Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри педагогика университетĕнче 1993 çулта вырăс филологийĕн факультетĕнче чăваш тата тутар ачисем валли наци ушкăнĕсем ĕçлеме тытăнчĕç. Малтанхи çулсенче кашни çул ушкăнсене 12-13-шер абитуриент йышăнатчĕç. Чăваш тата тутар чĕлхи учителĕсем пулма вĕренме конкурс та пурччĕ университетра. «Канаш» хаçатăн 1998 çулхи 37-мĕш номерĕнче çапла çырни пур: «Ульяновскри виçĕ вĕренӳ заведенийĕнче – педагогика университетĕнче, пĕрремĕш номерлĕ педагогика училищинче тата культура училищинче наци ушкăнĕсем пур. Педагогика университетĕнчи филологи факультечĕн чăваш чĕлхипе литературин уйрăмне кăçал 12 хĕр вĕренме кĕнĕ, мĕнпурĕ 26 заявлени пулнă. Абитуриентсем пурте хамăр облаçран.» Çак çул педучилищĕне те 18 хĕр вĕренме кĕнĕ.
Чăвашлăх ĕçĕ облаçра кĕрлесе тăнă вăл вăхăтра. Çамрăксем çакна туйнă, чăвашлăх еннелле туртăннă, мероприятисене хаваспах хутшăннă.
Икĕ çул каялла вĕрентекенсен августри канашлăвĕнче вĕрентӳ министерствин специалисчĕ Ф.Т.Улендеева тата УОЧНКА председателĕ В.И.Сваев наци уйрăмне кĕме заявлени паракансен йышĕ пит сахал пулни пирки кулянса пĕлтернĕччĕ, учительсене çак ыйтупа ытларах ĕçлеме сĕннĕччĕ. Паян Ульяновскри патшалăх педагогика университечĕн филологи факультетĕнче наци ушкăнĕсем мĕнле пурăнаççĕ-ши? Ку ыйтăва литература кафедрин доцентне, филологи наукисен кандидатне Е.С.Нагорнована тата вырăс чĕлхи кафедрин аслă преподавательне О.Г.Узикована патăмăр.
-Хальхи вăхăтра наци ушкăнĕнче вĕренеççĕ тесе эпир 3, 4, 5-мĕш курссем пирки кăна калама пултаратпăр. Ушкăнсенче пурĕ 29 студент вĕренет: пиллĕкмĕшпе тăваттăмĕш курссенче – вуншар, виççĕмĕш курсра – тăххăрăн. Вĕсем чăвашла вулаççĕ, çыраççĕ, калаçаççĕ. Шкулта çăмăллăнах тăван чĕлхене вĕрентме пултараççĕ. Анчах юлашки икĕ çул пирĕн университетра наци ушкăнĕсем çук. Сăлтавĕсенчен пĕри - аслă вĕренӳ заведенисенче бакалавриатпа магистратура мелĕпе пĕлӳ пама пуçлани. Бакалавриатпа филологи факультетĕнче икĕ профиль кăна – вырăс литератури тата вырăс чĕлхи. Анчах университет хушма педагогика профессийĕсен уйрăмне уçнă. Унта малашне пурнăçра кирлĕ пулма пултаракан предметсене студентсем хăйсен ирĕкĕпе суйласа илсе вĕренеççĕ. Хушма педагогика профессийĕсен шутне чăваш чĕлхипе литератури тата тутар чĕлхипе литератури предмечĕсене те кĕртнĕ. Студентсем хушшинче анкета тĕпчевĕ ирттернĕ. Пĕрремĕш курсран çак дисциплинăна вĕренме 9 студент кăмăл тунă, иккĕмĕш курсран – 3. Интереслĕ, физикăпа математика факультетĕнче вĕренекен икĕ студент – Алёна Алёнина тата Кирилл Чечуков – чăваш чĕлхипе литературине вĕренме кăмăл турĕ. Мĕншĕн тесен пирĕн факультетрисем кăна мар, университетри мĕнпур факультетсенчен суйлаççĕ хушма предметсене.
Иккĕмĕш сăлтавĕ, çакна тĕп сăлтав тесе шутлатпăр, – наци ушкăнĕсене вĕренме кĕме заявленисем сахал пулни. Кашни çул тăван чĕлхепе литературăна вĕренес текенсен шучĕ 20 çынран сахал пулмалла мар. Конкурс пĕр вырăна икĕ çын пулмалла. Вĕренме вунă çын илмелле. Юлашки çулсенче вара çĕршывĕпех абитуриентсен шучĕ пĕтĕмĕшле чакса ларнипе пирĕн ушкăна заявлени паракансем пулмарĕç. Чăваш чĕлхипе литературине предмет майĕпе вĕренекен шкулсен шучĕ те сахал. Тата дисциплинăна вĕреннĕ тесе пурин те наци ушкăнне вĕренме килмеллине пĕлтермест, пурнăçра кашни çын хăйне кирлĕ професси суйласа илет. Чăваш ачисен те инженер, тухтăр, программист пулас килет.
Юхма Мишшин «Чăваш пулма çăмăл мар» сăмахĕсем тӳрре туха пуçларĕç. Пĕтĕмĕшле наци юхăмĕ чакса ларчĕ – Шупашкартан пуçласах.
Çапла вара наци ушкăнне сыхласа хăварма ниепле те май килмерĕ, - пулчĕ педагогсен хуравĕ.
Хушма педагогика профессийĕн шайĕнче тăван чĕлхепе литературăна мĕнле вĕренеççĕ-ха?
-Ку дисциплинăпа малашне мĕнле ĕçлемеллине шутлаççĕ кăна-ха, программине туллин палăртман. Хальлĕхе чĕлхене кăна вĕрентетпĕр. Тĕрĕссипе, пĕрремĕш курсра студентсене чăвашла калаçма вĕрентетпĕр, чăваш сăмахĕсемпе паллаштаратпăр. Мĕншĕн тесен ытларахăшĕн ашшĕ е амăшĕ кăна чăваш, çемьере тăван чĕлхепе калаçса ӳсмен. Чăваш чĕлхин фонетика, лексика, морфологи, синтаксис пайĕсене вĕренесси – программăра пур. Çаплах хама питĕ интереслентерекен «Пуплев культури» дисциплинăна программăна кĕртрĕм. Çакна вĕренни пурне те кирлĕ тесе шутлатăп. Тепĕр çултан литература предметне те программăна кĕртме шантараççĕ, - хуравларĕ Ольга Геннадьевна.
Ульяновскри педагогика университечĕн чăваш ушкăнĕнче юлашкинчен вĕреннисем тесе, тен, историе кĕрсе юлĕç паянхи 3, 4, 5-мĕш курс студенчĕсем. Апла пулин те вĕсем хăйсем пирки пурне те пĕлтересшĕн. Çакна студентсем йĕркеленĕ чăваш çамрăкĕсен пĕрлĕхĕ УОЧНКАпа, Чăваш культура центрĕпе çывăх çыхăнса ĕçлени çирĕплетет. Чăвашсен кашни мероприятине хутшăнса ертсе пыраççĕ студентсем.
 
: 869, Хаçат: 50 (1194), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: