Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Канаш» хаçатăмăр номертен номере ырă ята тивĕçлĕ ентешĕмĕрсем çинчен çырса кăтартать. Мĕнле кăна ĕçре, мĕнле кăна профессире палăрмаççĕ пирĕн йăхташăмăрсем… Ахаль çĕр ĕçченĕ-и вăл е вĕрентӳçĕ-и, тухтăр-и вăл е юрăç-и, çар çынни-и вăл е усламçă-и – кирек ăçта та вăл чăваш ятне çӳле çĕклессишĕн тăрăшать. Эпир вĕсене мухтатпăр, вĕсемпе мухтанатпăр. Акă Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçенте çуралса ӳснĕ ентешĕмĕре Михаил Филиппович Казакова илер. Вăл ахаль платникрен тытăнса çар наукисен кандидатне, полковника çити ӳснĕ. Авăн (сентябрь) уйăхĕн 3-мĕшĕнче вăл 70 çул тултарчĕ.
Михаил Филипповичăн ачалăхĕ Вăта Тимĕрçенте иртнĕ. Çичĕ класс пĕтерсенех вăл алла пуртă тытнă. Черчен алли ун чухнех йывăçран мĕн-тĕр ăсталама юратнă.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче ялсенче çурт-йĕр тăвас ĕç вăй илнĕ. Ăста платниксенчен бригадăсем йĕркеленсе çурт хыççăн çурт çĕклесе лартнă. Çакăн пек ушкăнра туптанă те хăй ăсталăхне çамрăк Михаил.
1957 çулта ăна Кемерово облаçĕнчи Прокопьевск хулинчи сăрт-ту промышленность шкулне вĕренме кайма сĕнеççĕ. Вăл килĕшет. Икĕ çултан вăл яла ăста платник специальноçĕпе таврăнать. Каллех хăнăхнă ĕçе кӳлĕнет. Ентешĕсем валли çĕнĕ çуртсем тăвать.
1959 çулта Михаил Чĕмпĕре килсе тĕпленет. М. Горький ячĕллĕ çĕвĕ фабрикине столяра вырнаçать. Малалла вĕренес тĕллев пулман мар чăваш каччин. Тепĕр тăватă çултан вăл Ульяновскри техника çар училищин курсанчĕ пулса тăрать. Сăпайлă, тăрăшуллă, ума лартнă тĕллевне тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлама хăнăхнăскер училищĕне техник-лейтенант званипе пĕтерет. Пур енĕпе те пултаруллăскере Германири çар службине куçараççĕ. 1971 çулччен вăл кунта взвод командирĕн тивĕçне чыслă пурнăçласа тăрать. Икĕ çултан взводри салтаксене вĕрентес ĕçри лайăх кăтартусене шута илсе ăна рота (120 салтак, вăл шутра 7 офицер) шанса параççĕ. Акă мĕнле хак параççĕ унăн ĕçне училище начальникĕ А.Шевцов полковник тата училищĕн политуйрăмĕн пуçлăхĕ Е. Земсков полковник:
« …Честный и высококвалифицирова нный офицер. Требователен к себе и подчинённым. Пользуется авторитетом среди личного состава кафедры. Военную и государственную тайну хранить умеет. Свои мысли выражает открыто. Морально устойчив. В быту и повседневной жизни скромен. Состояние здоровья хорошее, работоспособность высокая».
Тимĕрçен каччи малашлăх çулне хăй тăрăшулăхĕпе уçса пырать. 1971 çулта Ленинградри тыл тата транспорт Академине инженер факультетне вĕренме кĕрет. Пĕлӳ никĕсĕ çирĕп пулни ăна çăмăллăнах инженер-механик специальноçне алла илме пулăшать. Академие пĕтерсен ăна Горький облаçĕнчи штаб пуçлăхĕн должноçне сĕнеççĕ. Унти вĕрентӳ центрĕнче кĕçĕн специалистсене хатĕрленĕ. Виçĕ çул вăл çамрăксене çирĕп пĕлӳ парас ĕçре вăй хурать. Унтан Михаил Филипповича каллех çĕнĕ вырăн сĕнеççĕ. Ăна Ульяновскри аслă техника çар училищине ĕçлеме яраççĕ. Тăван тăрăха вăл кафедра преподавателĕ пулса таврăнать. 1985 çулта ăна аслă преподаватель должноçа çирĕплетеççĕ. Тепĕр çултан вăл полковник званине илет. Çар ăслăлăхне пĕр саманта та туптама пăрахмасть Михаил Филиппович. Çарти тĕпчев ĕçĕсемшĕн, вĕренӳ пособийĕсемпе учебниксем кăларас ĕçри ӳсĕмсемшĕн 1991 çулхи кăрлач уйăхĕнче доцент ятне параççĕ.
1983-86 çулсенче вăл çар наукипе çыхăннă ăслăлăх ĕçĕсене нумай вăхăт уйăрать. Часах диссертаци хӳтĕлесе çар наукисен кандидачĕ ятне тивĕçет, аслă преподаватель пулса тăрать.
1992 çулта, 51 çул тултарсан, Раççей оборона министерстви приказĕпе ăна СССР Хĕç-пăшаллă вăйсенчен саппаса яраççĕ. Çар службине вăл 29 çул чыслă пурнăçлать. Çав хушăра 10 медале тивĕçет.
Вăй питти арçыншăн 50 çул вăл нумай мар. Михаил Филиппович хăй лайăх пĕлекен столяр ĕçĕпех аппаланма шутлать. Саккуна хисеплеме хăнăхнăскер усламçă ĕçне пуçăннине документсемпе çирĕплетет. Малтанах ĕçлеме çурт, материалсем усрама, хăмасене типĕтме склад тавраш туса лартать. Çакна тума икĕ çул каять. Тинех тытăнать вăл Европа стилĕпе алăксем ăсталама… Вунă çула яхăн аппаланать çак юратнă ĕçĕпе. Çав хушăра чăвашлăх ĕçĕсене туса пыракансене сахал мар укçа-тенкĕпе пулăшать. УОЧНКАпа тата «Эртел» ушкăнпа тачă çыхăну тытать.
Материалсен хакĕсем çулсерен мар, уйăхсерен ӳссе пынипе усламçă ĕçĕ тупăш пама пăрахать. Çулсем ӳссе пыни те анлă производство «урапине» туртса пыма йывăрлатать. Халĕ пирĕн ентеш тивĕçлипех канать.
Хăй пурнăçне вăл йăлтах çĕршывăмăрăн хӳтĕлев хăватне ӳстерес ĕçе халалланă. Çĕршывăмăрăн кирек мĕнле кĕтесĕнче пулсан та вăл тăван халăхăмăра, тăван ялне, тăван чĕлхемĕре манман. Халĕ те ентешĕмĕрсен шăпишĕн пăшăрханать, халăхăмăр ятне çӳле çĕклес тĕллевпе ĕç пуçаракансене укçа-тенкĕпе пулăшать.
 
: 1229, Хаçат: 36 (1128), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: