Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Б а л л а д а)
 
Уильям Вордсвортăн (1770-1832) «Катăк ăслă арçын ача» («Слабоумный мальчик») баллади акăлчан литературинче чи паллă произведенисенчен пĕри.
Паянхи акăлчансемшĕн вăл наци классикин шедеврĕ, антологисемпе хрестоматисен мухтавĕ шутланать. 1798 çулта баллада кун çути курсан çав вăхăтри халăх ăна питĕ шавлăн, ăнланаймасăр йышăнать. Уншăн çак хайлав хăйнеевĕр тĕлĕнтермĕш пулса тăрать. Çамрăк Байрон та именсе тăмасăр ун пирки тăрăхласа сăвă çырать. Имĕш, Вордсворт унта «халăхран тухнă» ачана (вăл чăннипех те кăштах катăк ăслăрах пулсан та) лирикăлла дифирамб халалланă. 18-мĕш ĕмĕр вĕçĕнчи акăлчан вулаканĕшĕн баллада сюжечĕ чăннипех те чăрсăрлă хăюлăх шутланнă. Хăйне тапăнакан пиçсе çитмен критиксене автор çапла хуравлать: «Туссем, кăштах та пулин хамăр чунсене уçар-ха, шалти «эшлĕхрен» («я» - ран) хăтăлса, уççăнрах пăхар ахаль çынсем çине, вĕсем çут çанталăкпа килĕшӳллĕн, ансат пурнăçпа пурăнаççĕ».
Баллада тематики питĕ анлă, интереслĕ. Унта амăш юратăвĕ, çумрине хĕрхенни, уншăн тем тума та хатĕрри тата ытти те.
Çак ансат чăнлăхсенче мар-ши тĕнчипех пуçа ыраттаракан, канăç паман этемлĕх пуласлăхĕн ăнăçĕпе йĕрке-тирпей тымарĕ?
Паллах, балладăна чăвашсем вырăсла вариантне тупса вулама пултараççĕ (ăна акăлчан чĕлхинчен А.Карельский куçарнă). Анчах та асăннă хайлава чăвашсем тăван чĕлхепе вуласа тухса паллашни те, ман шутпа, усăсăр пулмĕ.
 
Куçаруçăран.
 
Уильям ВОРДСВОРТ
 
Каç пулчĕ. Уйăхăн çути
Саланчĕ йăлăм-катана.
Тусне чĕнет-и хăнана –
Тинех сас пачĕ тăмана.
Янрарĕ шăплăхра салху
«Угу!» çине «Угу! Угу!»
 
Ăçта васкан, мĕн-ма чĕтрен,
Сана мĕн пулнă, Бетти Фой?
Ма пони çурăмĕ çинче
Ларать çак мĕскĕн йĕкĕт Джон?
Ачу инкеклĕх аллинче.
 
Тавралăх, халăх халь çыврать.
Йĕнер çинчен ăна антар.
Анчах телейлĕн курăнать.
Ах, Бетти, вăл систермесен,
Мала çĕмрен пек вĕçтерсен?
 
Пит лайăх Бетти ăнланать:
Пускил аптранă, Сьюзен Гей;
Вăл ватă. Чирлĕ курăнать,
Пушшех пĕччен çеç пурăнать,
Тарасшăн пулĕ çав телей.
 
Ун çумĕнче никам та çук,
Хăрах кив çурчĕ таврара.
Ăçтан ăс-пуç çитермелле?
Ват Сьюзена шеллемеллех,
Чир-чĕрсене çĕнтермеллех!
 
Ача та амăш. Тĕттĕм каç,
Халь Беттин мăшăрĕ те çук.
Хуçалăх вăйĕ арçынра,
Вăрман касать вăл айлăмра.
Мĕн тумалла? Кам калĕ-ши?
 
Ак Бетти пĕчĕк лашине
Кăларчĕ килĕ картинчен.
Пӳрнеске пек лаша кăна,
Тертленнĕ чух – кӳлен ăна.
Хăй лăпкă пулчĕ ку кунччен.
 
Йĕнерлĕ пони. Самантрах.
Йĕнерлĕ те… Пур пĕр анчах:
Чунне вут-çулăм çунтарать –
Джона çула вăл пуçтарать!
Вăл уншăн хаклă, мĕскĕн мар.
 
Шыв урлă каçĕ кĕперпе,
Каçсан вĕçтерĕ айлăмпа
Хуланалла. Унта çитсен
Чиркӳ кăтартĕ тĕп çулне,
Çитерĕ тухтăрăн умне –
Вилсе те кайĕ Сьюзен Гей.
 
Мĕн тумалла саламатпа,
Çĕлен пек чĕрĕ хулăпа?
Кăшт сулĕ Джонни туратпа,
Тивертĕ пони хурçине,*
Çил пек вĕçтерĕ хуçине.
 
Пит тăрăшса, пăшăрханса
Парать ăс амăш ывăлне.
Хăш еннелле ун каймалла,
Çул пăрăнсан – пăрăнмалла,
Ун канашне пăхăнмалла.
 
Чи-чи кирли вара: «Ачам,
Киле çеç таврăнма ан ман.
Ан кĕт, ан чарăн ниçта та,
Курса эс йыхăр тухтăра,
Киле çитсемччĕ туххăмра».
 
Джон йăлт чухлать, тем ĕнĕрлет,
Пĕр вĕçсĕр пуçĕпе сĕлтет.
Шав турткалать ут йĕвенне,
Васкать, васкать вăл ту енне.
Ăнланчĕ амăш ывăлне.
 
Кайма та чарĕччĕ халех,
Анчах хытарчĕ кăмăлне.
Алли çеç тиврĕ понине,
Лаши тапранчĕ самантрах.
Тăрать-ха Бетти те кунтах.
 
Тинех, лаша тапрансанах,
Ах, мĕскĕн, катăк ăслă Джон,
Каятчĕ пуль ухмахлансах!
Алли-ури ун хускалмасть,
Телейлĕ! Чĕлпĕр тытаймасть.
 
Черченкĕ чăрăш туратти
Лаш кайрĕ Джонни аллинче.
Çурхи вăрманăн тăрринчи
Уявлă уйăх çутинчен
Ун чунĕ çутă пуринчен!
 
Юрлать вăл, хытă савăнать,
Анчах мала хăй талпăнать.
Вăл – юланутçă, вăл – маттур!
Утне мăнаçлăн хăвалать,
Телейлĕ Джон! Телейлĕ Джон!
 
Ун амăш юлчĕ савăнса,
Сăнарĕ хăй ачин сăнне.
Хуллен калаçрĕ мухтанса:
«Йĕнер çинче епле ларать!
Тӳп-тӳрĕ те кĕрнек пырать!»
 
Хыпар çук-ха, ку – авана.
Тур сыхласассăн таврăнать.
Ак кĕчĕ пулĕ вăрмана.
Инçе вăл, курăнмасть мана.
Анчах шав курăттăм ăна.
 
Ав ĕнĕрлет хăй юррине,
Сасси кунта та илтĕнет.
Арман шывле шăнкăртатать!
Ăна вĕт пони итлет».
Ун хурлăхĕ кăштах чакать.
 
Вăл Сьюзен Гей патне утать –
Часрах хыпар пĕлтермелле,
Джон килессе те кĕтмелле…
Ӳхлетнĕ май тăманасем,
«Тру-тру» тет Джонни, йăпанать,
Тен, пурнăç çăмăл туйăнать…
 
Халь пони ачапа пĕр май,
Ун кăмăлĕ йăваш, тӳлек.
Сиксе тухсассăн терт-инкек
Лав сĕтĕрет хуллен, туртать,
Пин çул-и пурăнтăр, чăтать.
 
Вăл шухăшлă пек халĕ те,
Майпен, асăрханса утать.
Джона пĕлет, чухлать, анчах
Туймасть халь унăн чĕрине –
Тем лекнĕн çурăмĕ çине…
 
Вĕсем пыраççĕ вăрманпа,
Пĕтсен вăл анĕç айлăма.
Чиркӳ пур – çуммăн тухтăрпа,
Ăна Джон чĕнĕ пулăшма,
Выртать-çке Сьюзен вырăнпа.
 
Халь Бетти чирлĕ çын панче
Ачи çинчен шав калаçать.
Çиччас килет тет, ӳкĕтлет,
Хăюллă ман вăл, ăслă тет,
Кĕтет-çке Сьюзен Гей, кĕтет!
 
Ăçта каяс тен ун панчен?
Сыхлать ăна вăл, пулăшать.
Пур çăкăр, шыв пур умĕнче.
Çак чирлĕ çынсăр сак çинче
Никам çук тейĕн пуçĕнче!
 
Анчах пăхар-ха куçĕнчен
Кăшт тимлĕрех те тарăнрах:
Куратпăр – чунĕ анлăрах
Ĕнерхинчен – савăнăçне
Памашкăн хатĕр пурне те!
 
Анне çав! Вăхăт-вăхăтран
Пăхать шав пĕчĕк кантăкран.
Пуçлать çеç пĕр-пĕр калаçу,
Чарать хăйне хăй самантран –
Кĕрес пекех Джон алăкран!
 
Çине-çине ах! ахлатать,
Пит начарланнă Сьюзен Гей.
Ăна халь Бетти йăпатать,
Çиччас килеççĕ, чăт-ха тет,
Епле çап-çутă уйăх тет.
 
Чирли – чирлех: вăл йынăшать,
Çĕрле халь, вунпĕрмĕш сехет.
Ах, мĕскĕн Бетти! Пиçĕхет!
Ун чунĕнче вут тĕлкĕшет,
Çиччас килеççĕ, чăт-ха тет.
 
Кĕçех ак çур çĕр те çитет,
Каç çаплипех уяр, тӳлек.
Пĕр тикĕс уйăх çутатать.
Анчах та тухтăр çук. Инкек!
Асаплă Сьюзен çухалать.
 
А Бетти мĕн? Нумай пулмасть
Ятларĕ ывăлне: «Юлхав!
Ăçта çухалчĕ халиччен?
Кăтартăп таврăнсан «мухтав»,
Хĕлхем саланĕ çамкинчен».
 
Тата сехет иртет – Джон çук.
Пăшăрханмашкăн тытăнать.
Мĕн пулчĕ-ши? Вĕт çук та çук.
Тен, тухтăра хальччен кĕтет...
Хăçан вĕсенĕн ĕç пĕтет?
 
Питех те чирлĕ Сьюзен Гей,
Епле, мăнтарăн, ахлатать.
Кам калĕ-ши – мĕн тумалла?
Тен, утмалла вăрманалла...
Чирли панче-и юлмалла?
 
Ак вăхăт ир енне каять.
Сас-чĕвĕ çук халь, тухтăр çук.
Хура вăрманăн çийĕпе
Юхаççĕ пĕлĕт кĕлтисем.
Ăçта-ши Джонни понипе?
Мĕн-ма чирлеççĕ-ши çынсем?..
 
Чирлин те пуçĕ çаврăнать,
Куçне тем те пĕр курăнать –
Шыва Джон путнăн туйăнать!
Шутлатăн – сывлăш хупăнать!
Мĕн чухлĕ çылăх пухăнать.
 
Персе ярсассăн сасăпах –
«Тархасшăн! Тур сыхлатăрах!»
Чĕри те Беттин шарт! сикет,
Тек вырăнта вăл лараймасть,
Хăйне хăй Бетти чараймасть.
 
«Ах, Сьюзен, манăн каймаллах!
Каятăп эпĕ. Ан ятла.
Ача вĕт-ха вăл, пирĕн Джон.
Ăс-пуçĕ катăкрах кăштах,
Çулне çухатрĕ пуль йăлтах.
 
Каятăп эпĕ, чăтма çук!
Анчах та эс килĕшмесен,
Суранусем тертлентерсен,
Тен, каймăп та, тен, юлăп эп...
Мĕн кирлĕ халь сана, калаç,
Ах, ырă Турă, патăн каç!»
 
«Каях, тăванăмçăм, каях!
Эп чăтăп-ха, вăй тупăп-ха».
Тинех Джон амăш алăкран
Çунатлă пек тухса вĕçет.
Хăй Сьюзена та пит шеллет.
 
Вăрман сукмакĕпе васкать
Фой Бетти çутă айлăмпа.
Анчах умри сăмахăма
Кунта шутларăм кĕскетме,
Кичемлĕх çеç пулать кĕтме.
 
Сăнать вăл, мĕскĕн. Тилмĕрсе:
Çак лăс туратлă тĕнчере,
Шупкалнă уйăх çутинче,
Юратнă амăшне кĕтсе
Çӳрет пек ывăлĕ йĕрсе.
 
Кĕпер шыв урлă çирĕп мар –
Хăрушă шухăш çуралать:
Тен, çакăнта Джон чарăнать...
Тӳлек шыв пичĕ çийĕпе
Ишет сар уйăх çĕрĕпе –
Çавна тытасшăн карăнать.
 
(Малалли пулать.)
 
: 924, Хаçат: 49 (1193), Категори: Шевле çути

Комментарисем:

AFlandydag (2018-08-19 16:31:38):
Pression arterielle est comment poupe votre sang pousse contre les parois de vos arteres lorsque votre coeur determination pompe le sangĕ Arteres sont les tubes qui transportent perseverent b gerer offre sang loin de votre coeurĕ Chaque age votre manque de sensibilite batĔ il pompe le sang tout au long vos arteres a la flanerie de votre corpsĕ
https,ӲӲwwwĕcialisp ascherfr24ĕcomӲtada lafil-expirationӲ


AJatepeend (2018-09-21 08:27:05):
Poids est comment dur votre sang pousse contre les parois de vos arteres lorsque votre coeur determination pompe le sangĕ Arteres sont les tubes qui transportent perseverent b gerer offre sang loin de votre coeurĕ Chaque age votre moelle batĔ il pompe le sang par de vos arteres a la flanerie de votre corpsĕ
https,ӲӲwwwĕcialisp ascherfr24ĕcomӲcial is-bienfaitsӲ


AJatepeend (2018-10-01 14:27:35):
Poids est comment poupe votre sang pousse contre les parois de vos arteres lorsque votre coeur essence pompe le sangĕ Arteres sont les tubes qui transportent perseverent b gerer offre sang loin de votre coeurĕ Chaque set votre manque de sensibilite batĔ il pompe le sang par de vos arteres a la flanerie de votre corpsĕ
https,ӲӲwwwĕcialisp ascherfr24ĕcomӲtada lafil-allergieӲ


Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: