Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пухăвăн 88-мĕш ларăвне Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр, Саккунсем кăларакан Пухăвăн Федераци Канашĕнчи представителĕ Сергей Бажанов, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Григорий Балыхин, Сергей Маринин, Юрий Синельщиков, регионти шутлав палатин председателĕ Игорь Егоров, Тĕрĕслĕх палатин председателĕ Галина Эдварс, ветерансен канашĕн председателĕ Сергей Ермаков, министрсем хутшăннă.
Ларура пăхса тухнă тĕп ыйту «Об областном бюджете Ульяновской области на 2013 год и на плановый период 2014-2015 годов» саккун проектне йышăнасси.
Саккун проекчĕпе облаçăн çулталăкри тупăшĕ 28 миллиард та 531 миллион та 200 пин тенкĕпе танлашать. Пĕтĕмĕшле тăкаксен калăпăшĕ – 31 миллиард та 977 миллион та 900 пин тенкĕ. Çапла вара бюджетра 3 миллиард та 400 миллион тенкĕ дефицит пулса юлать.
Область бюджечĕн 77 проценчĕ социаллă блока каять – вĕрентӳпе сывлăх сыхлавĕн тытăмĕсене, культурăна, физкультурăпа спорта.
- РФ Президенчĕн хушăвне пурнăçласа медицина ĕçченĕсене, педагогсене, культура тытăмĕнче ĕçлекенсене ĕç укçи тӳлеме укçа çителĕклĕ уйăрнă. Федераллă бюджетран облаçа 5 миллиард тенкĕ çитмелле. Ку укçа суйлавçăсен ыйтăвĕсене пурнăçласа çуртсене шыв, газ кĕртессине, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри, ял хуçалăхĕнчи ыйтусене татса пама, ялта ĕçлекен çамрăк специалистсене хваттерпе тивĕçтерме каймалла.
Сергей Бажанов Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр ĕçне пысăк хак панă, область Раççей Федерацийĕн правительствипе тачă çыхăнса ĕçленине палăртнă.
Ларура облаçри КПРФ фракцин ертӳçи Александр Кругликов бюджета критикленĕ, коммунистсем ăна хирĕç сасăлассине пĕлтернĕ, мĕншĕн тесен бюджета йышăнсан облаçăн патшалăх умĕнчи парăмĕ 6 миллиард та 700 миллиона çитет. Çаплах патшалăх пурлăхне упрама, ял хуçалăхне, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха аталантарма сахал укçа уйăрнă тенĕ.
Саккунсем кăларакан Пуху председателĕн çумĕ Александр Майер ĕçтешне хирĕçленĕ, 2013 çулхи бюджет ытларах халăха пулăшу парассипе çыхăннине палăртнă.
 
: 822, Хаçат: 49 (1193), Категори: Кун хыççăн кун

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: