Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ял ĕçченĕн профессийĕ Раççейре – хисеплисенчен пĕри
 
Раштавăн 4-мĕшĕнче Аслă Нагаткинти Культура çуртĕнче Чăнлă районĕнчи ял хуçалăхĕпе ун продукцине ĕçлесе çитерекенсен уявĕ иртрĕ. Район центрне çуллахи шăрăхпа кĕрхи пылчăклă кунсене парăнтарса начар мар тухăç илме пултарнă тăрăшуллă çĕр ĕçченĕсемпе выльăх ĕрчетекенсем, хисеплĕ ĕç ветеранĕсем, специалистсем пухăннăччĕ. Ял хуçалăх çыннисен ĕçĕ-хĕлне сăнарласа паракан кинофильм пĕтĕмĕшле район епле пурăннине ĕненмелле хак пачĕ. Экран çинче – палланă сăнсем, вĕсем уй-хирте, мастерскойра е фермăра ĕç вăхăтне еплерех ирттерни, паттăрла утăмĕсем, тепри тăвайманнине пурнăçлама пултарни, пĕр сăмахпа, Чăнлă районĕнче çăкăр ӳстерекенсем, фермерсем. Кăçалхи тухăçран пĕçернĕ çăкăрпа тата тăварпа сăйларĕç илемлĕ наци тумĕсене тăхăннă пикесем район ертӳçисене, пур ял хуçалăхĕсенчен килнĕ ĕçченсене. Аслă Нагаткинти Аслă вăрçăран таврăнайман салтаксене халалласа лартнă палăк умне чечек кăшăлĕ хучĕç.
Ял çыннине чыслама пухнă чаплă уява «Чăнлă район администрацийĕ» муниципаллă пĕрлĕх пуçлăхĕ Ханяфи Рамазанов уçрĕ.
«Çут çанталăк (шăрăх тата йĕпе-сапа) çăкăр ӳстерекен умне пĕр тĕрĕслев хыççăн теприне килсе тăратрĕ пулин те мухтанмалăх, халăха каламалăх çитĕнӳсем пур пирĕн,-пуçларĕ хăйĕн сăмахне Ханяфи Валиевич.- Ульяновск облаçĕнчи пĕр район та эпир йăтайнă йывăр çĕклеме çĕклеес çук. Мĕнпур сахăр кăшманĕн 71 процентне Чăнлă район ĕçченĕсем туса илеççĕ, çĕр улмин — 60 процентне, тĕшĕллĕ культурăсен —12, сĕтĕн – 12. Районăн чи хаклă тупри – тупăшлă çĕр-аннемĕр анчах мар, ылтăн алăллă çĕр ĕçченĕсем. Пирĕн ял хуçалăх ĕçченĕсем чи пуçаруллисем, чи аваннисем. Сирĕнпе мăнаç-ланатпăр, пуç тайса тав тăватпăр. Малашне те ĕçĕрсем ăнса пыччăр, тĕш-тыррăр ăнăçлă пултăр, выльăх-чĕрлĕхĕр ĕрчетĕр. Эсир мухтава, канăва тивĕçлĕ.
Чăнлă районĕн ял хуçалăхĕн управленийĕн пуçлăхĕ Владислав Анисимов та ĕçтешĕсене хĕрӳллĕн саламларĕ, вĕсен ячĕпе нумай ырă сăмах каларĕ. «Ял хуçалăх ĕçне пирĕн районта 20 ытла хуçалăх, 300 ытла фермер хуçалăхĕ тата 10 пин ытла граждансен кил хушшинчи харпăр хуçалăхĕ илсе пырать. Çанă тавăрса вăй хурсан кăна çитĕнӳсем тума май пуррине чухлать хресчен. Кашни çулах тĕл пулакан чăрмавсем умĕнче аллине усмасть вăл, малаллах талпăнать. Ентешсен кăçалхи кăтартăвĕсем те ял хуçалăх продукцине пĕлтĕрхинчен ытларах туса илни пирки калаççĕ. Сутнин-вырнаçтарнин калăпăшĕ те 1,4 хут нумайрах, - терĕ Владислав Петрович. - Ял хуçалăх предприятийĕсен пĕтĕмĕшле тупăшĕ 25 миллион тенкĕпе танлашать. Районти чи тупăшлă хуçалăхсем: «Б.Нагаткино» агрофирма» (9,4 млн), «Новая жизнь» (3 млн), «Новоникулинское» (1,9 млн), «Луч» (1 млн), «Новотимерсянский» (1 млн).
Ку çул районти пур хуçалăх та сухаланă анасене вăхăтра акса тирпейлерĕ, выльăх-чĕрлĕх валли кирлĕ чухлĕ апат хатĕрлерĕ. Куллен акакан çĕр лаптăкĕсен калăпăшне 3,1 процент (2350 гектар) ӳстертĕмĕр. Çапла майпа 79,2 пин гектара çитертĕмĕр. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене районта 47,6 пин гектар акнă: сахăр кăшманĕ – 13,8 пин, хĕвелçаврăнăш – 2,6 пин, çĕр улми – 1,5 пин, пахча-çимĕç – 509, рапс – 750. Выльăх апатне хатĕрлеме акнă культурăсем – 11,7 пин гектар. Ку енĕпе малта пыракан хуçалăхсем: «Волга», «Новоникулинское», «Б.Нагаткино» агрофирма», «Новотимерсянский», Салюкин УП (уйрăм предприниматель), Сяпуков УП, «Колос» (В.И.Новичков). Çанталăк пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕлтĕрхи евĕр тухăçлă туса илме памарĕ. Тыр-пула пурĕ 81 пин тонна пухса кĕртнĕ, ку пĕлтĕрхинчен 33 пин тонна сахалтарах. Тухăçлăхĕ гектартан вăтамран 17 центнер (танлаштарма: пĕлтĕр – 26,6). Ниме пăхмасăр пысăк тухăç илнĕ хуçалăхсем те пур: «Новотимерсянский» (тухăçлăхĕ – гектартан 27,9 центнер), «Б.Нагаткино» агрофирма» — (26,2), Салюкин УП – (27,7), «Волга» — (24,0).
Сахăр чĕкĕнтĕрне 440 пин тонна кăларнă, çакă пĕлтĕрхи кăтартуран 1,5 хут нумайрах. Пылак тымар тухăçлăхĕ – гектартан 300 ытла центнер. Çĕр улми 17 пин тонна туса илнĕ, пахча-çимĕç – 4,2 пин. Пĕр ĕне пуçне 35 центнер выльăх апачĕ хатĕрленĕ. Чĕкĕнтĕр кăларнă çĕрте чи пысăк тухăç кăтартнисем пур. Вĕсем: Салюкин УП — гектартан 470 центнер, Сяпуков Е.Ф. УП – 450, «Новотимерсянский» — 441, «Б.Нагаткино» агрофирма» — 428. Кĕрхи культурăсене 12 пин ытла гектар акса хăварнă, çурхисем валли 46 пин çĕр хатĕрленĕ. Çулсерен машинăсемпе тракторсен паркне çĕнететпĕр, ăна хальхи вăхăтпа шайлашакан çĕнĕ техникăпа пуянлататпăр. «Джон Дир» маркăллă тракторсем, тыр-пул пуçтаракан тата чĕкĕнтĕр кăларакан хăватлă комбайнсем пур пирĕн.
Кăçал кăна 151 миллион тенкĕлĕх 61 единица çĕнĕ техника туяннă. Çĕр ĕçĕнчи çитĕнӳсене вара мĕн тесен те хуçалăхсенчи механизаторсемпе комбайнерсен, водительсен, ертӳçĕсемпе специалистсен тăрăшулăхне, яваплăхĕпе ăсталăхне çине тăрса вăй хунине пула çеç çĕнсе илнĕ. Тавах сире пуриншĕн те, хисеплĕ çĕр ĕçченĕсем! Çитес çул тата та аванрах тухăç илесчĕ".
Выльăх ĕрчетессипе Чăнлă районĕнче 7 хуçалăх ( «Новая жизнь», «Волга», «Победа», «Новоникулинское», «Зульфия», «Колос» тата «Исток») ĕçлет. Аш-какай туса илессипе тата сĕт сăвассипе «Волга» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕ чи пысăк ӳсĕмсем тăвать. Районти 12037 пуç мăйракаллă шултра выльăх шутĕнчен 2314-шĕ – ял хуçалăх предприятисенче аталанать (çав шутран сăвакан ĕне – 1006 пуç). Пурĕ районта кăçал 3603 тонна какай (ку пĕлтĕрхинчен 67 тонна нумайрах) тата 19269 тонна (иртнĕ çулхипе танлаштарсан 1002 тонна ытларах) сĕт сутнă. Ку тĕлĕшпе эпир малта пыракан дояркăсене, пăру пăхакансене, скотниксене ӳркенменшĕн тав тăватпăр.
Ял хуçалăх ĕçченĕсен ячĕпе нумай ырă сăмах Чăнлă район депутачĕсен Канашĕн председателĕ Ирина Фролова каларĕ. «Ял ĕçченĕн профессийĕ Раççейре яланах хисеплисенчен пĕри пулнă,- терĕ Ирина Михайловна.- Çĕршыв экономики аталанасси те ял хуçалăхĕ ури çинче еплерех çирĕп тăнинчен, ертӳçĕрен нумай килет. Эсир пире, Раççее тăрантаратăр, хăвăрах ĕçлекенсен ĕç укçине ӳстеретĕр, техника туянатăр, механизаторсемпе водительсен, хăвăр çемйĕрсен тăнăçлăхĕ çинчен шутлатăр. Тивĕçĕр патне чĕрĕрпе, чунăрпа пыратăр. Кăвак çутăлла тăратăр та çур çĕр иртсен анчах çывăрма выртатăр!»
"Чăнлă районĕн Хисеплĕ гражданĕ" сумлă ята РФ тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ, «Степной сад» хуçалăх ертӳçи Ольга Алексанкина, «Родники» хуçалăх водителĕ Григорий Анчиков тата «Новоникулинское» хуçалăх ĕçченĕ Геннадий Сайгушев тивĕçрĕç.
Ульяновск облаçĕн Саккунсем кăларакан Пухăвăн Тав хутне 30 çул дояркăра ĕçлекен Галина Емеськина, Петр Тимошкин механизатор («Волга») тивĕçлĕ пулчĕç; Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн Тав çырăвне – Мария Вражкина («Родники»), Борис Нагорнов (Салюкинăн харпăр хуçалăхĕ); Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн Хисеп хутне – Вера Альшейкина («Волга»), Амир Измайлов («Новотимерсянский»), Владимир Фуражкин («Волга»), Валерий Дьяконов («Родники»); Ульяновск облаçĕн Саккунсем кăларакан Пухăвĕн Тав çырăвне – Яхъя Амиров («Волга»), Нина Зайцева («Луч»), Феркать Минашетдинов («Новотимерсянский»), Николай Вохлаков («Луч»), Александр Наумов (Зайкин хуçалăхĕ), Александр Зайкин (хуçалăх ертӳçи); Ульяновск облаçĕн ял хуçалăх министерствин Хисеп хутне – Регина Еремеева, Зоя Еремеева, Александр Альшейкин («Волга»), Луиза Салюкина (Салюкин хуçалăхĕ), Рафик Халиуллов («Новотимерсянский»), Владимир Игнатьев (Долгов хуçалăхĕ) Рафаэль Ислямов, Дамир Сайдашов, Зуфер Яфизов («Победа»), Елена Парамонова («Степной сад»); ял хуçалăх министерствин Тав çăрăвне – Андрей Аппанов («Агроснаб-Сервис»), Гульнас Чаштанова («Победа»), Николай Рухлин (Пётр Долгов хуçалăхĕ), Ильнар Яфизов («Победа»), Дмитрий Лёвин (Татьяна Капитонова хуçалăхĕ), Дамир Ахмадуллин («Новотимерсянский»), Чăнлă районĕн Хисеп хутне – Ирек Алимов, Хамит Бакиров («Победа»), Людмила Антонова, Ирина Галимова («Степной сад»), Насых Асадуллин, Николай Тушкин, Асхат Фаизов («Волга»), Лев Долгов (Пётр Долгов хуçалăхĕ), Татьяна Капитонова (хуçалăх ертӳçи), Владимир Малышев (хуçалăх ертӳçи), Владимир Рябов (Салюкин харпăр хуçалăхĕ), Рамиль Сулейманов («Новотимерсянский»), Евгений Сяпуков (уйрăм хуçалăх ертӳçи), Владимир Трунов («Луч»); Х.В.Рамазанов Тав çырăвне – 30 çул стажлă Николай Тимонин водитель (ял хуçалăх управленийĕ); Чăнлă район депутачĕсен Канашĕн Хисеп хутне – Вячеслав Альмеев, Александр Куркин (Леонид Еленкин хуçалăхĕ), Вадим Буркеев («Новотимерсянский»), Наиль Валиуллин («Победа»), Юрий Вражкин («Луч»), Николай Долгов (Долговăн уйрăм хуçалăхĕ), Игорь Иванов («Волга»), Олег Репин (Татьяна Капитонова хуçалăхĕ).
Питĕ чыслă самант – ветерансене чыслани. Сцена çине умлăн-хыçлăн ĕçпе пиçĕхнĕ сумлă ватăсем, ĕнерхи хуçалăх ертӳçисемпе механизаторсем, водительсем, выльăх пăхакансем тухрĕç. Вĕсен хушшинче эпир пĕлекен, хисеплекен шурсухалсем: Наиль Гайниев, Иван Мульдияров, Ильдус Хамзин, Алексей Сизов, Нина Строкина, Петр Уфимкин, Тамара Пигалова, Николай Морозов, Леонид Ваштахов, Лев Хмелёв, Надежда Федотова, Нина Маханова, Виталий Романов, Владимир Чугунов, Петр Ширтанов, Юрий Борисов тата ыттисем те. Уяв пĕтмĕшĕнче çуллахи вăхăтра хуçалăх хирĕнче пулăшнă шкул ачисене мухтарĕç, сцена çине кăларса сума сурĕç. Пур ял хуçалăх ĕçченĕ, кашни ветеран валли район администрацийĕ чыслă, сумлă парне хатĕрленĕ.
Облаçри чăваш хаçачĕн тĕп редакторĕ Николай Ларионов ял хуçалăх ĕçченĕсене уяв ячĕпе саламланă май Чăнлă районĕнче «Канаша» çырăнса тăракан хастарсене, чăн-чăн туссене — «Волга» хуçалăх ертӳçине Радик Насуртдинова, «Содружество» предприяти пуçлăхне Сергей Петрова, «Газпром газораспределение Ульяновск» уçă обществăн Аслă Нагаткинри филиалĕн пуçлăхне Николай Ваштахова, çаплах Вячеслав Салюкин, Евгений Сяпуков, Николай Ивандеев, Павел Узиков фермерсене — Тав хучĕсем парса чысларĕ. Ханяфи Валиевич Рамазанов халь пыракан çырăнтару тапхăрĕнче 2013 çулхи пĕрремĕш çурçуллăх валли чăваш хаçачĕн тиражне районта пĕр пине çитерсе пама пулчĕ. Район пуçлăхĕ уява пынă "Канаш" журналисчĕсене те парне парса чысларĕ. Тавах чăнлăсене пире ăнланса, пулăшса пынăшăн!
Уява килнисене уйрăмах тĕлĕнтермĕш музыка парни килĕшрĕ – Геннадий Заволокин ячĕллĕ «Играй, гармонь, любимая» телекăларăм çумĕнчи «Золотая десятка России» ушкăнăн чаплă купăсçисем, Чăвашкассинчи «Шуçăм» юрă ансамблĕ тата Аслă Нагаткинри Культура çурчĕ çумĕнчи ансамбль солистки Клавдия Ионина, шкул ачисем илемлĕ юрри-кĕввипе савăнтарчĕç.
 
: 1259, Хаçат: 50 (1194), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: