Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Ульяновск районĕнчи Теччĕ ялĕнче пурăнакан Зоя Николаевна Мулендеева редакцие пĕр тĕллевпе килнĕччĕ: Карсун районĕнчи Языковăра пурăнакан чăваш хĕрарăмĕн Нина Антонован «Канаш» хаçата çырăннисем хушшинчи лотерейăра выляса илнĕ парнине илме.
- Темиçе çул каялла пульницара ăнсăртран паллашрăмăр Нина Антоновапа. Иксĕмĕр те пĕр тăрăхра çуралса ӳснĕ: эпĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Чакăра, вăл – Паснапуçĕнче. Унтанпа вунă çул ытла иртрĕ. Тăван пекех çывăхлантăмăр - кашни эрнерех пĕр-пĕринпе шăнкăравласа калаçатпăр. Ун патне вăхăт тупса кайкаласа та çӳретĕп. Вылявра Нина Антонова çĕнтернипе хам та савăнтăм. Хăй тухса çӳрейменнипе парнене кунта килсе илме мана шанчĕ, - терĕ вăл именерех.
Зоя Мулендеева 1987 çултанпа Теччĕ ялĕнче пурăнать. Куçса килнĕренпех фермăра ĕçленĕ, 2011 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă, унччен 25 çул пăру пăхнă. Ĕçчен чăваш хĕрарăмне тăрăшуллăхĕшĕн, пысăк кăтартусемшĕн хуçалăха ертсе пыракансем пĕр хутчен кăна мар тав тунă.
Чăваш хаçатне те юратса вулать З.Н.Мулендеева.
- 2000 çулта тин «Канаш» хаçат пирки пĕлтĕм. Хамăр клубра чăвашсен пĕр мероприятийĕнче валеçнĕччĕ. Вуларăм, килĕшрĕ, унтанпа пĕрре те çырăнма чарăнман. Кашни номерне интересленсе пăхатăп, пĕр статйи юлмиччен вулатăп. Эп чăваш вĕт, чăваш чĕлхине пĕлетĕп, юрататăп. Тата «Канаша» вулама çăмăл, веçех ăнланмалла çыратăр. Хаçата пăрахмастăп. «Канашсăр» пуçне урăх нимĕнле хаçат та çырăнас килмест манăн, - терĕ вăл.
 
: 912, Хаçат: 49 (1193), Категори: Cырaнтару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: