Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Совет вăхăтĕнчи «сивĕ вăрçă» тапхăрĕнче пирĕн салтаксем 30 ытла çар хирĕçĕвне хутшăннă. 1979-1989 çулсенче тĕнчене Афганистанри вăрçă кисретнĕ. Унта СССРти 108 пин ытла салтак хутшăннă. Вĕсенчен 14453-шĕ çав патшалăхра ĕмĕрлĕхе куçне хупнă, 49983 салтак суранланнă, 330 çын хыпарсăр çухалнă. Ульяновск облаçĕнчи 4 пин ытла салтак Афганистанра служба иртнĕ, 105-шĕ унтах пуçне хунă, виççĕшĕ хыпарсăр çухалнă.
СССР вăхăтĕнчи тĕрлĕ çар хирĕçĕвне, Афганистанпа Чечня вăрçисене хутшăннисене, сусăрланнисене Раççейри «Боевое братство» обществăлла организаци пĕрлештерсе тăрать. Ульяновск облаçĕнчи кашни муниципаллă пĕрлĕхрех обществăн район уйрăмĕсем ĕçлеççĕ. Тереньга районĕнче ветерансене Николай Иванович Оброков пĕрлештерсе тăрать.
Чăнлă районĕнчи Ирçел ялĕнче 1965 çулта çуралнă Николай Оброков çар тивĕçне Афганистанра пурнăçланă.
-Сакăр класс хыççăн Аслă Нагаткинта СПТУра вĕрентĕм. Унтан мана Горький хулинчи индустрипе педагогика техникумне ячĕç. Техникума вырнаçрăм кăна – салтак ячĕ тухрĕ. Самар облаçне илсе кайрĕç, çичĕ кунтан - Грозныя. Афганистана лекессине тӳрех ăнланса илтĕмĕр. Хăраман ун чухне, хамăра суйласа илнисем пек туйнă. Грозныйра «çар ăслăлăхне» вĕрентнĕ хыççăн самолётпа Афганистана вĕçрĕмĕр, пушхире анса лартăмăр. 64-мĕш мотострелковăй бригадăра службăра тăтăм. Шăпа мана Афганистанра виçĕ хутчен Çĕнĕ çул кĕтсе илме пӳрчĕ. 1983 çулхи юпа уйăхĕнче унта лексе 1986 çулхи нарăс уйăхĕччен пулнă-çке-ха. Хама Афганистанăн кăнтăр хĕвелтухăç енче вырнаçнă Джелалабад хулине яма ыйтрăм. Ку хула пирки эп унччен документлă фильм пăхнăччĕ, куçпа курас килчĕ. Çитсе чарăнсан вара "мунчана" лекнине туйрăм. Унта сывлăш хĕвел çинче 72 градусчен вĕриленет. Чи сивĕ çанталăк та +5 градус. Субтропикра упăтесем те, пантерăсем те пурăнаççĕ. Çулталăкĕпех апельсин, мандарин, гранат, - каласа парать вăл.
Афганистан – хăрушă, нихăçан та тӳрленмен суран, çав тамăкра пулнă кашни салтак асĕнче ĕмĕрлĕхех юлать. Николай Оброков та çавсен шутĕнче. Анчах аса илсе каласа пама юратмасть. Мĕн каламалли, тревогăпа тăнă, çапăçăва кĕнĕ, çапăçусен шучĕ те çук, пĕрремĕш хут пăшалпа çынна тĕллеме кăна йывăр тесе кĕскен аса илсе хăварать вăл вăхăта. Ытларах вара районти «Боевое братство» организаци правленийĕн ĕçĕ пирки калать.
- Ăна 2005 çултанпа ертсе пыратăп. Мана ветерансем пухура хăйсем суйларĕç. Пирĕн организацире 159 ветеран учётра тăрать, вĕсенчен 76-шĕ – Афганистанра çапăçнă, 49-шĕ Чечняра, ыттисем – тĕрлĕ çĕршывсенче. Правлени председательне пиллĕкĕн пулăшса тăраççĕ. Кашнин хăйĕн яваплă ялĕсем пур. Нарăсăн 15 (совет салтакĕсем Афганистанран тухнă кун, Интернационалист воин кунĕ), 23 (Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕ), раштавăн 11 (пĕрремĕш Чечня вăрçи тытăннă кун), 27 (Афганистана пирĕн салтаксене кĕртнĕ кун) числисене нихăçан та манмастпăр, пĕрле пухăнса митингсем, концерт е спорт ăмăртăвĕ йĕркелетпĕр, - тет вăл.
Çамрăк председатель ĕçе «Никам та, нимĕн те манăçман» девиза пурнăçа кĕртнинчен пуçлать: Тереньгари Çĕнтерӳ площадĕнче интернационалист салтаксене асăнса вырнаçтарнă пысăк гранит чул çине Афганистанра тата Чечняра вилнисен пилĕк хушаматне çырса çыпăçтарать. Çаплах Афганистанпа Чечняра вилнисем вĕреннĕ шкул çурчĕсем çине Асăну хăмисене вырнаçтарма сĕнет. Ку ĕç те пурнăçланать. Тереньга шкулĕнче Д.М.Подлеснова, Михайловкăра В.И.Агрофенин тата Е.А.Кулагинсене асăнса хăма уçнă. Тата Молвинăра çуралнă, Патуелĕнче вĕреннĕ В.Ф.Иванов офицера асăнса мемориал хăми уçма палăртнă.
Хаçат вулаканĕсем Скугареевкăри ентеше П.Д.Соловьёва лайăх астăваççĕ. Вăл çут тĕнчерен уйрăлсан 2008 çулта район администрацийĕн хушăвĕпе кашни çул Подкуровка ял тăрăхĕнче Соловьёв ячĕпе чупу ирттерме палăртаççĕ. Пĕрремĕш чупăва район пуçлăхĕсем йĕркелеççĕ. Кун хыççăн ентеше асăнас ĕçе Николай Иванович хăй çине илет, виçĕ çул чупу ирттерет. Унта интернационалист салтаксем те, шкул ачисемпе училищĕре вĕренекенсем те хутшăнаççĕ. Çĕнтерӳçĕсене чыслама медальсем те, уйрăм паллăсем те тутараççĕ.
Скугареевкăпа Подкуровкăна ял масарĕ уйăрать. Ун умĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă салтаксен хушамачĕсене çырнă обелиск пур. Н.И.Оброков кун çумне 1946 çул хыççăн тĕрлĕ вăрçăсенче вилнисен обелискне те лартма шутлать. Çапла масар умĕнче тепĕр обелиск çĕкленет. Малтан унта виçĕ хушамат çырăннă, унтан вăл мирлĕ вăхăтра вилнĕ ветерансен хушамачĕсемпе ӳсет.
Афганра, Чечняра вилнисен ашшĕ-амăшне, инвалидсене пулăшассине те Тереньга районĕнчи ветерансен организацийĕ пĕрремĕш тивĕç тесе шутлать. Вĕсене кулленхи пурнăçри пĕчĕк е пысăк ыйтусене татса пама пулăшать: кашни çул пĕрер машина вутăпа тивĕçтерет, ăнсăртран чирлесен госпитале вырнаçтарать, ачисем укçалла вĕренме кĕрсен бюджета куçарассишĕн çырусем çырать.
Анчах афганецсемпе чеченецсен чи пысăк ыйтăвне – пурăнмалли условисене лайăхлатассине – хальлĕхе татса пама май çук. Ку вара ветерансен чи пысăк та тулса çитнĕ ыйтăвĕ.
-Эпĕ хамăн обществăлла ĕçе чунпа туса пыратăп. Эпир çĕршывшăн пурнăçа шеллемен, халĕ ăна кирлĕ мар пулса тăтăмăр. Муниципалитет вăй çитнĕ таран пулăшать паллах.
Хĕрхенетĕп мирлĕ вăхăтри вăрçă ветеранĕсене, вĕсем хӳтлĕхсĕр, хăйсен пысăк проблемисемпе куçа-куçăн пĕччен тăрса юлаççĕ. Çавсемшĕн ĕçлетĕп те, - тет Николай Иванович.
Салтакра пăшал тытса çапăçнисен ыйтăвĕсемпе ĕçленипе-ши, нумай çул сыхлавçăра ĕçленипе-ши – Николай Иванович хĕç-пăшалпа, çар хатĕрĕсемпе интересленет, вĕсене пухать: пахчинче хăй туса лартнă беседкăра унăн çавсен пĕчĕк музейĕ пур. Халĕ 1812 çулхи Раççей çарĕн туппине тăвасшăн. Ураписене тупса хатĕрленĕ ĕнтĕ.
Сăмах май, Оброковсен ывăлĕ те çар çынни, Мускав округĕнче службăра тăрать. Кĕçĕнни – Милена – шкулта вĕренет.
Мана Ирçел каччи Скугареевкăна мĕнле килсе тĕпленни кăсăклантарчĕ.
-Техникума Афганистан хыççăн пĕтертĕм. Направленипе Скугареевкăри училищĕне ячĕç. Унта мастер пултăм, çамрăксене слесарь ĕçне вĕрентрĕм. Милицие ĕçлеме чĕнсен – унта куçрăм. Эп Тереньга лесничествин пĕрремĕш тата юлашки участок милиционерĕ пултăм. Таврари вăрмансемшĕн яваплăх тытрăм. Должноçа пĕтерсен нумай çул сыхлавçăра вăй хутăм. Халь патшалăх службинчен кайрăм, çемьешĕн ĕçлесе пурăнатăп. Тереньган вăрманлă-сăртлă илемлĕ те çут çанталăк пурлăхĕпе пуян тăрăхĕ мана та, Елена Николаевна мăшăрăма та куçса килсенех тыткăнларĕ. Çавăнпа кунтан куçса кайма шутламан, - хаваспах хуравларĕ вăл ыйтăва.
 
Скугареевка ялĕ.
 
: 941, Хаçат: 49 (1193), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: