Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ Ульяновскри чăваш хастарĕсем паян пур уявсене те хулари пĕртен-пĕр Культура керменне пухăнаççĕ. Çапла майпа кунта чăвашсем пурăннине мантарма памаççĕ, систерсех тăраççĕ пултаруллăскерсем. Чăвашсемпе ĕçлекенĕ – ЧР тава тивĕçлĕ артистки Зоя Рейтер.
Зинаида Токмакова тăван хулинче чăваш культури аталанма пуçланасса тахçанах кĕтме пуçланă темелле. Зоя Михайловна килсе çак шанăçа тӳрре кăларма тытăнсан савăнăçне ниçта хурайман. Май килнĕ таран уявсене хатĕрлесе ирттернĕ çĕрте пулăшать вăл.
– Çĕнĕ Ульяновскра пулнă пĕрремĕш Кĕр сăрине паянхи пек астăватăп. Унтанпа 10 çул ытла шавласа иртсе кайрĕ пуль. Мана кукăль-пӳремеч пĕçерме хушнăччĕ. Тĕрĕсрех хам çак тивĕçе тума пултарассине пĕлтертĕм. Вара юрĕ, сана шанатпăр терĕç. Эх, ытарайми чăваш сăвви-такмакĕ, йăли-йĕрки! Уяв пит те чаплă иртнĕччĕ. Пирĕн хулари чăвашсем питех те туслă вĕсем, маттур,-терĕ Зинаида Николаевна.- Вырăнти Культура керменне пĕр хутчен çеç мар Çĕнĕ Хулари «Палнай», «Эревет», Чăнлă районĕнчи Чăвашкассинчи Родион Кириллов ертсе пыракан ансамбль, Чăваш Республикин патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ хăйсен чаплă уяв программипе пулнă. Кашнинчех çĕнĕульяновсксем хулари ытти йăхташсене тарăн ыйхăран вăратма тăрăшаççĕ, концертсене чĕнеççĕ.
Зинаида Токмакова тивĕçлĕ канăва кайнăранпа 12 çул ĕнтĕ. Çак хушăра пĕрре те кичемлĕх мĕнне туйман. Тимлĕ упăшки Николай Петрович ялан юнашар пулнăран, ывăлĕпе хĕрĕ тата виçĕ мăнукĕ куллен шăнкăравласа амăшĕн сывлăхĕпе интересленсе тăнăран çеç мар,пурнăçне чăваш юхăмĕпе çыхăнтарнипе,юрлама -ташлама май пуррипе . «Эп чăвашсене юрататăп, вĕсем те мана çак ырă туйăмпах тавăраççĕ»,-тет Зинаида Николаевна.
 
: 905, Хаçат: 49 (1193), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: