Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Андрей Шатрашановăн пурнăçĕ икĕ пая пайланнă: 2006 çулхи июлĕн 9-мĕшĕччен тата ун хыççăн. Шăп çак кун вăл Ульяновскран Карапай-Шăмăршă ялне çемйине – арăмне тата хĕрĕпе ывăлне – илме кайма тухать. Анчах Чăнлă районĕнчи Орловка ялĕн çывăхĕнче авари тăвас мар тесе ун машинин тормозне хăвăрт пусма тӳрĕ килет. «Жигули-восьмёрка» шоссе çинчен тухса каять, хирелле анса кайса темиçе хут çаврăнса ӳкет. Андрейăн ĕнсе шăмми хуçăлать. Ăна операци тăваççĕ, пурнăçне çăлса хăвараççĕ.
Çавăнтанпа чăваш каччи ура çине тăраймасть. 40 кун реанимацире выртать, ун тăватă хутчен чĕри чарăнать. Икĕ çул вырăн çинче хускалаймасăр нушаланать, кайран урайĕнче шуса çӳрекен пулать. Мĕн кăна туса пăхман ĕнтĕ! Халь вăл 1-мĕш ушкăн инваличĕ.
Андрей Вячеславович 39 çулта кăна-ха. Вăл Ульяновскра ӳснĕ. 14 çулта «Мотор» спорт клубĕн бокс секцине çӳреме пуçланă. Унта А.В.Трифонов аллине лекнĕ. Вăл çамрăка тренировкăсенче пиçĕхтерме тытăннă. Ку Андрея килĕшмест, вăл унтан пăрахса каять. Ипподрома лашасем патне çӳрет, область сборнăйĕшĕн футбол вылять. Пĕррехинче ăна урамра вăйлă хĕнеççĕ. Кун хыççăн вăл бокса каялла таврăнать, çине тăрса тренировкăсем тума тытăнать. Часах çитĕнӳсем те килеççĕ: çамрăк боксёр Атăлçи чемпионĕ пулса тăрать (1998), Раççей чемпионатĕнче бронза медаль илет (1997). Раççей шайĕнче иртекен турнирсенче те призёрсен шутне кĕрет. Спорт маçтăрĕн нормативне тултарать.
-1990-мĕш çулсенче спорт та, çĕршыв пекех, саланчĕ. Кам ăçта кая пĕлет, мĕн тăва пĕлет – çапла пурăнма пуçларĕç манпа пĕрле тренировкăсене çӳрекенсем. Сыпкалама та пуçларĕç хăшĕсем, йĕркене пăсакансем хушшине кĕрсе каякансем те пулчĕç. Эпĕ пушара хирĕç кĕрешекен чаçа боец пулса ĕçе кĕтĕм, çаплах каçпа хуралçăра тăраттăм. Укçа çитменнине кура тата хам машинапа такси вырăнне çынсем турттараттăм. Канма вăхăт сахалччĕ. Авари умĕн те çывăрмасăр çĕр каçнă хыççăн руль умне ларнăччĕ… Çакă та инкек патне илсе пычĕ пуль,- тет Андрей.
Инкек, паллах, çемьене терт-нуша кăтартать. Кил хуçи хĕрарăмĕн Валентина Геннадьевнан ĕçне пăрахма тӳрĕ килет. Икĕ ачи шкула çӳрет. Эмел туянма укçа нумай тăкакланать.
-Хăш чухне çемьере 10 тенкĕ укçа çеç юлни те пулкаланă. Тата çывăх çын епле тертленнине курса тăма питĕ йывăр… Хăш чух хамăн та вăй çĕтсе ларнă пек туйăнать, малалла пурăнассăн та туйăнмасть. Çумра ачасем пурри кăна вăй парать. Хама хам хушатăп вара: «Мĕнле йывăр пулсан та малалла пурăнмалла, тапаланмалла…». Яла кайса аннепе калаçнă хыççăн та вăй, ырă ĕмĕтсем кĕреççĕ. Çын сывă чухне кăна кирлине пуçĕпех ăнлантăм Андрей нушипе чупса. Мĕнле кăна министерствăна çыру çырмарăм пулĕ! Президент патнех çитрĕм. Санаторие кайма путёвка парасшăн марччĕ. Пурте шантараççĕ – ĕçне тумаççĕ. Ăнлантăм: çын сăмахне ĕненме юрамасть иккен. Веçех ху çитсе курмалла, ху тĕрĕслемелле, ху аллупа тумалла. Виçĕ хут суд урлă тухрăмăр – тин уйăрса пачĕç. Санаторие виçĕ хут кайса килтĕмĕр ĕнтĕ, усси пур. Унта вĕсем, пĕр пек нушаллисем, пĕр-пĕринпе чунран калаçса чĕрисене пусараççĕ, пурăнма вăй илеççĕ,- тет Валентина Геннадьевна.
Валентин Дикуль патне Мускава та кайса килнĕ чăваш хĕрарăмĕ, паллă çынпа курса калаçнă. Лешĕ рентген хучĕсене пăхсан Андрея операци тăвакан хирурга Валерий Васильевич Чернышёва мухтать, операци лайăх тунине палăртать, упăшки валли сиплев физкультурин комплексне парса ярать. Ку та пулăшать. Шăмă лартакан çынсем те килсе кайнă Шатрашановсен килне, темле аппликаторсем те усă курнă ĕнтĕ.
Кил тенĕрен, вĕсем икĕ хутлă çуртра икĕ пӳлĕмлĕ хваттерте пурăнаççĕ. Пĕринче – Андрей, унта çаплах спортпа аппаланмалли хатĕр-хĕтĕр. Вырăн çитменнипе 16 çулхи Мария кухньăна пурăнма куçнă: çавăнтах уроксем тăвать, çавăнтах çывăрать… Архип та 14 çулта ĕнтĕ. Ун ăçта куçмалла? Хваттер ыйтăвĕпе Валентина Геннадьевна таçта та çитнĕ ĕнтĕ. Хуравĕ çапларах: «Сиртен йывăртарах пурăнакансем те пур. Пирĕн фондра пушă хваттер çук».
Андрейăн алă вăйĕпе çӳремелли кӳме (коляска) пур, электроколяска уйăрса пама влаçсем каллех меслет тупаймаççĕ.
-Малтан Андрей кӳме кирлĕ мар тетчĕ, туяннă хыççăн вара урама тухсан паллакан çынсем ан курччăр тесе пуçне пĕшкĕртсе ларатчĕ. Кайран хăнăхрĕ, урамра аван иккен, сывлăш уçă теме пуçларĕ. Хĕлле ку кӳмепе тухса çӳреме питĕ кансĕр, çавăнпа тухмастпăр. Пĕррехинче 7-8 çулхи ачасем (вĕсем урамра вăрттăн пирус туртнине курнă эпĕ, ун пирки Андрея та каласа панă) Андрей ларнă çĕре пычĕç те ыйтрĕç: «Сана мĕн пулнă?». «Ĕçеттĕм, туртаттăм, çавăнпа çапла пулса тăтăм»,- терĕ лешĕ шӳтлесе. Чи пĕчĕккин янахĕ тĕлĕннипе чутах анса каймарĕ. Вăл, паллах, хăй те çапла пуласран хăрарĕ. Урамра чунĕ уçăлать вара Андрейăн.
Кун пек лару-тăрура та шанчăкне çухатмасть Валентина Геннадьевна. Ирхине пиллĕк çурăра вăранать, 30 минут урама тухса чупать, кайран тренажёрсемпе аппаланать. Апат пĕçерсе çитерсе ачисене шкула ăсатать. Андрея çитерсе-тирпейлесе хăварсан ĕçе каять.
Мария та спорта юратать, тăватă çул биатлонпа аппаланать, ун çитĕннисен 1-мĕш разрячĕ. Халь вăл Атăлçи тăрăхĕнчи ăмăртăва кайма хатĕрленет. Хĕр çаплах çичĕ çул музыка шкулĕнче вĕреннĕ, ăна ăнăçлă пĕтернĕ — аккордеон, пианино калать. Архип вара литературăпа, алгебрăпа хула олимпиадисене хутшăнать.
-Лару-тăру çăмăл пулмасан та хама шелленине юратмастăп. Шеллесе калаçни чунри вăя пĕтерет. Халь хам та Андрейпа чирлĕ çынпа калаçнă пек калаçмастăп. Атя, атя, ун пек тума тăрăш, кун пек тума тăрăш тесе хушатăп. Кашни кун хусканусем тусан алли-ури ĕçлерех парать,- тет мăшăрĕ.
Эп тухса каяс умĕн Андрей Вячеславович кĕтмен çĕртен: «Çуркуннеччен пурăнса çитесчĕ!-терĕ. Унтан эп тĕлĕннине курсан хăех ăнлантарса пачĕ: «Çуркунне çитсен кӳмепе урама уçă сывлăша тухма пуçлатпăр, урамра тӳпенелле, хĕвел çинелле пăхса çут тĕнчепе савăнма май пур!»
 
 
 
Ульяновск хули.
 
: 932, Хаçат: 50 (1194), Категори: Cул cинчи инкек

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: