Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Каллех эрех ĕçни çинчен çырать»,-тейĕ вулакан. Анчах вăл обществăн çивĕч ыйтăвĕ пулнине шута илсен çак статьяра хускатакан шухăш унăн пĕр енĕ кăна.
«Ĕç мухтава кăларать»,-теççĕ. Чăн та, чун-чĕререн, хастаррăн тăрăшсан сана асăрхаççех, ĕçре пысăк çитĕнӳсем тусан пултарулăхна палăртаççех. Чыс-хисепе тивĕçлĕ икĕ хĕрарăма пĕлетĕп. Вĕсене, колхоз-совхозра нумай çул вăй хунăскерсене, тĕрлĕ наградăпа чысланă. Унччен çак икĕ хĕрарăм ялта, районта хисеплĕ çынсемччĕ, паян…
Вальăпа Çинук аппа (ячĕсене улăштарнă), пирĕн яла çамрăклах кин пулса килнĕскерсем, туй-çуй хыççăнах колхоз ĕçне кӳлĕнчĕç. Пĕрин ĕç стажĕ – 27 çул, теприн – 33 çул. Иккĕшĕ те чĕкĕнтĕр çитĕнтерсе ят-сум илчĕç.
Вĕсем ĕçе юратса, пĕлсе пурнăçланă, çĕнĕ мел-меслете производствăна чи малтан кĕртсе пынă. Хастар та маттур хĕрарăмсене пуçлăхсем асăрханах: вĕсен сăн ӳкерчĕкĕсем Хисеп хăми çинче пулнă, район, область ял хуçалăх управленийĕн Тав çырăвĕсене тата Хисеп хучĕсене парса хавхалантарнă. Çинук аппа вара «Ĕç ветеранĕ» ята та тивĕçнĕ. Анчах иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен вĕçĕнче совхоз саланма тытăнчĕ. Производство чакрĕ, ĕç укçине çулталăкне пĕрре тӳленĕ. Панкрута тухнă хуçалăхран ĕçченсене хăйсен ирĕкĕпе тухса кайма хистерĕç. Вĕсен йышĕнче – Вальăпа Çинук аппа.
Кĕтмен çĕртен пурнăç улшăнни маттур хĕрарăмсене аптратсах ячĕ – пĕр ĕçе вĕреннĕскерсем урăххипе аппаланма та пĕлмерĕç. Çапах та вăхăт иртнĕçемĕн Валя аппа пахча çимĕç çитĕнтерсе пасарта сутма хăнăхрĕ, анчах унта ун çумне усал çыпăçрĕ тейĕн: хĕрарăм эрех сыпкалама пуçларĕ.
Çинук аппа юнашар яла ĕçе вырнаçрĕ, анчах уй урлă çӳреме йывăр тесе темиçе уйăхранах пăрахрĕ. Çĕршывăн тĕп хулине «парăнтарас» тĕллевпе Мускава та кайрĕ, тем ăнмарĕ пулас та – каялла таврăнчĕ. Текех пĕр ĕç те алла пымарĕ – кунран-кун ахаль ларма вĕренчĕ. Упăшкине шанчĕ, анчах лешĕ, ахаль те эрехпе туслăскер, çемье тĕревĕ çинчен манса ĕçрĕ те ĕçрĕ. Ăнман пурнăçа хурласа Çинук аппа та мăшăрĕпе юнашар ларса сыпкалама тытăнчĕ.
Малтанлăха вĕсем ĕçке ярăннине никам та пĕлмерĕ, анчах вăрттăнлăха михĕре усраймăн. Урам тăрăх савăнăçлăн çӳренне куркаланă-ха, çуттине тутанма сăлтавĕ пур пулĕ тесе шухăшланă.
Пĕррехинче Валя аппа çул хĕрринче выртнине куртăм та тĕлĕнтĕм. Унтанпа ăна та, Çинук аппана та килĕрен киле çӳренине темиçе сăнарăм… Ĕçе-ĕçе вĕсен сăнĕ-пичĕ те тĕксĕмленчĕ, кăмăлĕ те усалланчĕ, ячĕ-сумĕ те çухалчĕ.
«Ĕçпе пиçĕхнĕ хĕрарăмсем паян ĕçке ернĕ»,-тенĕччĕ пĕр çулташăм. Чăн та, ĕнерхи маттурсем халĕ ӳсĕр арăмсем кăна. Чыс-хисепе вара урăххисем тивĕçеççĕ.
Галя пирĕн кинемейсенчен 10-15 çул кĕçĕнрех. Вăл та çамрăклах пылак тымар ӳстерекенте тăрăшма тытăннă пулин те ĕçе ниепле те хăнăхса çитеймесĕрех хуçалăхран кайрĕ. Çав вăхăтрах пуçаруллă та çаврăнăçуллă пулчĕ: паян Галина Ивановна – усламçă.Ялта тата посёлокра икĕ лавкка тытать.
 
: 841, Хаçат: 49 (1193), Категори: Cивeч ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: