Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раштавăн 1-мĕшĕнче Аслă Нагаткинри Культура çуртĕнче чаплă ентешĕмĕр, юратнă шурсухалăмăр, вышкайсăр пултаруллă сăвăç, журналист Анатолий Юман 80 çул тултарнине халалланă юбилей каçĕ иртрĕ. Хисеплĕ çыннăмăра саламлама Ульяновск облаçĕнчен тата Раççейĕн тĕрлĕ хулисенчен çывăх тăванĕсем, тусĕсем, ĕçтешĕсем килсе çитнĕччĕ.
Пултарулăх каçне Ульяновскри «Палнай» фольклор ушкăнĕ уçрĕ. Шăпах çирĕм çул каялла Анатолий Фёдоровичăн 60 çулхи юбилей каçĕнче йĕркеленнĕ ушкăн юрăçисем ырă çулташне «Саламлатăп» юрăпа (сăмахĕ Анатоли Ырьятăн, кĕвви Станислав Толстовăн) саламларĕç.
Родион Кириллов ертсе пыракан «Шуçăм» юрăпа ташă ансамблĕ сăвăçа ыр сунма, юрăсемпе савăнтарма поэт çуралнă Чăвашкасси ялĕнчен килсе çитнĕ. Ун репертуарĕнче те А.Юман сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсем çителĕклĕ. Пĕрремĕш номерĕ – Анатолий Юман сăввипе çырнă «Чăвашкасси гимнĕ».
Чăнлă район администрацийĕн культура пайĕ сумлă ентешне халалласа сăн ӳкерчĕксенчен кинофильм ӳкернĕ. Кунта Анатолий Фёдорович Ермиловăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ ачаран пуçласа паянхи кунччен сăнланнă.
Ертӳçĕ – Наталья Краснова –уяв сценарине сăвăç хайлавĕсен, сонечĕсемпе поэмисен сыпăкĕсене, чăваш классикĕсем (Петĕр Хусанкай, Стихван Шавлы, Ухсай Яккăвĕ, Леонид Агаков, Валентин Урташ, Геннадий Айхи тата ыттисем) А.Юман çинчен каланисене ăнăçлă, вырăнлă кĕртнĕ. Çакă уяв пĕлтерĕшне татах та вăйлатать, уçăмлатать.
«Чăнлă район администрацийĕ» муниципаллă пĕрлĕх ертӳçи Ханяфи Рамазанов сцена çинчен саламланă май мăнаçланма тивĕç ентешĕ Анатолий Юман пирки нумай ырă сăмах каларĕ. «Анатолий Фёдорович пек йĕркеллĕ, пултаруллă, ырă кăмăллă çын эп урăх курман, унра эп пĕр çитменлĕх те асăрхаман. Вăл пур пулăм, пур çын çине те çынла пăхать, каçарма пĕлет, ăна нихăçан та ăмсану-кĕвĕçӳ йышши туйăмсем пăлхантарманни куçкĕрет. Анатолий Юманăн йăх-ăрăвĕ те çирĕп. Ачисем, мăнукĕсем, кĕрĕвĕ-кинĕсем ăслă, ăнăçуллă. Ахальтен каламан чăвашсем ырă вăрлăхран ырă çимĕç шăтать тесе. Эпĕ çак пултаруллă çын шăпах пирĕн районта ĕçлесе пурăннишĕн савăнатăп. Самантпа усă курса чăваш пулса çурални çак çĕр çине хисеплĕ теес килет. Чăвашсем хушшинче Юман пек çирĕп, пысăк тавракурăмлă çынсем Чăнлă районĕнче чылай. Шăпах çавсене мухтаса хăйĕн хайлавĕсенче çырать те пирĕн Юман, хăватлă, хисеплĕ Юман»,- терĕ Ханяфи Валиевич.
«Анатолий Фёдорович, Эсир пĕтĕмĕшле чăваш поэзийĕн аталанăвĕнче сумлă вырăн йышăнатăр, курсан куллен алă тытса саламлашнă Петĕр Хусанкайпа Ухсай Яккăвĕн тата ытти пултаруллă поэтсен ĕçне малалла тăсаканĕ, çĕклентерекенĕ те, çыру ĕçĕн шурсухалĕсемпе çамрăк çыравçăсен хушшипе кĕпер хываканĕ те Эсĕрех»,-терĕ хăйĕн салам сăмахĕнче «Еткер» телекăларăм редакторĕ Олег Мустаев. Вара А.Юман ячĕпе Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов янă салам çырăвне вуласа пачĕ. «Сире маттур чунлă поэта-публициста пултарулăх каçне ирттернĕ ятпа пĕтĕм чун-чĕререн саламлатăп. Эсир Чăнлă районĕн чăваш хаçатĕнче 40 çула яхăн вăй хунă, облаçри «Канаш» хаçата йĕркелесе яраканĕсенчен пĕри. Эсир хальхи вăхăтри чăваш литературинче чăннипех те тухăçлă ĕçлекен çыравçăсенчен пĕри, 40 ытла кĕнеке авторĕ. Малашне те пархатарлă ĕçĕр яланах ăнса пытăр, таса сывлăх, ырă кун-çул сунатăп Сире»,-тенĕ унта.
Сцена çине Юманăн çывăх тăванĕсем, ачисем, кĕрĕвĕсемпе кинĕсем (А.Юманăн пурĕ 13 мăнук) тухсан пурте тăвăллăн алă çупрĕç. Йышлă çемье пурри тĕлĕнмелле ырă пулăм иккенне куç туллин курса килентĕмĕр. Ашшĕ валли музыка саламне хатĕрленĕ вĕсем, «Кил çинчен» юрă пурин кăмăлне те кайрĕ. Сăвăçăн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ Геннадий Ермилов, «Боевое братство» пĕрлĕхĕн вырăнти уйрăмĕн ертӳçи, тетĕшне саламланă май килти вулавăшĕнче аслин пур кĕнеки те пур иккенне пĕлтерчĕ, Афганистан вут-çулăмне лекнĕ салтаксем çинчен çырнă кĕнекине парнелерĕ. «Эпĕ те кунта пур, Сирĕн сумлă ятăра яман, яма та шутламан. Эсир пирĕншĕн яланах ырă тĕслĕх пулнă: тӳрĕ кăмăллă канашçă, чăн-чăн таса туйăмлă психолог-воспитател ь»,-терĕ тетĕшĕн аллине хĕрӳллĕн чăмăртаса Геннадий Петрович.
УОЧНКА пуçлăхĕ Владимир Сваев Чăнлă район администрацине пултарулăх çыннисене аталанма майсем туса панăшăн тав турĕ, юбиляра чун-чĕринчен менелник ячĕпе саламласа хаклă парне – тĕрĕллĕ чăваш кĕпи – парнелерĕ. «Анатолий Фёдорович, сирĕн кашни сăввăр чунра хавхалану, хăтлăх çуратать. Тавах Сире интеллигентла, пултаруллă, чаплă, ырă кăмăллă чăваш арçынни пулнишĕн. Эсир хăвăр тавра маттур чăваш çыравçисене, шевлеçĕсене – Валентина Тарават, Серте Мишши, Анатоли Ырьят, Николай Ларионов тата ыттисене те – пуçтарса çутатса, вĕрентсе пыратăр. Эпир, автономи членĕсем, Сирĕнпе мăнаçланатпăр, мухтанатпăр»,-терĕ Владимир Ильич.
Анатолий Юмана саламлама чи çывăх тусĕсем – «Канаш» хаçат ĕçченĕсем – чылай йышпа пырса çитнĕ. «Анатолий Фёдорович, нумай-нумай çул пурăнса пире хăвăрăн вилĕмсĕр ĕçĕрсемпе савăнтарăр,-терĕç вĕсем çирĕп сывлăх сунса.
Ентешне Зоя Рейтер, Александр Богатов, Серте Мишши, Лаврентий Данилов, Николай Казаков, Анна Никонорова, Нина Васильева, Дмитрий Кузьмин, Николай Кондрашкин, Елена Кузьмина, Александр Сидоров, Чăнлă районĕнчи чăваш чĕлхипе литература вĕрентӳçисем тата пултарулăх анинчи ытти тусĕсем ăшшăн саламларĕç. Уява Валентина Тараватпа Александра Синдюкова ертсе пыракан «Шанăç» тата «Уйсас» фольклор ушкăнĕсем, «Палнай» (пултарулăх ертӳçи – Валентина Сымова) «Шуçăм» (ертӳçи – Родион Кириллов) ансамбльсем Анатолий Юман сăввисемпе кĕвĕленĕ çепĕç юрăсемпе илем кӳчĕç.
Уяв пĕтмĕшĕнче Анатолий Юман сцена варрине тухса пурне те хисеп туса килнĕшĕн тав турĕ, сăвă парнелерĕ.
 
: 1019, Хаçат: 49 (1193), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: