Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Облаçри «Исток» патшалăх пулăшу центрĕн Чăнлă район уйрăмĕнче виçĕ ентеш вăй хурать. Çак пархатарлă ĕçе ертсе пыраканĕ – Татьяна Алексеевна Белозёрова.
 
Вăл 1964 çулта Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçенте çуралнă. Шкул пĕтерсен Ульяновскри ял хуçалăх академин экономика факультетне пĕтернĕ. Диплом илсен «Путь коммунизма» колхозра бухгалтерта вăй хунă. Ачаранах тус тунă кӳршине Владимир Белозёрова качча кайнă. Халĕ вĕсем Хирти Репьёвкăра пурăнаççĕ. Владимир Петрович—Норовка ял администраци ертӳçи. Вĕсем икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ӳстернĕ. Социаллă пулăшу тытăмĕнче Татьяна Алексеевна улттăмĕш çул ĕçлет. Унччен килте пулăшу паракан уйрăм районти социаллă хӳтлĕх комитетне кĕнĕ. Пилĕк çул каялла вăл облаçри «Исток» центрĕн Чăнлă районĕнчи килте пулăшу паракан уйрăмĕ пулса тăнă.
Çак сапăр хĕрарăм хаваспах ман ыйтусене хуравларĕ.
 
-Татьяна Алексеевна, килти социаллă пулăшăва камсене параççĕ? Килте пулăшу илес тесен мĕн тумалла?
-Пирĕн центр пĕччен тăрса юлнă ватăсене, сусăрсене, тухса çӳреймен ватă мăшăрсене тата ача-пăчи тĕрлĕ сăлтава пула тимлĕхсĕр хăварнă ватă çынсене килĕсенче пăхса тăрать. Районĕпе ун йышшисем мĕнпурĕ 220 пенсионер тата сусăр, вĕсен хушшинче 4 вăрçă участникĕ , 22 тăлăх арăм, I-мĕш ушкăнри инвалидсем — 22 çын, II-мĕш ушкăнрисем — 53, III-мĕш ушкăнрисем — 23. Ытти районсенче опекунсен йышĕ самаях пĕчĕк.
Килти социаллă пулăшăва илес тесен участокри тухтăртан, ял советĕнчен е паспорт уйрăмĕнчен 8-мĕш формăллă справка илмелле. Паллах, паспорт кирлĕ.
-Районти пулăшу уйрăмĕн ĕçне миçе çын туса пырать?
-Пирĕн уйрăмра мĕнпурĕ 63 çын вăй хурать. Вĕсенчен саккăрăшĕ — штатра тăманнисем (вĕрентӳçĕсем, медицина ĕçченĕсемпе почтальонсем).
Ытларахăшĕ аслă тата ятарлă пĕлӳ илнисем.
- Мĕнлерех пулăшупа тивĕçтерет «Исток» уйрăм?
- Патшалăхăн гарантиллĕ тата тӳлевлĕ пулăшăвĕсене паратпăр. Тĕслĕхрен:
•ватă çын ыйтнипе пирĕн специалист лавккаран апат-çимĕç е ытти япала туянса парать.
•çиме вĕри апат хатĕрлет;
•шыв кӳрсе парать;
•вутă-шанкăпа тивĕçтерет;
•пӳлĕмсене тирпей-илем кӳрет;
•çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн тӳлет;
•хаçат-журналпа тивĕçтерет;
•тухтăр патне е ытти çĕре илсе çӳрет;
•унăн сывлăхне тĕрĕслесе тăрать (юн пусăмне, температурине виçет);
•документсем (субсиди е ытти хут)хатĕрлеме пулăшать;
•пенси тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарать.
Енчен те опека çыннин пенси укçи пурăнмалăх минимумран пĕчĕкрех пулсан ( 4353 тенкĕ) вăл тӳлевсĕр патшалăх пулăшăвне тивĕçет. Хушма пулăшу пенси калăпăшĕнчен килмест, йăлтах тӳлевлĕ (кĕпе-йĕм çуни, якатни, чирлĕ çынна çуни, çӳçне касни, урай çуни, çӳп-çап тухса тăкни, пĕтĕм хваттерте тирпей-илем туни, пахча ĕçĕнче пулăшни).
-Чунлăх тата ăс-хакăлпа кăмăл-шухăш интересĕсене мĕнлерех тивĕçтеретĕр?
-Ку енĕпе тĕрлĕ проектсем ĕçлеççĕ: «Усрав çемйи», «Çулçӳревçĕсен клубĕ» тата «Чунлăх».
Пирĕн районта усрава илнĕ виçĕ ватă. Вĕсене социаллă ĕçченсем хăйсен килне пăхма илчĕç. Иккĕмĕш проектăн авторĕ – пирĕн специалист – Л.Ф. Лапшова. Вăл йĕркеленипе ватăсем тĕрлĕ вырăнсене çитсе кураççĕ. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр эпир Майна районĕнчи Чуфаровăри Николай Чудотворец турăш ячĕллĕ чиркĕве çитсе пуç тайрăмăр. С.Т. Аксаков çуралнăранпа 220 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ уявра пултăмăр. Йывăçсем лартрăмăр.
Ульяновск хулине Владислав Третьяк депутатпа тĕл пулма илсе кайрăмăр. Анат Тимĕрçенти ĕçпе мухтав музейне кайса куртăмăр.
Чунлăх тата тĕн енĕпе те ватăсене савăнтарма тăрăшатпăр. Ватăсен тата Хĕрарăмсен кунĕсенче, Çĕнтерӳ уявĕсенче ватăсен килĕсенче ачасен вăйĕпе концерт паратпăр. Вĕсем артистсене яланах хавас. Аслă Нагаткинри Лянкинсен çемье ансамблĕ (унта усрава илнĕ ачасем) – уявсенче юрă-ташăпа савăнтараççĕ. Вĕсене чăн-чăн артистсем теме пулать.
-Килти социаллă пулăшу ĕçченĕ кам пулма пултарать?
-Халĕ ялта ĕç тупма йывăр. Çавăнпа та ăс-тăн, вăй-хал, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен, ĕçкĕпе аппаланман йĕркеллĕ кашни çын ватă çынна, сусăра пăхма пултарать. Çын нушине ăнланакан, ырă кăмăллă, тарават çынсем кăна ĕçлееççĕ пирĕн патăмăрта. Ватă çын вăл пĕчĕк ача пекех, ăшă сăмаха юратать. Пирĕн ĕçченсем районти кашни ялтах вăй хураççĕ. Хăшĕ-пĕри 3-4 çынна пăхать (саккун 6 çынна пăхма ирĕк парать). Пĕр çыншăн патшалăх 1173 тенкĕ тӳлет.
Хальлĕхе ватăсемпе сусăрсенчен хамăр ĕçченсем çинчен начаррине илтмен-ха. Çăхавсемпе сĕнӳсен кĕнекинче тав сăмахĕсем çеç, çакă пире хавхалантарать.
-Ерекен чирпе аптăракансене тата ĕçкĕпе аппаланакансене пăхатăр-и?
-Ерекен чирлисене пăхмастпăр, мĕншĕн тесен пăхакана чир ерес хăрушлăх пур. Ĕçкĕçсене те йышăнмастпăр.
-Эсир чăннипех те усăллă, пархатарлă ĕç туса пыратăр. Малашне те тав сăмахĕсем çеç илтмелле пултăр. Ăнăçусем сире. Калаçушăн пысăк тав.
 
: 955, Хаçат: 49 (1193), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: