Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Уявсенчен пуринчен ытла Ваттисен кунне тата Çĕнтерӳ уявне юрататăп, мĕншĕн тесен вĕсене çынсемшĕн пит хаклă япала – астăвăм – пĕрлештерсе тăрать. Ăна пулах çĕршывра тата тĕнчере пулса иртнĕ ĕçсем тата çын шăписем çырăнса пыраççĕ.
Пирĕн истори – çынсен тата вĕсен пысăк çитĕнĕвĕсемпе çухатăвĕсен, тĕрлĕ пулăмсен хутăшĕ.
Кăçалхи Ваттисен кунĕ уяр та хĕвеллĕ, лăпкă çанталăкпа тӳр килчĕ. Димитровград хулинчен эп тăван Эврел ялне çитрĕм. Ирхинехи пĕрремĕш автобусран ял хĕррине анса юлтăм. Унтан инçех мар пирĕн ял çăви вырнаçнă. Унта эп леш тĕнчене ăсаннă хаклă çынсем патне пынă пĕрремĕш хăна пултăм. Пĕр-икĕ сехет хушши пĕр вил тăпри патĕнчен теприн патне пырса ĕлĕкхи кивĕ тĕне тытакан чăвашсен йăлипе (сардаш) сывлăх сунтăм, тутлă апатпа хăналарăм.
Ваттисен кунĕ çăва çине мĕнпур ял-йыша, тăван-пĕтене, хурăнташсене пухрĕ. Пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнисем вил тăприсем çинчи сăн ӳкерчĕксенчи куçĕсем урлă эпир мĕн хăтланнине сăнарĕç пуль. Сасартăк мана иккĕмĕш сыпăкри йăмăк, Ерменеевсен йăх-сыпăкĕнчи чи ватти, Лидия Библаева чĕнсе илчĕ. «Кайран сана пĕрремĕш вĕрентекенӳн вил тăприне кăтартăп»,-терĕ. Çак кĕтмен хыпар мана тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ.
Тĕмсен хӳттинче ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман йывăç юпа (палăк) тăрать. Ун çине «Абрамов Михаил Максимович» тесе çырни пур. Сăн ӳкерчĕкĕ пит аван сыхланса юлнă. «Хăçан вилнĕ вăл?»-ыйтатăп Лидăран. «60-мĕш çулсенче,-хуравларĕ вăл.- Вăл пирĕн тетене те – Виктор Иванович Ерменеева (иккĕмĕш сыпăкри тете — Совет Союзĕн Геройĕ) – та вĕрентнĕ».
— Мĕншĕн эс мана кун пирки маларах каламарăн? Эпĕ вĕрентекен ятне Дмитрий Кузьмин хатĕрленĕ энциклопедие кĕртес тесе сăн ӳкерчĕкне, ун çинчен çырнă е калакан материалсене, пĕлĕшĕсене шырарăм. (Михаил Абрамова 1949 çулта Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Ленин орденне панă).
— Халь тин çĕннине мĕнех пĕлейнĕ пулăттăмăр? Мĕнпур тăванĕсем вилнĕ,-терĕ акка.
Çывăх тăвансен вил тăприсене пăхса пынă май çăвана касса татакан тип çырма патне пырса тухрăмăр. «Ку тарăн вара тахçанах тăпрапа тултармалла,-шутлар ăм сасăпах.
— Кунта ĕлĕкрех кивĕ çăван карти вырнаçнăччĕ. Çăвана анлăлатма тытăнсан кунта çак канав пулса тăчĕ,- ăнлантарчĕ те Лида тарăн шухăша кайнă пек пулчĕ, çырма хĕррине сăнавлăн пăхрĕ.
— Эс мĕн унта пит тĕсесе пăхатăн?-ыйтрăм эп чăтаймасăр.
— Ниепле те Нинăна ăçта пытарнине аса илейместĕп. Вăл çак вырăналла выртать. Манран кăшт çеç аслăрах тантăш çемйипе пирĕнпе кӳршĕллĕ пурăнатчĕ. Ашшĕ, ялта ăна пурте Емелкке (Емельян Арапов) тесе чĕнетчĕç, ылтăн алăллă маçтăрччĕ. Хăй пирĕн ялсем марччĕ, килсе лекнĕ те Эврелĕнчех юлнă, авланнă. Ачисем пурччĕ. Тăваттăн танччĕ пулас. Çав тери ĕçлеме пултаракан Емелккене никам та пĕр самант пушă тăнине курман. Ялта вăл тума пĕлмен ĕç çукчĕ: çăпата тăватчĕ, карçинккасем çыхатчĕ, хĕллехи çунасем валли çатан (короб) ăсталатчĕ. Мăшăрĕпе ачисем пур пуçарура та пулăшатчĕç, карçинккасем çыхатчĕç. Унсăр пуçне ăста патне тата кĕрĕксем юсаттарма илсе килетчĕç, тиртен хăй çĕленисем еплерех илемлĕ пулатчĕç тата! Харпăкра (фабрикăра) çĕленĕ тейĕн. Тирне каскалама пысăк сĕтел пурччĕ. Ялта пĕр пултаруллă та чаплă чăваш ал ăсти пулнă Емелкке. Калхусра тăман вăл. Аслă вăрçă тытăнсан Çĕнĕ Малăклари Александровка ялĕнче ĕçленĕ.
Вĕсен килĕнче ялан çынсем пулнă. Килнĕ, çӳренĕ, хыпар-хăнар илсе килсе сӳтсе явнă. Емелкке калаçма юратакан уçă, çивĕч ăс-тăнлă çын пулнă. Кăмăл-туйăмĕпе çеç хăвăрт çилленсе каяс йăли пулнă.
Пĕррехинче кĕр кунĕнче вĕсем патне ялта чĕлхишĕн юратман, тăрăхласа калаçакан усал çын пынă. Чеен кулса, сывлăх сунма мансах мĕн тĕллевпе Емелкке хĕрĕ хăйĕн йĕкĕчĕпе улăм хыçнелле тарса пытаннине ыйтнă. Арçын çийĕн вĕри шыв янă тейĕн – вăл çав самантрах пахча вĕçĕнче тăракан улăм купи патнелле вирхĕннĕ. Ун хыçĕнче хӳтлĕхре – кĕрхи хĕвел ăшăтакан хӳтĕ вырăнта икĕ савни ыталашса ларнă. Урмăшса кайнă ашшĕ хĕрне çӳçĕнчен ярса илнĕ, çăпата калăпĕпе хĕнеме пуçланă. Хăй мĕн каланине ăнланмасăр пикене пӳрчĕ патнелле сĕтĕрсе кайнă. Сайра хутра çеç çӳрекен кĕрхи урамсене пурне те пĕлесшĕн çунакан çынсем пере-пере тухнă. «Чарăн, мĕн тăватăн?»-тенĕ тархасласа, йăлăнса.
Ял-йыш куçĕ умĕнче намăс курнă (хăйне чыссăрланнă тесе шутланă) пике каç кӳлĕм витене кĕнĕ те çакăннă. Ăна чăвашсен кивĕ йăлипе çăва тулашне карта çумне пытарчĕç. Хăйсем çине хăйсем алă хурса вĕлернĕ çынсене ĕлĕк масара кĕртмен.
Çак хурлăхлă ĕç 1947 çулхи авăн уйăхĕн варринче пулса иртрĕ. Чăваш ялĕнчи илемлĕ те ĕçчен пикен синкерлĕ вилĕмĕ çынсене нумай калаçтарчĕ.
Тантăша пытарнă хыççăн эп кӳршĕ урамри тăкăрлăка шыв ăсма кайрăм. Кăвак тĕтрепе карнă пĕлĕтĕн вăйсăр çути çинче улăм витнĕ çуртсен тăррисем палламан чĕр чунсен çурăмĕсем евĕрех курăнчĕç. Каялла таврăннă чух сасартăк Емелкке çурчĕн мăрйинчен хĕрлĕ çĕлен явăнса тухнă пек туйăнчĕ. Вăл çăва еннелле вут-хĕм сирпĕтсе вĕçет. Эпĕ чарăнсах çак тĕлĕнтермĕш çине пăхса тăтăм. Çӳлелле явăнса ыткăнакан çĕлене хĕрлĕ пăнчă çухаличчен куçпа ăсатрăм. Киле кайсан хам курнине аттене каласа патăм. Вăл шухăша путса ларчĕ те: «Вĕре çĕлен!» -терĕ. Хăйне хăй вĕлернĕ çын чунĕ вут çĕлене çаврăнать иккен, ытти вил тăприсем хушшинче канлĕх тупас шутпа тахçанччен явăнса çӳрет тет. Анчах та пикене çăва тулашĕнче пытарнă-çке. Çавăнпа та масарта лăпкăлăх тупаймĕ телейсĕр хĕр чунĕ. Пирĕн ялта тата хăйсем çине алă хунă çынсем çинче шуйттансем ярăнаççĕ тесе калаçаççĕ. Çак сăмахсене Нина Арапова амăшĕ калани те çирĕплетет. Пĕррехинче çĕрле лампа çутипе ĕçлесе ларакан упăшки патне арăмĕ тухать те хăй тĕлĕкне каласа парать. «Виçĕ лаша кӳлнĕ лав çинче хура тум тăхăннă çын ларса çӳрет, тем шырать хăй ял тăрăх»,-тет. Мăшăрне, Нина ашшĕне, те час-часах хăрушă тĕлĕксем курăннă иккен. Аслă тĕпренчĕкĕн пӳкле вилĕмĕ вĕсенче нихçан тӳрленми суран хăварнă. Унтанпа эп пурнăçăмра нихăçан та вĕре çĕлен курман. Салху кĕрхи кун куç умне тухса тăнă пулăм асăмран пĕрре те кайман. Телейсĕр хĕр тусăма епле манăн?
Хăш-чухне каçсерен ялти çуртсен тăррине тинкеретĕп те – улăм витнисем халь пĕрре те çук. Ĕлĕкрех вĕре çĕлен хăйĕн хӳрипе типĕ улăмпа витнĕ çуртсен тăррисене вут чĕрте-чĕрте янă. Вăт паян та Нина тусăма ăçтарах пытарнине аса илес тесе кивĕ карта тăнă еннелле тинкеретĕп.
Çывăх тăванăн — Лида Библаеван асаилĕвĕ мана тарăн шухăша путарчĕ. Чăваш çӳпçи, йăли-йĕрки, ваттисен каларăшĕсем, халăх сăмахлăхĕ иксĕлми. Вĕсене çамрăксем патне çитересчĕ.
 
Мелекесс районĕ,
Эврел ялĕ.
 
: 859, Хаçат: 48 (1192), Категори: Пĕлме интереслĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: