Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çак кунсенче «Канаш» хаçатăн информаци пайĕн пуçлăхĕн Елена Мустаеван «Аннесене каçараççĕ» пĕрремĕш кĕнеки кун çути курчĕ.
Проза кĕнеки авторăн малтанхи пысăк парни. Унта кĕнĕ калавсемпе новеллăсенчен чылайăшĕ пĕрремĕш хут пичетленеççĕ. Вĕсенче Елена Николаевна паянхи пурнăçра тĕл пулакан çивĕч проблемăсене çĕклет: тĕрлĕ çын шăпине, вĕсене канăçсăрлантаракан ыйтусемпе çунат хуштаракан пулăмсене ĕненмелле çырса кăтартать. Кĕнекене çаплах «Крахвине» ятлă повесть кĕнĕ.
Канашçăсен ушкăнĕнчен пĕрремĕш чĕкеçе Раççей Писательсен союзĕн членĕ, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Анатолий Юман хак панă. «Елена Мустаева хăйĕн хайлавĕсен сюжечĕсене пурнăçран суйласа илни сисĕнсех тăрать. Ку е вăл пулăма автор хĕрарăм куçĕпе пăхса хаклани уйрăмах паха. Çапла вара пурнăçра е йăлара ыттисем курман детальсене курса вĕсене илемлĕн шăрçалать», - тет Анатолий Фёдорович. Малалла А.Юман çамрăк çыравçăн уйрăм калавĕсене хак парать, кулăшлисене палăртса хăварать, повеçри синкерлĕ самантсене тӳссе курнă ватă çын шăпине тишкерет.
«Вичкĕн куçлă çыравçă, алли те ăста унăн, чунĕ те ырă, çавна пула хайлавĕсем те çырла пек сĕткенлĕ»,-тенĕ Анатолий Чебанов çыравçă Елена Мустаева пултарулăхĕ пирки.Кĕнеке алçырăвĕпе Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Раççей çыравçисен пĕрлешĕвĕн членĕ виличчен кăшт маларах паллашма ĕлкĕрнĕ.
Чăваш литературинче Елена Мустаева – çĕнĕ ят. Ĕçтешĕмĕре асамлă проза тĕнчинче хăйĕн çирĕп вырăнне тупма, вулакансен чĕрине малашне тата çĕнĕ кĕнекесемпе тыткăнлама ăнăçусем, хавхалану тата ырă кăмăл сунатпăр.
 
: 781, Хаçат: 49 (1193), Категори: Кeнеке cyлeкe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: