Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ывăлсен ашшĕн аллинче эпĕ ĕç хатĕрĕ курман. Вăл ялан хуралçăраччĕ, унта та вăхăт-вăхăт кăна тытăнса тăратчĕ. Эрех ĕçнĕ пирки каçсерен ун вырăнне хурала арăмĕ тухатчĕ. Ку хĕрарăмăн куçĕнче пĕрмаях куççуль шывланса тăратчĕ. Куçĕсем те чĕлĕм сĕрĕмĕнчен япăхланса çитнĕрен, те çав териех хурланнăран çаплаччĕ. Ара, виçĕ ывăлĕпе упăшки мăкăрлантаратчĕç чĕлĕм. Çурт кĕтессинче кашни уйрăмшарăн тытатчĕç туртмалли хатĕре. Маччи сĕрĕмпе саралса ларнăччĕ, тумтирĕсемпе ытти таварĕсем веçех сĕрĕмпе сăрăннăччĕ. Ку çемьере ĕç пирки никам та сăмах хускатса курман. Тăрăшман та. Ывăлĕсем, шкулта вăхăт ирттермелле вĕреннĕскерсем, ятарлă ĕçлесе курман темелле. Унта-кунта çапкаланса çӳренĕ хыççăн каллех амăшĕн пенси укçи çине таврăннă. Ашшĕ сăмах калама хăранă. Вăл çитмĕлтен иртсен çĕре кĕчĕ. Тепĕр виçĕ çултан арăмĕ те кайрĕ çут тĕнчерен. Виçĕ ывăлĕ кивĕ те тайлăк пӳртре юлчĕç, эрех ĕçрĕç, пĕр-пĕринпе çапăçрĕç, ĕçлемерĕç. Малтанхи пекех пĕр-пĕринчен пирус пытаратчĕç. Пĕр-пĕрне шанмастчĕç.
Вăхăт иртрĕ. Вĕсенчен кӳршисем кăна мар, ял-йыш та ютшăнма пуçларĕ. Асли темиçе хут тĕрмере ларса тухрĕ. Унтан тĕнчерен çухалчĕ. Ялта çук.
Çурчĕ кивелсе пычĕ, пĕр енне тайăлма пуçларĕ. Ку картишĕнче выльăх ури йĕрĕ пулса курман, картара автан авăтман. Вăталăххи эрех ĕçнипе чире кайса вилчĕ. Унтан кĕçĕнни те çав çулпах ку тĕнчепе сывпуллашрĕ. Халĕ çурчĕ йăваннăпа пĕрех. Йĕри-тавра çӳллĕ курăк пусса илнĕ. Хуçалăх юхăнчĕ, пурнăç кунта сӳнчĕ. Виçĕ ывăл, сывă, тĕреклĕ çуралнăскерсем, пурăнмаллискерсем – çухалчĕç ку пурнăçран. Кам аса илет халь вĕсене? Ăçта, мĕнпе палăрчĕç вĕсем? Кама усă пачĕç? Кама савăнтарчĕç? Хăйсем савăнса кураймарĕç. Халĕ ку çемьен сăн ӳкерчĕкне ниçта та кураймăн. Ниçта вĕсен пĕртăванĕ çук. Çырма хĕрринчи тикенексем евĕр типрĕç, хăрчĕç, манăçрĕç. Виçĕ ывăл…
 
: 824, Хаçат: 49 (1193), Категори: Чăн пулни

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: