Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раштавăн 8-мĕшĕнче Раççейри «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн ХХ конференцийĕ иртнĕ. Конференци ĕçне РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Александр Хинштейн, Екатерина Кузьмичёва, Григорий Балыхин, партин тĕп пурнăçлав комитечĕн ертӳçи Дмитрий Травкин, Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов, Раççейри çамрăксен «Молодая Гвардия Единой России» организацин ертӳçи Максим Руднев, вырăнти депутатсем хутшăннă.
ХХ конференци партин Ульяновскри уйрăмĕн отчётпа суйлав тапхăрĕ пулнă. Малтан «Единая Россия» партин облаçри пирвайхи 979 организацире, кайран 27 вырăнти уйрăмра отчётпа суйлав пухăвĕсем иртнĕ.
Конференцин тĕп ыйтăвĕ – малашнехи 5 çула партин регионти уйрăмĕн секретарьне суйласси.
Облаçри «Единая Россия» партин ертӳçи пулма виçĕ кандидатура тăратнă: Саккунсем кăларакан Пухăвăн председателĕн çумне Тамара Дмитриевана, Чартаклă район пуçлăхне Сергей Петрякова, Чартаклă районĕнчи депутатсен канашĕн секретарьне, «Молодая гвардия» организацин пуçлăхне Эдгард Красаускаса. Сергей Петряков хăй ирĕкĕпе кандидатурине суйлавран кăларнă. Тамара Дмитриевапа Эдгард Красаускас программисемпе паллаштарнă.
Пĕрремĕшĕ партин пирвайхи организацисен ĕçне вăйлатмаллине палăртнă, Президент партисен умне лартнă задачăсене мĕнле пурнăçламаллине уçса панă, 2013, 2015, 2016 çулсенче облаçра иртекен суйлавсенче мĕнле ĕçлемеллине палăртнă.
Эдгард Красаускас программипе паллаштарнă май «Единая Россия» парти массăллă информаци хатĕрĕсемпе тачă ĕçлесен те хăй ĕçĕсем пирки Интернетра пĕлтерессипе ытти партисенчен юлнине, партие çамрăклатмаллине палăртнă.
Конференци делегачĕсен ытларах пайĕ (102 сасă) «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн секретарĕ пулма Тамара Дмитриевана суйланă. Эдгард Красаускасшăн 17 делегат сасăланă.
Конференцире партин регионти уйрăмĕн политканашне те суйласа хăварнă. «Единая Российăра» тăракан 65 çын кĕнĕ унта. Регионти политканашăн президиумĕн йышне Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕсем – Борис Зотов, Александр Майер, Михаил Горшков, Алсу Балакишиева, Анатолий Еленкин кĕнĕ.
Конференцире салам сăмахĕсемпе Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр тухса калаçнă.
-Эпир паян «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн историри пĕр страницине хупрăмăр. Отчётпа суйлав тапхăрĕнче тăрăшса ĕçлекенсене чĕререн тав тăватăп. Эпир хамăр региона Раççейри чи лайăх аталанса пыраканни тăвассишĕн пысăк ĕçсем ирттеретпĕр. Ульяновск облаçĕнче çынсем хăйсене шанчăклă туйччăр, ыранхи куна шанса пурăнччăр тесе тăрăшатпăр. «Единая Россия» партипе пĕрле çутă малашлăха утатпăр, - тенĕ.
Сергей Морозов Тамара Дмитриевана партин регионти уйрăмĕн секретарьне суйланă ятпа саламланă.
 
: 894, Хаçат: 50 (1194), Категори: Кун хыççăн кун

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: