Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнче 1 млрд тенкĕрен кая мар инвестици калăпăшлă сĕт-турăх таварĕсене туса кăларакан çĕнĕ завод туса лартмалла.
Ун пирки Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр, «Воронежский» сĕт комбиначĕн тĕп директорĕ Аркадий Пономарёв, Ульяновск хула ертӳçи Марина Беспалова килĕшӳ çине алă пуснă. Çак проект облаçра тата 200 ĕç вырăнĕ туса парĕ.
Завод талăкра 400 тонна сĕт таварĕ туса кăлармалла. Унăн пĕр пайĕ 2015 çулта хута каймалла, иккĕмĕш – 2017 çулта. Унта вырнаçтарнă хальхи вăхăтри оборудовани çĕнĕ технологипе ĕçлĕ, паха сĕт-турăх туса кăларĕ.
Завода Атăлăн сулахай енче вырнаçтарма палăртнă.
 
Регион тасалăхĕшĕн кĕрешеççĕ
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр хушăвĕпе облаçри районсене çӳп-çапран тасатмалли тĕп схема хатĕрленĕ.
Ун пирки регионти вăрман хуçалăхĕн тата экологи министерстви пĕлтернĕ. Çӳп-çапа вырнаçтарас тĕллевпе муниципаллă пĕрлĕхсенче тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ. Тĕслĕхрен, пурăнакансен шутне кура полигонсене вырнаçтарма схема хатĕрленĕ. Унпа килĕшсе Сергей Морозов харпăр инвесторсене явăçтарма план çирĕплетнĕ.
Регион пуçлăхĕ хушнипе региона тирпейлес ĕçе вăрман хуçалăхĕпе экологи, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствисем хастар хутшăнмалла.
 
Агитпуйăс çынсемшĕн ĕçлет
Ульяновскри Чукун çул районĕнче «Сывлăхлă пурнăç йĕркишĕн тата телейлĕ çемьесемшĕн» агитпуйăс иртнĕ. Мероприятие облаçри 30 пин ытла çын хутшăннă, районта консультаци паракан 252 вырăн ĕçленĕ.
Ĕçпе социаллă аталану министрĕ Анатолий Васильев сăмахĕпе вĕсен специалисчĕсем 23 çĕрте граждансен ыйтăвĕсене хуравланă. Икĕ пин ытла çын вĕсенчен пулăшу ыйтнă.
Агитпуйăс ĕçленĕ вăхăтра специалистсен пĕр ушкăнĕ Карамзин ячĕллĕ посёлока çитсе килнĕ. Унта инвалид ачасене çитĕнтерекен, нумай ачаллă çемьесенче, ветерансем патĕнче пулса курнă, пулăшу панă.
Пулăшу кирлĕ çемьесен ыйтăвĕпе «Мы вместе» çавра сĕтел иртнĕ. Чукун çул районĕнчи Хĕрарăмсен, Çемье канашĕсем, нарколог, психолог çемьесене мĕнле пулăшмаллине сӳтсе явнă.
 
100 çемьене пулăшу панă
2012 çулта Ульяновск облаçĕнчи ача çуратайман 100 мăшăра регионпа федераллă бюджет шутĕнчен сипленме янă.
Сывлăх сыхлавĕн министрĕ пĕлтернĕ тăрăх, регионти мĕнпур çемьесенчен 15 проценчĕ мăшăрĕсенчен пĕри е иккĕшĕ те чирленипе алла ача тытса кураймасть. Çавăнпа та кăçал 70 çемьене Раççей пĕлтерĕшлĕ репродуктивлă технологийĕсен центрне, 30-шне Ульяновскри пĕрремĕш номерлĕ пульница çумĕнчи перинаталь центрне сипленме яма укçа-тенкĕ тупнă.
 
Демографи лару-тăрăвĕ аванланать
Çакăн çинчен Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр область правительствин черетлĕ ларăвĕнче пĕлтернĕ.
2005 çулхи кăтартусемпе танлаштарсан демографи лару-тăрăвĕ аванланса пырать.
«Сывлăх сыхлавĕн тытăмне нумайрах укçа-тенкĕ уйăрнипе ача çуралас пулăм 25 процент ӳснĕ, вилĕм шучĕ 12 процент чакнă. Пепкесем çут тĕнчерен 40 процент сахалтарах уйрăлнă. Регион çыннисем вăтамран 69,9 çул пурăнаççĕ, - каласа панă Ульяновск облаçĕн сывлăх сыхлавĕн министрĕ Валентина Караулова.
Регионри демографи лару-тăрăвĕ аванланса пырать. Кăçал 13674 ача çуралнă. Ку пĕлтĕрхи кăтартупа танлаштарсан – 756 пепке нумайрах. 2012 çулта 1055 çын сахалтарах вилнĕ. Патшалăх сиплев учрежденийĕсенче 477 ача сахалтарах пăрахнă.
 
: 985, Хаçат: 50 (1194), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: