Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ку пулăм Анатолий Юман поэт 80 çул тултарнă ятпа çыхăннă мероприятисенчен пуçланса кайрĕ темелле. Урăхла каласан «Канаш» хаçат журналисчĕсем тата ун çумĕнче йĕркеленнĕ «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн членĕсем облаçри чăваш чĕлхине ытларах тимлĕх уйăракан шкулсенче тĕлпулусем, хаçат кунĕсем ирттересси. Вăл пĕрремĕш хут Тутарстан Республикин Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел шкулĕнче йĕркеленчĕ. Куннехинче журналистсем, çыравçăсемпе сăвăçсем Майна районĕнчи Чӳрекел шкулĕн вĕрентекенĕсемпе тата вĕренекенĕсемпе тĕл пулчĕç.
Шкулпа тата чăвашлăх тĕнчипе хăйĕн пурнăçне пĕтĕмĕшлех çыхăнтарнă Лидия Фёдоровна Ярославская вĕрентекен тата унăн хастартан та хастар вĕренекенĕсем çинчен пĕрремĕш хут çырмастпăр ĕнтĕ. Çуллахи кану тапхăрĕнче вĕсем «Канаш» хаçатра йĕркеленнĕ çавра сĕтеле хутшăнса тĕлĕнтерчĕç. Куннехинче Чĕмпĕр Енĕн чăваш журналисчĕсене, писателĕсемпе поэчĕсене хăйсем патне хăнана чĕнчĕç.
Уяв ячĕпе чӳрекелсем ача-пăча пултарулăхĕн куравне йĕркеленĕ. «Илемлĕ чăваш чĕлхи…» тесе ят панă паянхи тĕл пулăва. Вăл çак ятлă юрăпах пуçланчĕ.
Праçнике кил хуçисен ятĕнчен Л.Ф.Ярославская, хăнасенчен Анатоли Ырьят йĕркелесе пычĕç.
Чи малтан пынă хăнасенчен Серте Мишши (Михаил Андреевич Сугалов) поэт сăмах илчĕ. Кĕскен хăй пурнăçĕпе паллаштарнă хыççăн шăпăрлансене çырав ĕçĕнчи йывăрлăхсем, вĕсене парăнмалла марри çинче чарăнса тăчĕ. Çамрăк çыравçăсене канашсем пачĕ. Сăввисене хастаррăн вуларĕ. Хăйĕн юлашки вăхăтра кун çути курнă кĕнекисене парнелерĕ.
Лаврентий Данилов сăвăç та ачасене малашлăхра кирлĕ пулакан сĕнӳсем парса сăввисене вуларĕ.
Анатоли Ырьят журналист, поэт тата прозаик ачасене «Канаш» хаçатпа малашне те тачă çыхăнура пулса çырав маçтăрлăхне туптама сĕнчĕ, сăввисене вуларĕ.
Елена Мустаева журналист ачасемпе вĕрентекенсене ăнăçусем сунса çак кунсенче анчах пичетлесе тухнă хăйĕн кĕнекине парнелерĕ.
Ачасем те парăмра юлмарĕç. Паллă чăваш поэчĕсен сăввисене уççăн, тĕрĕс, чăн чăвашла вуласа тĕлĕнтерчĕç.
Тĕлпулу «Аннене – анне тееççĕ» юрра пурте пĕрле юрланипе вĕçленчĕ.
 
: 704, Хаçат: 49 (1193), Категори: Тĕлпулу

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: