Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пĕр тĕллевпе пурăнакан çемьен никĕсĕ килĕшӳпе юрату çинче çеç тăнине пурнăç лайăх çирĕплетсе парать. Аслă Нагаткинра пурăнакан Остроумовсен çемйине (Татьяна Петровна тата Владимир Петрович) тĕслĕхлĕ çемье теес килет.
Вĕсем иккĕшĕ те пурнăçĕсене сывлăх сыхлавне халалланă. Владимир Петрович тивĕçлĕ канура пулин те Аслă Нагаткинри район пульницинче лаборатори пуçлăхĕнче вăй хурать.
Остроумовсен тăван çĕршывĕ – Тутар Республики. Çемье пуçĕ Пăва районĕнчи Пӳркелĕнче, мăшăрĕ Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Йĕлмелĕнче çуралнă. Татьяна Петровна тивĕçлĕ канура. Авăнăн 10-мĕшĕнче унăн юбилей. Çĕртме уйăхĕнче вĕсем тепĕр уяв – пĕрле пурăнма тытăннăранпа 35 çул çитнине паллă тунă.
Мăшăрĕ каланă тăрăх, Татьяна Петровна – çемье вучахĕ, тĕрекĕ. Çамрăклах ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнипе вăл хуçалăх ĕçне лайăх пĕлет. Çемьере асли пулнипе хуçалăхри мĕнпур ĕç, кĕçĕн йăмăк-шăллĕсене (мĕнпурĕ саккăрăн ӳснĕ) пăхасси йăлтах ун çине тиеннĕ. Кĕçĕнни тăваттăра çеç пулнă. Çавăнпа та Татьяна Петровнашăн кил ăшши темрен хаклă. Хăй çемье çавăрсан та вăл çак ăшша тытса пырать.
Татьяна Çĕнĕ Йĕлмелĕнче сакăр класс пĕтерсен медучилищĕре медсестрана вĕренсе тухнă. Ĕç биографине Кивĕ Çĕпрелĕнчи район пульницинче ачасен уйрăмĕнчен тытăннă. Хĕрĕн тăрăшулăхне кура ăна Хусана операци сестрине вĕренме яраççĕ. Виçĕ уйăх вăл çĕнĕ специальноçа ăса хывать. Ун хыççăн вунă çул район пульницинче хирурга пулăшать. Часах ăна тĕп медсестра тивĕçне шанса параççĕ. Çак яваплă ĕçе вăл 1986 çулччен пурнăçласа пырать. Унпа юнашар яланах шанчăклă мăшăрĕ Владимир Петрович. Çав çулсенче районта халăх шучĕ чакнипе пульницари штатсене те чакарма тытăнаççĕ. Эпидемиологра вăй хуракан çемье пуçĕ ĕçсĕр юлсан Хусана тухтăрсен пĕлĕвне ӳстерекен института лаборанта вĕренме каять. Аслă Нагаткина лаборатори пуçлăхĕ пулса таврăнать.
1987 çул Остроумовсемшĕн чи паллă çул. Вунă çул пĕрле пурăннă хыççăн тахçантанпа кĕтнĕ ача — Саша çуралать. Вăл тĕрекленсе ача садне çӳреме тытăнсан Татьяна Петровна каллех ĕçе тухма васкать. Районти инфекци уйрăмне вырнаçать. Кунта вăл 2010 çулчченех – 22 çул вăй хурать. Ерекен чирсен сиенлĕхне шута илсе ăна 50 çул тултарсанах пенси уйăрма тытăнаççĕ. Анчах хăнăхнă сукмакпа çӳреме час пăрахмасть вăл. Тата сакăр çул хăй ĕçне юратса, тӳрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать. Татьяна Петровна — аслă категориллĕ медсестра, РФ Ĕç ветеранĕ, нумай Тав хучĕпе Грамотăна тивĕçнĕ.
«Халĕ мăшăр килти ĕçсемпе аппаланать. Хур-кăвакал, чăх-чĕп, качакасем пăхать. Тăпăрчă, чăкăт, хăйма тăвать. Унăн чи юратнă ĕçĕ – чустапа аппаланасси. Питĕ ăнса пулаççĕ вăл пĕçернĕ кукăльсем… Тепĕр хобби – кăмпана çӳресси. Кăмпа тесен вăл таçта çитме те хатĕр,- тет Владимир Петрович арăмне тивĕçлипех мухтаса.- Манăн мăшăр лăпкă та ăслă хĕрарăм. Çын умĕнче асăрхаттарас, вăрçас йăла унра çук. Çавăнпа та пирĕн çуртра яланах лăпкă. Унри тепĕр лайăх ен — манăн пуçарусене ырласа пур енĕпе те пулăшасси. Тĕслĕхрен, хам çуралнă ялта чиркӳ тума тытăнсан эпир арăмпа 20 пин тенкĕ укçа уйăртăмăр. Эпир çука юлмарăмăр, халăха — пулăшу».
Ырă туни ырăпах таврăнать теççĕ. Ахальтен мар Остроумовсем «Ырă тума васка» девизпа пурăнаççĕ. Владимир Петровичăн ĕç пӳлĕмĕнче те пурте курмалла вырăнта çапла çырса хуни пур. Пирĕн редакцие фотоаппарат туянма укçа уйăрнăшăн халĕ те тав тума сăмахăм çитмест.
Ĕмĕтсем пирки сăмах хускатсан мăшăр пĕр харăс мăнук кĕтни пирки пĕлтерчĕ. Ку ăнсăртран мар. Нумаях пулмасть Остроумовсем ывăлне авлантарса кин кĕртнĕ. Алевтина – милици лейтенанчĕ.
-Хушамата тăсакан кирлĕ. Йăмăксем качча кайса хушамачĕсене улăштарса пĕтерчĕç. Халĕ ывăлпа кинре шанчăк,- тет йăл кулса Владимир Петрович.
Унтан çапла хушса хучĕ:
- Кирек кам çуралсан та хамăрăн пулĕ, сывлăх кăна пултăр!».
 
Чăнлă районĕ.
 
: 997, Хаçат: 36 (1128), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: