Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пултарулăх каçне пыма вăхăт тупнисем тата тĕрлĕ сăлтава пула килме пултарайманнисем!
 
Шел, аслă çĕршыв арканнă хыççăн писательсен организацийĕ те темиçе ушкăна саланса кайрĕ. Çакă, паллах, никама та усă кӳмерĕ. Апла пулин те пирĕн район пуçлăхĕ Ханяфи Валиевич Рамазанов пире, вырăнти писательсене, май пур таран пулăшсах тăчĕ. Пултарулăх каçĕ те вăл пуçарнипех иртрĕ. Тавах Чăнлă район администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхне Валентина Фоминана, ĕçченĕсене Анфиса Клопкована, Наталья Краснована тата ытти хастарçăсене. Çак тĕлпулу чăннипех те чăваш халăх культурин уявĕ пулса тăчĕ темелле.
Уявра эпĕ хам пирки сахал мар ăшă сăмахсем илтрĕм. Ку, паллах, мана савăнтарать. Çамрăк чух, писатель ӳссе пынă май, ăна сахал мар «хĕнеççĕ» те темелле. Кун çинчен эпĕ вĕрентекенĕмсем пулнă поэтсенчен – Ухсай Яккăвĕнчен, Стихван Шавлинчен тата Петĕр Хусанкайран сахал мар илтнĕ. Хăй вăхăтĕнче, ӳсĕм тапхăрĕнче, вĕсем те сахал мар «патак» тӳснĕ темелле.
Поэт хăйĕн сăввисенче вулакансене кулянтарса калаçтаракан шухăш-туйăма тĕл пулсан хăйне чăннипех те телейлĕ тесе шухăшлать. Вăл çырнă сăвăсенче, пĕрреллĕ хисепре «эпĕ» тесе çырнă чух та хăй шухăш-туйăмне çех мар, çаплах хăйĕн вулаканĕсен, вĕсен урлă пĕтĕм этемлĕх шухăш-туйăмне те палăртать. Çапла вара поэт шухăшласа кăларнă сăнарсене те вулакан хăйне çывăха хурса йышăнма тивĕçлĕ. Тепĕр чухне вулакансем манăн сонетсем пирки хăпартланса калаçаççĕ. «Епле-ха эсĕ çавнашкал лайăх çырма пултарнă?»-тесе ыйтаççĕ. Кун пирки çакна çеç калама пултаратăп: хамăн япаласене эпĕ кашнинчех калас шухăша вулакансенчен пĕр пытармасăр, тĕрĕссине кăна çыратăп, уçă кăмăлпа, калăплакан сăнарсене чун-чĕререн юратса. Çав вăхăтрах ытти çынсенче ыррине курсан савăнатăп, Çĕр çинчи мĕнпур чĕрĕ чунсене çывăха хурса çыратăп. Курайманлăх е ăмсану туйăмĕсем мана ют. Чăн-чăн поэтсем ахаль çынсенчен çакăнпа уйрăлса тăраççĕ те тесе шутлатăп. Манăн юратнă вĕрентекенсем – классиксем шăпах çапла çырнă. Çăткăнлăх шухăшĕ асра та çук, çавна пулах укçа-тенкĕ, ылтăн-кĕмĕл е ахах-мерчен таврашĕ пухса пуяс шухăш илĕртмест мана. Çынна йĕркеллĕ пурнăçпа пурăнма мул таврашĕ пĕртте ытлашши кирлĕ мар. Епле пуян пулсан та мул таврашне леш тĕнчене илсе каяймăн теççĕ халăхра. Ку çапла мар-и-ха? «Укçапала эрехех çынна ăсран кăларать», - тесе çырнăччĕ пирĕн Константин Иванов. Вырăс классикĕсем Пушкин, Лермонтов, Некрасов, Есенин е шотландсен аслă поэчĕ Роберт Бернс çырнă сăвăсене вулăр-ха. Ку енĕпе вĕсем пурте пĕр шухăшлă мар-и?
"Пурри те пĕтет, çукки те çитет", - тет чăваш халăх ăслăлăхĕ. Укçашăн çăткăнланса эпĕ нихăçан та çынлăхран тухман. Мĕн пуррипе çырлахса пурăннине мĕн çиттĕр!
Çак уява килсе ман пирки ырă сăмахсем каланăшăн сире пурсăра та чун-чĕререн тав тăватăп.
 
Мĕскер калам сире халалласа,
Çĕн ĕмĕрти ытарайми яш-кĕрĕм –
Чăваш çыннин ынатлă ывăл-хĕрĕ?
Ӳссе çын пулăр чунпала таса.
 
Мĕскер тытса тăрать çут тĕнчене?
Вăл –Юрату. Эсир çакна ан манăр.
Атте-аннесене, тăван çĕре юратăр,
Хисеплĕр ыр сунса ваттисене.
 
Чăн юрату тăсать вăл ĕмĕре,
Мăшăрсене чун-чĕререн юратăр.
Пĕр-пĕринпе ун чух çеç юп куратăр,
Хам пĕлнине калатăп эп сире.
 
Усал çынна ан суйлăр, ан юратăр –
Унпа çывăхлансассăн хур куратăр.
 
Кĕнекене юратăр, классиксене вулăр! Хăвăрăн ачăрсемпе мăнукăрсене тăван чĕлхепе вулама-çырма хăнăхтарăр. Ун чухне пурсăр та чăн-чăн телей курса пурăнма пултарăр.
Тепĕр хут пурсăра та пысăк тав!
 
: 1016, Хаçат: 50 (1194), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: