Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Шăматкун çумри паркра кĕрхи тавралăхпа киленсе çӳренĕ чухне тахçантанпа курса калаçман ентешĕме тĕл пултăм.
- Серте тăванăм, авансем-и?! Сан патна килнех пырасшăнччĕ-ха. Пит пысăк ыйту сиксе тухрĕ. Аслă хĕрача университетра вĕренет. Сăвăсем те çыркалать, - хыпаланса калаçма тытăнчĕ Çерук. – Пĕр-икĕ сăввине хаçата та ярса панă. Лерен хурав килчĕ. Редакци специалисчĕ Анюк ĕçĕсене веçех пăсса пĕтернĕ. Тӳрлетнĕ. Ман ача кӳреннипе чирлесех ӳкрĕ. Йĕрсе те пăхрĕ.. Хаçатçă хĕрĕм сăввисене тĕрĕс калăпа лартнă имĕш. Мĕнле-ха апла? В.Маяковскин, С.Есенинăн, Серте Мишшин… кашнин хăйĕн калăпĕ пулса тухать-и апла? Пĕр Анюкăн кăна хăйĕн калăпĕ пулма пултараймасть иккен. Ăнланса пĕтерейместĕп. Мĕншĕн ман ача çырнă сăвăсене (мĕн пулсан та) çав йышăннă тытăма вырнаçтармалла?! «Свобода творчества» теекен ăнлава ăçта хумалла? Эсĕ мĕн калăн, ентешĕм?
- Çерук, - тетĕп хаш! сывласа ярса. – Кунта эсĕ ятран асăнса тухнă поэтсенчен пĕр Маяковскин кăна, хăв каларăш, хăйĕн калăпĕ пулнă. Вăл ăна хăй шутласа кăларнă (пусма-пусма йĕркесем). Çирĕплетнĕ. Ăсталанă. Çавăнпа та Маяковские реформатор, новатор тесе хисепленĕ. Ыттисем вара янтă калăппа, урăхла каласан ăслайпа (формăпа) усă курнă (кураççĕ). Ку ĕç кирпĕч е çăкăр заводĕнчи конвейер йĕркине аса илтерет. Чустана е тăмпа хăйăра лайăх çăрса-унаса çаврăнса тăракан тимĕр формăсене тултараççĕ. Унтан вĕри кăмакана пиçме ăсатаççĕ. Вутра пиçме! Вутпа пиçмесен çурт лартаймастăн, çăкăра та çăвара хыпаймастăн. Çапла-и?
- Çаплине çапла та-ха, - шухăша путрĕ Çерук, - сăвă çыраканăн хăйĕн калăпĕ пулма пултараймасть-и вара?
- Пултарать. Тĕслĕх илсе кăтартрăм-çке. Анчах та кашни поэт пуçламăш сăввипех, пĕрремĕш ĕçĕпех çĕнĕ калăп (форма) туса хураять тесе çирĕплетме питĕ асăрханмалла. Ку вăл вышкайсăр пысăк ĕç. Ман шутпа, ăна миллионран пĕри кăна тума пултарать. Эсĕ, Çерук, ахăртнех, сăввăн стилĕпе формине арпаштаратăн. Стиль вăл – автор поэзире е урăх пултарулăхра усă куракан илемлĕх мелĕ, майĕ-шывĕ. Вĕсем кашни авторăн урăхла. Пĕри – «Аслă Атăл», тепри – «Шурă Атăл», виççĕмĕшĕ – «Тăвăллă Атăл» тет. Çавăнта ĕнтĕ леш эс çирĕплетекен «свобода творчества» тени. Ĕмĕтлен, çавăр, шыра! Паллах, калăпсăр та çырма пулать пуль… Вĕсене ĕлĕкренех «вирши» тенĕ. Урăхларах – япăх та çыпăçусăр сăвăсем тесе хакланă. Е тата «заумь» тĕсĕпе (ăнланма йывăр шухăшлă) çырнă тĕслĕхсем те пур. Сăмахран, пирĕн ентеш, чăваш халăх поэчĕ Г.Айхи шăпах çак юхăмри авангардист пулнă.
Теприсем «верлибр» майĕпе (ирĕклĕ йĕркепе) те çырнă, çыраççĕ те. Кунта, Çерук, ак çакна каласа хăварассăм килет. Сăвă çырнă чухне калăпа стильпе нихăçан та пăтраштармалла мар. Хаçатри специалист, ман шутпа, поэзипе те туслă çын. Вăл Анюк сăввисене майламасăр-тĕкĕнмес ĕр пичете янă пулсан – хаçат хисепĕ-сумĕ çав тери чакса ларма пултарнă пулĕччĕ. Ку вăл никама та кирлĕ япала мар. Пулма та пултараймасть. Хаçатра тишкерӳсĕр ĕç пичетленсе тухни пулать. Мĕншĕн тесен хаçата пин-пин çын вулать. Тепĕр енчен унта ĕçлекенсем аслă пĕлӳллĕ филолог-литераторсе м, журналистсем. Тĕпрен илсен вĕсем поэзие чунтан юратаççĕ. Унăн мелĕсене-формисене те лайăх пĕлеççĕ. Анюк йĕрсе поэзишĕн куççуль кăларни, Çерук, питĕ те аван паллă! Эппин, ăна вăл кăмăллать, уншăн пăшăрханать. Сăмах май, эпĕ сана Маяковскипе пулнă пĕр мыскара çинчен каласа парам-ха. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, гениллĕ поэт чунĕпе революцишĕн тăрăшнă. Сăвăсем çамрăк чухнех çырнă. Пĕррехинче Владимир Владимировича жандармсем тытса чараççĕ. Ун костюмĕн кĕсйинче хальтерех çырнă сăвăсем те пулнă. Вĕсене пурне те тĕрме хуçисем тăпăлтарса илеççĕ. Поэт суд панă срока ларса тухать. Тухнă чух хайхи: «Ăçта ман сăвăсем?» - тесе ыйтать. Лешсем: «Конфисковали!» - теççĕ. Темиçе çултан туртса илнĕ сăввисене асăнса, кула-кула: «Как хорошо, что их – незрелых – отобрали жандармы», - тет.
Çапла çав, Парнас тавĕ вăл култарать те, куçран куççуль те кăларать.
 
: 580, Хаçат: 48 (1192), Категори: Тĕлпулу

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: