Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тĕрĕ чăваш эрешĕн чи лайăх тĕслĕхĕсенчен пĕри шутланать. Мĕнле çипсемпе тĕрленĕ-ха чăваш хĕрарăмĕ?
Авал чăвашсем килте хăйсем тĕртнĕ пиртен хитре тĕрĕсемпе илемлетсе çĕленĕ çи-пуçпа çӳренĕ. ХVIII ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчи çулçӳревçĕ П.С.Паллас чăваш хĕрарăмĕн çи-пуçĕ пирки çапла çырнă: «Вĕсем, мăкшă арăмĕсем пекех, тачка пиртен ăста çĕленĕ çи-пуç тăхăнаççĕ, ăна тĕрлĕ тĕслĕ, ытларах çутă кăвак, хĕрлĕ тата хура çипсемпе тĕрлесе илемлетеççĕ», - тенĕ.
Сӳс-кантăр, çăм çип таврашĕпе чăваш хĕрарăмĕсем тахçантанпах усă курма тытăннă. Куна музейсенче упранакан ХVIII ĕмĕрхи тумсем те çирĕплетеççĕ.
Тĕрре килте тĕртнĕ пир çине, ытларах кантăр пирĕ çине, çăмран тата ӳсен-тăран сӳсĕнчен арланă çипсемпе тунă. Чăваш сӳс тума йĕтĕн акса ӳстернĕ. Кунсăр пуçне ХVIII ĕмĕрте те, ХIХ ĕмĕрте те пурçăн çиппе тĕрлесси анлă сарăлнă. Вăл вăхăтра пасарсенче е тата çулçӳрекен сутуçăсем пурçăн сутнă. Чăваш арăмĕсем ăна туяннă та арласа пĕветнĕ.
Ĕлĕк тĕрĕ çиппине кăна пĕветнĕ, çи-пуçа шурă пиртен çĕленĕ.
Çип тумалли çăма тĕрлĕ йывăç-курăк çеçки-тымарĕпе пĕветнĕ. Çав курăксемпе тымарсене хĕрарăмсем çуркунне, çулла пухнă. П.С.Паллас çырса хăварнă тăрăх, чăвашсем çиппе саратма сар çип ути, эрĕмпе сар чечек хутăшĕпе, симĕслетме тĕрлĕ çулçăллă талпиçенпе усă курнă. Хĕретнĕ чух ытларах хĕрлĕ ути юрăхлă пулнă.
Хĕрлĕ çипе çапла хатĕрленĕ. Типĕтнĕ хыççăн хĕрлĕ ути курăкне тӳсе вĕтетнĕ е ал арманĕпе авăртнă, кайран вара шыв ярса вĕри кăмакана лартнă. Тепĕр кунне унта шыв хушнă та нумайччен вĕретнĕ. Тĕсĕ çирĕп пултăр тесе шыва кĕл хушнă. Çăма типĕте-типĕте тăватă хутчен хĕрлĕ ути шывне чиксе кăларнă. Кайран çăма арланă.
Хĕрлĕ утисĕр пуçне хура çип утине тата улмуççин çуркуннехи çамрăк çулçипе те пĕветнĕ. Ăна вĕретнĕ те пĕçернĕ салатпа хутăштарнă, унта шыв янă, çĕпре хушнă. Курăкпа пĕветнĕ çип тĕсне çухатман.
Арланă çипе сăрласси те аталанса пынă. Тĕрлĕ тĕслĕ çиппе тĕрлесси пуçланса кайсан (ХIХ ĕмĕрте, ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче) ытларах сăрăсем кирлĕ пулнă.
Анатри чăвашсем улача çи-пуç çĕлесе тăхăнасси чылай кайран, ХVIII ĕмĕрĕн вĕçĕнче, пуçланнă, ХIХ ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче вăйлă сарăлнă.
 
: 949, Хаçат: 48 (1192), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: