Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш Кăлаткăри çыхăну уйрăмĕнче мана «Канаш» хаçата çырăнса илекенсен списокне парсан Вера Самайкинапа паллашма шутларăм. Çынсем кăтартса янă çурт умне çитсен хапхаран шыв ăсма тухакан хĕрарăм курăнчĕ. Паллашнă май васкамасăр утса çăл патне çитсе килтĕмер, пӳрте шыв ăсса кĕтĕмĕр.
Паллашнă хыççăн çакă паллă пулчĕ: Вера Ивановна – Совет Союзĕн Геройĕн И.В.Ильгачёвăн кĕçĕн хĕрĕ иккен, 75 çулта, пĕччен пурăнать. «Канаша» нумай çул çырăнса илет, юратса вулать. Ăна вăл ырă хаçат терĕ.
– Эпир тăваттăн пĕр тăванччĕ: 1921 çулхи Иван, 1927 çулхи Клавдия, Евгения ятли пурччĕ, вăл вилнĕ. Эпĕ тăваттăмĕш. Ачалăх выçăллă-тутăллă иртрĕ. Мекке (вир хывăхĕнчен пĕçернĕ пашалăва кунта çапла калаççĕ – Н.Л) çисе ӳсрĕмĕр. Хире пучах пухма кайсан хăвалаттаратчĕç. Атитте (асатте) тутар ялĕсенче кăмака хурса çӳретчĕ, ĕç пĕтерсен киле çăнăх илсе килетчĕ. Ку пирĕншĕн уявпа пĕрехчĕ. Анинне (асанне) вара çăкăр пĕçерсе паратчĕ. Атте вăрçăран килсен тин пурнăç лайăх енне улшăнчĕ. Пире районти çар комиссариачĕ тăхăнма кĕпесем тата çимелли пама пуçларĕ,- ачалăхне аса илет Вера Ивановна.
Ун ĕç кĕнекинче икĕ йĕрке кăна çырнă: пĕрре – ĕçе кĕнĕ чух, тепре – тивĕçлĕ канăва кайнă чух. Мĕншĕн тесен вăл 36 çул (1956 – 1992 çулсенче) пĕр вырăнта – шкул библиотекинче – вăй хунă. Упăшкипе Анатолий Ивановичпа иккĕшĕ виçĕ ача çуратса ӳстернĕ. Мăшăрĕ, ветеринарта ĕçленĕскер,1997 çулта çĕре кĕнĕ, хĕрĕсем качча кайнă, ывăлĕ Мускавра.
Вера Ивановна каланă тăрăх, маларах халăх нумай вуланă, телевизор пулман. Халĕ чăвашла кĕнекесем те çĕннисем килмеççĕ иккен библиотекăсене, чи юлашкисем 1990-мĕш çулсенче килнĕ. Шкулта та вăл ĕçленĕ çулсенче 450 ача вĕреннĕ, халь – 56.
– Ялта чăвашла калаçаççĕ-ха çамрăксем, шкулта та вĕрентеççĕ. Ку ĕç пирĕн яла Е.В.Васильева учительница килсен тапранчĕ, тавах ăна çĕнĕ ĕçе пуçарнăшăн. Хамăн пурнăçа начар тесе калаймастăп, ылтăн пурăнатăп: пенси параççĕ, газ кĕртнĕ, телефон пур, «Бахтеевский» хуçалăх (председателĕ М.С.Салихов) тырăпа, утăпа, сĕт- çупа тивĕçтерет. Киле килсех параççĕ. Мăнуксем, вĕсен ачисем, мăнукĕсем пуррипе савăнса пурăнатăп. Вăрçă-харçă кăна сиксе ан тухтăр. Анчах çамрăксем валли ялта ĕç çукки пăшăрхантарать. Вĕсем килĕсенчен тухса кайса пĕтĕм Раççейĕпех ĕç шыраса çӳреççĕ. Ку ырă мар ĕнтĕ,- тет вăл.
Паллах, ашшĕ пирки те сăмах хускатрăмăр.
– Атте тӳрĕ кăмăллă, ĕçчен çынччĕ. Пире те ачаранах çапла пулма вĕрентнĕ, ырă тĕслĕх кăтартнă. Ял советне те ертсе пычĕ, колхоз председателĕ те пулчĕ. Пĕр тĕслĕх илсе кăтартам. Хĕрарăмсем хирте çĕр улми пуçтарнă. Вĕсем хушшинче анне те пулнă. Ĕç пĕтсен хайхисем киле пĕрер витре çĕр улми йăтса кайма шутланă. Хĕрарăмсем витрисене тултарнă та – аннене те тултарма сĕннĕ. Леш килĕшесшĕн пулман, анчах юлташĕсем эс килне кайсан упăшкуна каласа паратăн капла пирĕн çинчен, ху та ил тесе витрине тултарттарнă. Çакна атте пĕлсен аннене витрине йăттарса çĕр улмине каялла хире леçтерчĕ, - каласа парать Вера Ивановна.
Чăваш Кăлаткăра тăван чĕлхе пуласлăхĕ пирки вара вăл: «Чĕлхе ял пĕтсен çеç пĕтет!- терĕ.
 
 
Кăлаткăпуç районĕ.
 
: 929, Хаçат: 49 (1193), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: