĕрте чупатăп, утнă çĕрте утатăп. Сывлăм типиччен тупасчĕ тетĕп. Çапла чупа-чупа Хулаçырми чиккине çитрĕм. Лашасем çак вырăнтан Мăклă шур еннелле кайнă. Нивушлĕ утланса кайнă-ши тесе кулянса пыратăп. Кайсан-кайсан темле тĕмескесем курăнса кайрĕç. Кайса пăхам-ха çавăнта тетĕп. Çитрĕм те – ман лашасем канма выртнă иккен. Хĕпĕртерĕм, йĕтĕм те. Мĕнле кунта килсе выртнă-ха тесе шухăшласа тăтăм. Утланса яла илсе таврăнтăм. Сывлăм пулман пулсан эп вĕсене тупаймастăм. Каялла таврăннă чух лашасем çул çинчи тырра хыпса та пăхмарĕç.
Çĕрле лашасемпе выртма кайсан темле мыскара та пулнă. Хирте, вăрманта тилĕсем çӳретчĕç. Çавсенчен хăраса вăй илнĕ лашасем тĕпĕр! туса таратчĕç, хăш чухне хам урлах сиксе каçса каятчĕç. Каллех вĕсене хыçалтан шыраса каяттăм. Каçпа пурĕпĕр тупаймастăн, шурăмпуç çуталса килсен тин кура пуçлатăн. Хăш чухне вара çĕрле каймастăм та – çутала пуçласан тин шырама пуçлаттăм.
 
Хама хĕрхенмен
Çулла лашасем курăк кăна çисе пурăннă. Тырă ĕлкĕрсен сĕлĕ çулса çитере пуçларăм. Лашасем мăнтăрланчĕç. Сивĕтсе çитсен вара яла антарчĕç. Пиллĕкмĕш бригадăра вырăн тупса пачĕç. Вити пĕрре кăначчĕ, унта ултă лаша тăратчĕ: ик енче виçшер. Лашасене час-час пăхмаллаччĕ. Çынсем пĕрре тухса кĕнĕ çĕре эп иккĕ тухаттăм.
Эп хама хам хĕрхенместĕм. Хĕрĕх пĕрмĕшĕнчен пахчара ĕçлесе пурăнтăм. Çав çул хăяр ăнса пулчĕ, вăрçă тытăнса кайрĕ.
Пиллĕкмĕш бригадăра вăл вăхăтра Яскул çăлĕнчен кунтарах, Матуксен пӳртне хирĕç, лаша вити, пӳрт пурччĕ.
Мишша та вăрçа тухса кайрĕ. Ун вырăнне Топтыгин Ляванччи юлчĕ. Тепĕр çул та хăяр ăнса пулчĕ, анчах вăйлă çумăрпа хăярсем юхрĕç.
Унтан вара председатель Уйранов пулчĕ. Мана тăваттăмĕш бригадăна илчĕç. Унта пурăнтăм. 1942 çулта çара илчĕç, унта чирлерĕм, 1943 çулта киле ячĕç. Ялта каллех конюха хучĕç. Лаша пăхакансем ачасем кăначчĕ, иккĕмĕш бригадăра арçын ачасем, виççĕмĕшĕнче - хĕрсем.
1940 çулта ыраш аван пулнăччĕ, çапмасăрах кĕлтере юлчĕ. Унтан вара тырă начартарах пулчĕ, улăм та çукчĕ. Ыраш питĕ начарччĕ. Александр Козлов айăплă. Пашмаков председатель пулчĕ, Кунтикав çынниччĕ. Улăм сахал, фураж çуккипе лашасем вилме тытăнчĕç. Фельдшер пекки Пётр Микка пулчĕ, ăна пулăшаканĕ Николай Таушкин.
1943 çулта юр нумайччĕ. Тăваттăмĕш бригадăна Алексей Сидоров ертсе пычĕ, вăл нумаях пулаймарĕ, вăрçа илсе кайрĕç. Бригадир урăххи пулчĕ – украинец, хушамачĕ Сущенко, хăрах алли суранлăччĕ.
 
Апат пĕтрĕ
1944 çула кайсан улăм пĕте пуçларĕ. Юр нумай хывса кайнипе чавса илмеллеччĕ. Бригадира улăма яр тесе каларăм. Ячĕ. Кĕтетĕп килессе. Иккĕмĕш, виççĕмĕш, тăваттăмĕш бригадăсем пурте улăмсăр таврăнчĕç, тупайман терĕç. Каçа хирĕç Сущенко килчĕ. «Вот что, хам каятăп улăма çынсемпе. Вĕсем лашашăн тăрăшмаççĕ, хăйсем валли пĕрер кĕлте çыхаççĕ те килĕсене илсе килеççĕ. Лашасем валли нимĕн те илсе килмеççĕ, тупаймарăм теççĕ», - терĕм. Тепĕр кунне хам хĕр – Татюк, Михал хĕрĕ – Марине Пухтел сăртне кайрăмăр. Улăм вырăнне çитрĕмĕр, варринче нимĕн те çук, юр купаласа кайнă. Тупрăмăр. Чава-чава икĕ лава çитертĕмĕр. Çапла хамăр çӳресе лашасене пăхрăмăр.
Апат çуккипе ытти бригадăсенче лашасене вите тăррисене сӳтсе çитере пуçларĕç. Эпĕ кун пек тумарăм, улăмран татăлман, юр айĕнчен улăм кӳрсе килнĕ. Хĕл каçиччен ман лашасенчен юлнă улăмпа бригадăри пӳртре каланккă хутатчĕç, хуралçăсемпе конюхсем урайне сарса выртатчĕç. Ытти бригадăсенче улăм çукчĕ, çавăнпа вĕсен конюхĕсене хампа улăма чĕнеттĕм.
Унтан Пётр Микка вăрçа кайрĕ, 1890 çулхи Николай Осипович Таушкин пĕччен кăна юлчĕ. Лашасен çăварĕсене пăхрăм, чăнах та хылчăк туллиех ларнă. «Атя-ха лашасен çăварĕсене тасатар», - тетĕп Таушкина. Хылчăкне кăларса йод сĕртĕмĕр. Çапла айкаланса пурăнтăмăр. Ытти конюхсем тăрăшманнине пула лашисене йăтса тăратма пуçларĕç. 1898 çулхи Александр Андреевич Каслав (Козлов), конюхсен асли, улăма пăшăхласа çитерме пуçларĕ. Эп апла тумарăм, пĕрре сивĕ шывпа, унтан вĕри шывпа ислетнипе усси çук теттĕм.
 
1944 çулхи март
Юр ирĕлме тытăнчĕ. Сысна çырмин тепĕр енне кайса арпа пуçтарса лашасене çитереттĕм. Тятӳнсене каларăм ăçта кайса арпа пуçтармаллине. Улăм хирте те, вите тăррисенче те пĕтрĕ. Апат çуккипе иккĕмĕшпе виççĕмĕш бригадăри лашасем ура çине тăраймастчĕç. Куллен лашасене йăтса тăратма чĕнетчĕç. Кайран виле пуçларĕç, 32 лашаран 6 кăна юлчĕ. “Атя лашасене çырма хĕррине кивĕ курăк çиме кăларар», - терĕм. Лашасем Кăлава çырми (çăлĕ) хĕррине çитиех çӳреме пуçларĕç. Хамăн чун чăтмарĕ, каллех хире улăм шырама кайрăм. Кунĕпе çӳресе пĕр лав тупса килтĕм. Тепĕр кун ирхине мана лавçăсем те пачĕç – 1923 çулхи Николай Ефремович Кашкоров, 1929 çулхисем - Пётр Осипович Трифонов, Фёдор Моисеевич Мостов. Вĕсемпе çумăр пĕрĕхсе тăрать пулин те çула тухрăмăр. Лашасем хырăм таран ашаççĕ, вĕсене хам малтан çул кăтартса пыратăп. Нушалана-нушалана пулин те каç енне кайсан тăватă лав арпа тиесе таврăнтăмăр. Йĕпе юра пула лашасем çунисене туртса илеймеççĕ. Юра таптаса çуна пуçĕнчен йăтса çĕклесе яраттăмăр. Витене çитрĕмĕр. 1913 çулхи Никита Николаевич Долгов мана хăв та вилетĕн вĕт капла çӳресе тет. «Лашасене тăрантармалла вĕт. Вилĕм çитсен лашасемпе вилетĕп», - терĕм.
Лавсене пушатсан ачасене кивĕ курăк çиме кăларнă лашасене хăвса килме каларăм. Хам киле кайса апатланса килетĕп терĕм. Каялла таврăннă çĕре тĕттĕм пулчĕ. Пăхатăп та – витере лашасем пурте çук. Йĕвен илтĕм те хирĕç утрăм. Çул çинче шыв ура сыппи таран. Ашса пыратăп. Ун чухне хальхи пек атăсем çук, çăпатапа çӳретпĕр, урана шыв витĕрех витрĕ. Ачасем йĕнĕ сас илтĕнчĕ. «Мĕншĕн йĕретĕр?» - тетĕп. Вĕсем лашасене вар урлă каçараймастпăр теççĕ. Çул çинче Екатерина Максимовна Адамова тĕл пулчĕ. Вăл çул кăтартрĕ. Вар тарăн, унтан каçма çук. Хам килмен пулсан хăçанччен йĕрсе тăратчĕç ачасем? Лашасене вар вĕçнелле хăвалама хушрăм. Хам вар пĕр енче пыратăп, ачасемпе лашасем – тепĕр енче. Пырсан-пырсан ăшăхрах вырăн тупрăм, хам кĕре-кĕре пăхрăм шыва. Çапла каçартăмăр вар урлă. Лашасем тӳрех витенелле чуптарчĕç. Марфа Павловна Сайгушеван лаши, айванскер, пирĕнпе хуллен утса пычĕ. Тепĕртакран хайхи лаша йăванса кайрĕ. Марфа йĕрет. «Ан йĕр, йĕнипе витене çитеймĕ, - тетĕп. - Кăшт выртса кантăр. Анчах нумай вырттарма юрамасть, сивĕ шыв çинче ури хытать. Унтан йĕвенпе хырăм айĕнчен тирсе илтĕм те – иксĕмĕр ик енчен йăтрăмăр. Çул çине тухичченех йĕвенпе пулăшса йăтса пытăмăр. Витене хăех çитрĕ. Кунта мана Александр Козлов кĕтсе тăрать. Мĕншĕн ытти конюхсем кантура килеççĕ, эсĕ килместĕн тесе вăрçрĕ. Кайрăм кантура. Унта улăма пĕçерсе çитермест тесе Козлов евитленĕ. Эп Пашмакова çапла хурав патăм: «Мĕн çитермеллине хам пĕлетĕп, вăл хушнипе пурăнмастăп, ман лашасем пĕри те вилмен. Ĕçе каяканни те пур». Пашмаков вара ун патне ура та ярса ан пуснă пултăр терĕ. Ытти бригадăсенче лашасем кайран та вилчĕç, икĕ конюхăн икĕ лаша юлчĕ.
Пĕррехинче Кăлава çăлĕнче çеремре лашасемпе выртнă чухне 2-мĕш бригада конюхĕ Сидоров Михаил Никитович çитрĕ, ача кăна хăй, 1928 çулхи. Унăн пĕр лаши кӳлĕрен тухаймасть, выртать иккен. Никам та ачана пулăшма пыман. Мана йĕрсе ыйтать, лашана кăларма пулăш тет. «Ан йĕр, кăларатпăр», - тетĕп. Иксĕмĕрĕн те тилхепе çук, йĕвенсем илтĕмĕр, çыхрăмăр. Эп шыва кĕрсе йĕвене хырăм айĕнчен тирсе илтĕм. Хам шăллăма Василие, тепĕр хĕрачана чĕнтĕм, туртса кăларма ниепле те вăй çитмест. Аран кăлартăмăр, лаша ури çинче тăраймасть. Вăйĕ пĕтнĕ. Йăтса уттарса пырсан хăех кайрĕ, çиме те тытăнчĕ.
Вырма вăхăтĕнче жнейка çине ларакан та çук. Сущенкăна хам ларăп терĕм, тепри – Кашкоров. Лашасене арăм Агриппина Герасимовна тата Иван ывăлăм пăхаççĕ терĕм бригадира. Арăм кăнтăрла кĕлте çыхма тухатчĕ, каçпа – ывăлпа лаша пăхатчĕ. Ыраш, çур тырри вырса пĕтертĕмĕр. Каçпа та киле таврăнман, унтах выртса çывăрнă.
 
Çĕнтертĕмĕр
1945 çулта чирлесе пурăнтăм, çапах та лашасене пăхма пăрахмарăм.
1946 çулта хытă аптăрарăм, пульницана лекрĕм. Эрнерен киле ячĕç, чиртен уçăлаймарăм. Килте пурăннă чух ял председателĕ Молофеев Сергей Андреевич, 1911 çулхи, лапаса конюхра ĕçлеме илчĕ. Оброков Сергей Андреевичпа, 1888 çулхи, ĕçлерĕмĕр. Вăл вăхăтра лапасра-пожаркăра тăракансем колхозра ĕçлемен. Колхозра тăман хуçалăхсем вышка çинче дежурствăра тăратчĕç. Ялта вут-кăвар тухсан часрах çынсене систернĕ, каçпа шакăлккапа шаккаса яла сыхласа çӳренĕ.
1952 çулта С.А.Молофеева ĕçрен кăларчĕç, ун вырăнне Григорий Никифорович Тражукова, 1913 çулхи, лартрĕç.
Лапасра тăватă лаша тăратчĕ – кастарнă ăйăрсем. Хĕлле лапасра хутмалли çукчĕ, шăнаттăмăр. Каçпа та унта çывăрмаллаччĕ, кайма юраман. Сергей юлташ тăлăппа чĕркенсе выртатчĕ. Оброков Сергей ĕçрен тухрĕ. Тепĕр юлташ, 1911 çулхи Мефодий Васильевич Цады, пычĕ, вăл кайсан – Егор Николаевич Одинцов, 1914 çулхи. Унтан эпĕ те хытă чирлерĕм, ĕçрен тухрăм. Пульницара виçĕ уйăх выртсан та чир иртмерĕ. Чирлесен те килте ĕçсĕр ларас килмерĕ. 1963 çулта правлени лашисене пăхма кĕтĕм. Ман умĕн Пётр Ильич Сайгушев ĕçлерĕ. Василий Анисимович Базарнов председатель правление чĕнчĕ. Икĕ çул ĕçлерĕм, лашасене мăнтăрлатрăм. Вара мана преми – кĕпе - пачĕç. 1964 çулта хытă чирлесе ĕçрен тухрăм. Пульницара тăтăш выртрăм, пилĕк хут операци туса та усси пулмарĕ. Асапланса пурăнтăм.
Чăнлă районĕ.
 
(Вăрçă вăхăтĕнче те, вăрçă хыççăн та районти «Пĕрлешӳллĕ ĕç» хаçатра А.М.Крыш лаша пăхаканăн паттăрла ĕçĕ пирки статьясем çырнă, ĕçне хакласа ăна Хисеп хучĕсемпе чысланă.)
 
: 679, Хаçат: 48 (1192), Категори: Асаилӳсем

Комментарисем:

James (2014-05-08 23:02:37):
This is a most useful cooinibuttrn to the debate

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: